08 мая 2009 г.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, Мускавпа çыхăнса, Байконур космодромĕн ветеранĕпе, юлашки вунă çул хушшиче акционерсен «Северсталь» уçă обществинче эксплуатаци службин пуçлăхĕнче ĕçлекен Эрик Васильевич Васильевпа калаçрăм. «Байконур» кĕнеки тăрăх эсир ăна аван пĕлетĕр, кĕскен кăна «Северсталь» пирки каласа хăварам. ОАО «Северсталь» – Раççейри хурçă шăратакан чи хăватлă компанисенчен пĕри. Ку холдинга çĕршыври вун виçĕ регион чăмăртаннă. Унăн Пĕрлешÿллĕ Штатсенче, Италире металлурги предприятийĕсем пур. Пĕтĕмĕшле пуçĕнче – Череповецкри металлурги комбиначĕ. И.В.Сталин халалне сĕвĕртмен, ÿкермен, 54 çул чипер аталанса, хăватланса пырать.
– Хамăр ял ачи, Васильев полковник, Çĕнтерÿ праçникне мĕнле кĕтсе илет; – терĕм.
– 1991 çулхи октябрьте Байконуртан чĕнсе илсе Мускавра çĕнĕ должноçа лартнă хыççăн çулленех хам çуралса ÿснĕ Мăн Явăша килсе çÿретĕп. Çулталăкра иккĕ-виççĕ те пулкаланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, хальхинче те, малтан майăн 8-мĕшĕнче, Вăрнарти тăвансене кĕрсе куратăп. Унтан яла анне патне васкатăп. Программа анлă та çăтă. Тĕл пулусем ял администрацийĕнче, вăтам шкулта, вăрçă паттăрĕсене сума хывса лартнă палăк умĕнчи митингра иртмелле. Яланхиллех, çамрăк космонавтсен «Сириус» отрячĕпе калаçса-канашласа илĕпĕр. 2010 çулчченхи программăпа ачасем пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ тăватă категори тăрăх («ĕмĕтленекеннисем», «шыравçăсем», «мастерсем», «çăлтăрçăсем») зачетсем параççĕ.
– Эсир, Мускавра пурăнакан чăваш офицерĕсем, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăха пĕрлешнисем, пуринчен те ытла шкулсенче пулма тăрăшатăр...
– Ку хутра та çавна пăхнă. Майăн 7-мĕшĕнче Шупашкарти шкулсем тăрăх саланатпăр. Совет Çарĕпе халăхĕн çирĕммĕш ĕмĕрти тĕнчешĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнтерĕвĕ çинчен калаçăпăр. Çар училищисенче хамăр сĕннипе вĕренекенсем çинчен каласа кăтартăпăр. Офицера тухма хапăл тунисене шута илĕпĕр. Майăн 9-мĕшĕнче Шупашкарти парада хутшăнатпăр.
– Явăшсен таврашĕнче, сăнанă тăрăх, митинга тухакан халăх та юлмарĕ! Нимĕншĕн те пăшăрханман, пурне те манакан «ванюшкăсем» пулса юлмастпăр-и;
– Халь ĕнтĕ пирĕн ăстрăмри ăру та вăрçă паттăрĕсен икĕ-виçĕ ĕмĕрне пурăнать. Аттесен çулĕсенчи фронтовиксем вилсе пĕтрĕç. Хăш-пĕрин, тен, асăнмалăх тăванĕ те çук, пĕрне-тепĕрне, тен, çак самана манкуртланă; Тем тесен те, явăшсен чи маттур çыннисем, çав 226 салтак, пирĕн пурнăçшăн, çĕршыва сыхласа хăварассишĕн хăйсен кун-çулне татнă. Манма юрамасть!
– Иксĕмĕр хатĕрленĕ пĕр статьяра эпир «Çар пулсан Çĕршыв та пулĕ» тенĕччĕ...
