08 мая 2009 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн халăхăмăра кÿнĕ инкеке нимĕнле хÿхлевпе те сирме çук. Вăл миллионшар мирлĕ халăх пурнăçне вăхăтсăр татнипе, вăйпитти арçынсене вут-çулăмра çинипе, çемьесене тăлăха хăварнипе, хула-ялсене ишĕлчĕк айне тунипе историе кĕрсе юлчĕ.
Ялăн-ялăн, хулан-хулан кар тăнă совет çыннисем нимĕç эшкерĕсене хирĕç. Кивьял Нурăсран акă вăрçа 82-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 40-шĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Шел, таврăннисенчен те сывă юлнисем паян виççĕн кăна. Иккĕшĕ акă кÿршĕллех пурăнаççĕ.
– 64 çул иртрĕ, анчах та вăрçă тискерлĕхĕ ниепле те манăçа тухаймасть. Ав ыратакан урасем те çав çулсем çинчен час-часах аса илтереççĕ, – Надежда Дмитриевна урисене витнĕ ăшă тутăра типтерлесе майлать.
Калаçнă май сăн ÿкерчĕксене пăхатпăр. Çемьен темиçе ăрăвне сăнланисемпе акă вăрçă вăхăтĕнче тунă сăн ÿкерчĕкĕн реставрациленĕ кадрĕ тухрĕ. Оригиналĕ Чăваш Республикин Çар Мухтавĕн музейĕнче упранать. 8-мĕш çыхăну полкĕ. «Шел, çак хĕрсенчен нумайăшĕ сыввисен ретĕнче çук ĕнтĕ»,– куççульне шăлать ветеран, аса илÿ авăрне путнă май.
Надежда Дмитриевна Кондратьева – Ленинград хĕрĕ. 1941 çулта шăпах педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Анчах вăрçă унăн пĕтĕм ĕмĕтне татнă. Хулари мĕнпур çамрăка окопсем чавма илсе кайнă. Кĕçех Балтика тăрăхĕнчен салтаксем килме тытăннă, партизансен отрядне йĕркеленĕ. Августра Надежда Дмитриевнана та унта илнĕ. Çапла вун çиччĕри хĕр Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне лекнĕ. Çулталăкран икĕ урине те шăнтса госпитальте сипленнĕ.
Ку вăхăтра унăн ашшĕ-амăшне эвакуаципе Чăваш ене ăсатнă пулнă. Ашшĕ Калининăри çу завочĕн директорĕнче тимленĕ. Надежда Дмитриевна вĕсем çинчен справка бюровĕ урлă ыйтса пĕлнĕ. Сывлăхĕ хавшанăран хĕре вĕсем патне кайма ирĕк панă. Анчах та нумайлăха мар.
Уйăхранах, комисси тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн, ăна Шупашкарта йĕркеленнĕ 8-мĕш çыхăну полкне ăсатнă. Партизан отрядĕнче связистка пулнă май, кунта вăл морзе çинче кăна ĕçлемен, çамрăк хĕрсене те вĕрентсе хатĕрленĕ.
1943 çулта вĕсене Калинин хулине – 9-мĕш çыхăну полкне – куçарнă. Хыççăнах сержантсен отрядне 1-мĕш Украина фронтне илнĕ. Надежда Дмитриевна вăрçă вĕçленичченех Киевра вырнаçнă округ штабĕнче службăра тăнă. Пур хулапа та тÿрĕ çыхăнăва тухнă. Çĕнтерĕве кунтах кĕтсе илнĕ. «Эпир çĕнтернĕ!» Куççуль витĕр кашниех çак сăмахсене пăшăлтатать, савăнăçа ниçта чикеймесĕр пĕр-пĕрне ыталатпăр»,– паян пулнăн аса илет Н.Кондратьева.
Августра Чăваш ене килнĕ. Кивьял Нурăс каччипе, Андрей Кондратьев вăрçă инваличĕпе, çемье çавăрнă. Анчах çуралнă кĕтесе те манăçа кăларман. Вăрçă хыççăн кашни çулах унта пулнă. Паллах, хăй ÿснĕ Ленин районĕнчи хваттерне лекеймен вăл – ăна фашистсем тĕппипе аркатнă. Çапах та чи çывăх çыннисене – пиччĕшĕпе аппăшне (вĕсем те вăрçă участникĕсем) – курни уншăн темрен те паха пулнă. Шел, шăллĕ нимĕçсем хăваласа кайнă хыççăн таврăнайман, лагерьсенче вилнĕ. Тăванĕсем пурте – блокадниксем.
Ленинградра хăйне тивĕçнĕ хваттере аппăшне хăварса Надежда Дмитриевна Чăваш енре тĕпленнĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Пĕр вăхăт ача садĕнче, ача çуртĕнче ĕçленĕ. Ытларах – обществăлла апатлану тытăмĕнче. Малтан Калининăри, 20 çул ытла вара аш-какай комбиначĕн столовăйĕсен заведующийĕнче вăй хунă.
