06 июня 2009 г.

Юлашки çулсенче ялта пурăнакансен тăрăшулăхĕ, пуçарулăхĕ уйрăмах ÿсрĕ. Ял-ял витĕр çÿресен çĕнĕ витесем çĕкленсе ларнине, анкарти-хирсенче техника ытларах ĕçленине, нумай вăхăт çумкурăк айĕнче выртнă çĕрсене хресчен пусă çаврăнăшне кĕртнине асăрхатăн. Паллах, ырă улшăнусем пулса иртни, ялăн сăн-сăпачĕ илемленни – Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕн тивĕçĕ. Пирĕн корреспондент банкăн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн управляющийĕпе Ирина Николаевна Кошкинапа тĕл пулса калаçрĕ.
– Кирек мĕнле пуçарăва пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлех. Тăватă çул каялла уйрăм çынсене хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме тытăнчĕç.
– «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пула яллă тăрăхсенче пурăнакансем çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Халĕ ĕçчен те пуçаруллă кашни ял çынниех килти хушма хуçалăха аталантарма Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрнар районĕнчи офисĕнче çăмăллăхлă кредит илме пултарать. Кунта 15 çын яваплăха туйса ĕçлет. Офисăн представительстви тата Калининăра пур. Алевтина Ефимова Аçăмçырми, Ярмушка, Шĕнер Ишек, Калинино, Малти Ишек ял тăрăхĕсенче пурăнакансенчен заявкăсем пуçтарать. Банк ĕçченĕсем клиентсен ыйтăвне татса парассипе хытă тимлеççĕ. Документсем хатĕрлесе çитерсен тепĕр 2-3 кунтанах çынсем те, организацисем те укçа алла илме пултараççĕ.
– Ирина Николаевна, патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем йышлă-и;
– Ял çыннисем çĕртен писменни, йăх-несĕлĕмĕрсен халалне асра тытни савăнтарать. Банкран укçа-тенкĕ илсе килти хушма хуçалăха аталантарас текенсен йышĕ ÿссех пырать. Республикăра – иккĕмĕш кăтарту. Пĕтĕмпе пĕр пине яхăн çынна 135 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Тивĕçнĕ укçапа тĕллевлĕ усă кураççĕ: выльăх-чĕрлĕх витисем çĕклеççĕ, техника, ăратлă выльăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем, вăрлăх, выльăх апачĕ, им-çам, минераллă удобренисем туянаççĕ. Уйрăмах Кĕçĕн Кипек, Калинино, Упнер ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пуçаруллă, вĕсем ыттисемпе танлаштарсан хушма хуçалăха аталантарма кивçен укçа ытларах илнĕ, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çине тимлĕрех пăхаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕ сĕт хакĕ йÿнелнипе питĕ кăмăлсăр ĕнтĕ. Чылай ял çыннишĕн выльăх-чĕрлĕх усрани тупăш илмелли тĕп çăлкуç-çке. Çапах вĕсем те кредита вăхăтра тавăрса параççĕ. Ырă улшăнусем пуласса чун-чĕререн шанаççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ нумаях пулмасть хамăр патра кăларнă автомашинăсене туянма ятарласа çăмăллăх кредичĕ уйăрма пуçларĕ, процент виçин иккĕ виççĕмĕш пайне патшалăх саплаштарма пулăшать. Банкпа тачă çыхăну тытни усăллă. Акă укçана упрама хунăшăн самаях пысăк процентсем тÿлетпĕр, çавна пула клиентсем пире шанаççĕ.
– Ял хуçалăх организацийĕсене те банкпа тачă çыхăну тытмасăр аталанма йывăр...
– Эпир район аграрийĕсем еннелле пулăшу аллине яланах тăсма хатĕр. Кăçал çурхи ĕçсене пурнăçлама 40 миллион тенкĕлĕх кредит уйăртăмăр. Раççей ял хуçалăх банкĕн кредичĕпе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Санары» агрофирма, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем тата ыттисем усă кураççĕ. Йĕпреç, Элĕк районĕсенчи хуçалăхсем те пирĕнпе тачă çыхăну тытаççĕ. Банк 2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе хатĕрленĕ пилĕкçуллăх программăна пурнăçлама пулăшать.
– Ирина Николаевна, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кĕçех шкултан вĕренсе тухĕç. Аслă пĕлÿ илес текенсене банк мĕнле пулăшу пама пултарать;
– Ашшĕ-амăшне савăнтарма васкатăп. Пирĕн банк Шупашкарти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине, И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне, кооператив институтне, çавăн пекех кооператив техникумне вĕренме кĕме кредит уйăрса парать, процент виçи пысăках мар. Каласа хăвармалла, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕнче ĕçлеме студентсене ял хуçалăх академийĕнче икĕ ушкăн хатĕрлеççĕ. Унта хамăр районтан виççĕн ăс пухаççĕ.
– Çĕртме уйăхĕнче Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕ агитчупу ирттермелле.
– Агитчупăва банк ял хуçалăх академийĕпе пĕрле йĕркелет. Унăн девизĕ – «Раççей ял хуçалăх банкĕн пулăшăвĕсем – ял çыннисем валли». Агитчупу çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вăрнар тата Кукеç поселокĕсенче, çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне хулинче иртет. Унта тĕрлĕ конкурссем пулаççĕ. Сăмахран, – «Раççей ял хуçалăх банкĕ çинчен такмаксене чи лайăх юрлаканĕ». Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем кĕтеççĕ.
– Ирина Николаевна, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ялта тăрăшакансене мĕн сунатăр;
– Çăкăр-тăвартан асли çук теççĕ. Çавăнпа та çĕр çинче вăй хураканăн ĕçĕ – чи пархатарли. Ял çыннисене ырлăх-сывлăх, нумай вăй-хăват сунатăп. Вĕсен ĕмĕт-тĕллевне, ырă пуçарăвне пурнăçа кĕртме яланах пулăшăпăр.
– Калаçушăн тавтапуç.