– Арçын, çар ретĕнче-и вăл, запасра-и е отставкăра, Тăван çĕршывпа Çарĕн шăпи пирки пăшăрханса шутламасть пулсан, – вăл арçын та, çын та мар! Иртнĕ çулхи августри вăрçă пире хытах кисретсе илчĕ. Хÿтĕлевçĕ-союзник пирĕн мĕн пурĕ те пĕрре кăна иккен. Шухăшлама – пĕр-икĕ тĕслĕх: çапăçу пырать, 58-мĕш çар командующийĕ çыхăнăва тухма... журналистсенчен кĕсье телефонĕ тархасласа илет; «чи хăватлисем» тенĕ пирĕн çичĕ самолета «леш енчисем», Грузире американсем вĕрентнисем, тем туххăмра персе антараççĕ... «Реформăсем» тесе, çар çĕнĕ хĕç-пăшалсăр, аслă вĕренÿ заведенийĕсемсĕр, çар искусствин тути-масине пĕлекен офицерсемсĕр, прапорщиксемсĕр, мичмансемсĕр тăрса юлма пултарать. Академисен, училищĕсен, гарнизонсен территорийĕсене çурчĕ-йĕрĕпе пĕрле прихватизаторсем туртса илесшĕн...
Тÿрех калатăп, пирĕн «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕх йĕркесĕрлĕхпе килĕшсе тăрасшăн мар. Вăл миçе çул ĕнтĕ питĕ кирлĕ пысăк ĕç тăвать. Маттур вĕренекен пултаруллă яшсене çар училищисене кĕме хатĕрлетпĕр, вĕсемпе пĕрмай çыхăнса тăратпăр. Патриотла воспитани ĕçне генералсем, адмиралсем хутшăнаççĕ, курсантсем умĕнче лекцисем вулаççĕ. Юлашки çулсенче РФ Тинĕс-Çар флочĕн Тĕп штабĕн начальникĕн пĕрремĕш заместителĕ – В.Ильин вице-адмирал, Мускав Çар округĕн апат-çимĕç службин начальникĕ – В.Ильин полковник, «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх правленийĕн председателĕн заместителĕ – И.Николаев полковник, Çар инженерĕсен академийĕн кафедра заведующийĕ В.Архипов полковник Оборона министерствин академийĕнче, çар инженерĕсен академийĕнче, ФСБ пограничниксен институтĕнче, МВД университетĕнче ентеш-курсантсемпе тĕл пулу ирттерчĕç.
– Эсир Мускавра, Шупашкарта кăларса пыракан кĕнекесене патриотла воспитани учебникĕсем теме пулать. Вĕсемпе Чăваш ен шкулĕсенче, Мускаври училищĕсенче усă кураççĕ-мĕн.
– Наука ĕçĕсемсĕр пуçне çуллен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем: асилÿсем, шухăшсем» кĕнеке пичетлесе кăларатпăр. Хальхинче Вăрнара тăваттăмĕш сборнике илсе пыратăп. Пиллĕкмĕш те пичете хатĕр. Тăкаксем – пĕтĕмпех хамăртан. Ĕçлекен офицерсем меценатсем шутланаççĕ. Ывăлĕсене çар валли хатĕрлекен çемьесене пулăшатпăр, шефа илнĕ кил Вăрнар тăрăхĕнче те пур. Аслă Çĕнтерÿ уявĕсен ячĕпе сочиненисен конкурсĕсене йĕркелетпĕр, строевиксен ăмăртăвĕсене ирттеретпĕр. Чăваш ене халĕ хамăрăн ятлăх ялавпа килсе çÿретпĕр. Андриян Николаев космонавт ячĕпе асăну медалĕ туса хутăмăр. Пиллĕкмĕш çул Г.Н.Волков академик ячĕпе хисепленекен этнопедагогика фончĕ тĕнче шайĕнче ĕçлет. Унăн чыслă медалĕпе грамотине Вăрнар, Йĕпреç, Канаш енчи патриотсем тивĕçлĕ пулчĕç.
– Пĕр пуян та, пĕр олигарх та тăван шкула Сирĕн чухлĕ пулăшнине илтмен-ха...
– Юрĕ-çке... Вăрнарсене чунтанах Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламлас килет. Ветерансене салтакла çирĕп сывлăх сунатăп.