– Тавах, пире паян манмаççĕ. Кашни çулах Аслă Çĕнтерÿ уявĕн кĕрекине пуçтараççĕ. Аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕ вăрçă участникĕсем эпир, шел те, виççĕн кăна юлтăмăр. Май килнĕ таран пулăшаççĕ. Ю.Попов директор акă мунча тума рабочисене ячĕ, тавах ăна уншăн. Çулсеренех санаторире сипленетĕп, ачамсем куç пек упраççĕ, урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ мана, ват çынна; Çитес ăрусем кăна вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр...
Надежда Дмитриевнан кÿршине – Василий Григорьевич Сорокина та – вăрçăн чи тискер енĕсене, хăрушла тапхăрĕсене тÿсме тивнĕ. Анчах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе манмасăр, çавăн пекех тылра юлнă çывăх çыннисен ирĕклĕхĕшĕн вăл фашистсене хирĕç пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ.
Василий Григорьевича, уйăх каялла кăна вун саккăр тултарнăскере, вăрçа кайма 1942 çулхи августăн 24-мĕшĕнче ят тухнă. Шăпах çак кун çемьене ашшĕ вилни çинчен хура хут килнĕ. «Хамăр ялтан пĕр кунта Федор Семеновпа тухса кайрăмăр. Апай Калинино военкоматне çити лашапа ăсатса ячĕ»,– аса илет вăл.
Малтанах вĕсене Чулхула облаçне, мирлĕ вăхăтра çар хули пулнă Ташино поселокне (халĕ Первомайск хули), илсе çитернĕ. Шоферпа мотоциклист прависене панă хыççăн 5000-е яхăн çынран 200 ытларахăшне фронта илнĕ.
Чăн вăрçă нушине Курск пĕккинчи çапăçусенче курма тивнĕ. Кунти çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине Василий Григорьевич аван пĕлет. Пирĕн çарсем унта нимĕçсен чи вăйлă 30 дивизине тĕп тунă, вăл шутран 7-шĕ – танк дивизийĕсем.
Хыççăн мотоциклпа разведкăн 82-мĕш батальонĕпе Харьков облаçĕнчи Купянск хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Чăваш каччине Турри хытах сыхланă пулĕ – çар операцийĕнче сакăрçĕре яхăн салтакран саккăрăн кăна тăрса юлнă. Çĕнтерме хавхалантарса пыракан Ялава та тăшман вучĕ çунтарса янă. Вĕсене, сывă юлнисене, 259-мĕш стрелковăй дивизин 949-мĕш полкне куçарнă. Василий Григорьевича, вăрçă пуçланиччен колхозра трактористра тимленĕскере, хăй пек хурçă утсен ăстисемпе пĕрле экстреннăй майпа механик-водителе вĕренме янă. Хыççăн Çурçĕр Хĕвеланăç еннелле илсе кайнă. Хăйне шаннă Т–43 танкпа вăл чылай хаяр çапăçăва хутшăннă. Шел, Днепр шывĕ хĕрринчи черетлĕ çапăçу каллех çухатупа вĕçленнĕ. Экипажри пилĕк çынран иккĕн кăна тăрса юлнă. Вилĕм тĕкĕнеймен пулин те, Василий Григорьевичăн хăрах пĕççине снаряд ванчăкĕ лекнĕ. Уйри госпитальте уйăх сипленнĕ хыççăн Николаевка хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Апостолово хулинче В.Сорокина хăйĕн ентешне – Хăмăшри Матвей Федорова, артиллерист пулнăскере – курма тÿр килнĕ. «Енчен те яла таврăнаймасан, пĕтĕмпех каласа кăтарт», – пĕр-пĕрне сăмах парса уйрăлнă вĕсем.
Румыни, Югослави, Австри çĕрĕсенчи хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. «Вăрçă пĕтни çинчен Германи çĕрĕ çине пĕр 100 çухрăма яхăн кĕрсен пĕлтерчĕç»,– тет Василий Григорьевич.
Анчах тÿрех киле килме пÿрмен ăна. 23-мĕш танк корпусне вакунсем çине тиесе малтан Румыние илсе тухнă, хыççăн Болгари чиккине, грек оккупанчĕсенчен йĕркелĕхе сыхлама, илсе кайнă. «Кăнтăрла ту хушăкĕсенче канатпăр, каçхине – чикĕре. Перкелешетчĕç, анчах никама та амантман. Тĕрĕссипе, кунти служба вăрçă хыççăн курортри пекех туйăнчĕ», – аса илет вăрçă участникĕ.
Тăван килне Василий Григорьевич 1947 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче шăпах Мăнкун яшки тĕлне таврăннă. Канмасăрах Калининăри МТС-ра механикра тимленĕ. Кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Броневик» колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе тăватă ывăлпа виçĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Шел, пĕр ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Тăватă çул каялла арăмĕ те çĕре кĕнĕ.
Аптăрамасть-ха фронтовик, хуçалăх тытать, пахчара ĕçлет, хурт-хăмăрпа аппаланать. Пурăнма ăна ачисемпе мăнукĕсем те хавхалантарсах тăраççĕ.