08 мая 2009 г.
Вăхăт хăвăрт шăвать. Акă, Аслă Çĕнтерÿ кунне 64-мĕш хут паллă тăватпăр. Юнлă çапăçусене хутшăнса, тылра ĕçлесе Çĕнтерĕве туптанă çынсем паян поселокра та, ялсенче те сахаллăн юлчĕç. Çак 64 çул хушшинче темиçе çамрăк ăру çитĕнчĕ, «вăрçă ачисем» те ватăлчĕç.
Шел те, паян иккĕмĕш тĕнче вăрçи çинчен тĕрлĕрен калаçаççĕ, çамрăксене историе пăтратуллă вĕрентни те тĕл пулать. Теприсем хăйсен киревсĕр шухăшĕсене хаçат-журналпа радио-телевидени урлă пĕлтерме те вăтанмаççĕ. Анчах вăрçă çинчен, нимĕçсемпе совет халăхĕсем хушшинчи хирĕçтăрусем пирки тĕрĕс каласа пама, çухатусен сăлтавĕсене тишкерме вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем кăна пултараççĕ. Вилĕме хирĕç тăнисен, вăл вăхăтри йывăрлăхсене чăтнă хĕрарăмсемпе ачасен паттăрлăхне фашизма çĕнтернĕ Совет Союзне чунтан курайманнисем кăна хура сăрăпа сăрлама, тикĕтпе варалама хăяççĕ.
Акă, Кивьял Хапăсра пурăннă Петр Павлович Павлов пĕррехинче каласа панине аса илетĕп: «Брянск тăрăхĕнче каялла чакса пыракан нимĕçсем, Совет çарне тавăрас тесе, ял çыннисене пурне те пухса шурлăхлă вырăна илсе кайнă, ирсĕрле персе вĕлернĕ. Эпир çитнĕ çĕре тавралла вилесем выртаççĕ. Сасартăк темскер йăшăлтатнă пек туйăнса кайрĕ – пĕр виççĕри хĕрача иккен. Ăна йăтса кăлартăмăр, юнран çуса тасатрăмăр та хăвăртрах санбата леçрĕмĕр. Паянхи кун çак хĕрача таçта пурăнать ĕнтĕ, хăйне çăлакансене те аса илетех пулĕ...»
Мăньял Хапăсри Федор Тимофеевич Федоров, фронтран аманса таврăннăскер, колхозра бухгалтерта ĕçлетчĕ. Салтака кайиччен ревизи комиссийĕн членĕ пулса унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕччĕ мана. Шăпа çапла килсе тухнăшăн ÿпкелешнине нихăçан та илтмен унран, «эпĕ – фронтовик, урасăр!» тесе те хăйне валли ырлăх ыйтман. Яланах шутласа калаçатчĕ, ăста купăсçăччĕ. Вăл купăсне тăсса ярсан таврара илемлĕрех пек туйăнатчĕ. Тата ăста столярччĕ. Ăна пурăннă чух патшалăх мотоколяскăпа тивĕçтеретчĕ, анчах хальхи пек пысăк пенси илсе, «Жигулипе» чупса курмасăрах пурнăçран уйрăлчĕ.
Ман асаттен тăван пиччĕшĕ – Семен Гаврилович Кожанов – фронтран таврăнни те асрах. Яла килсе çитнĕ-çитмен вырăнти колхоза ура çине тăратма пикенчĕ. Çапла хĕрÿ чĕреллĕ çынсем пулнă – вĕсене нимле тăшман та парăнтарайман. Тĕрлĕ халăха ирĕке кăларнă, фашистсене парăнтарнă, Çĕнтерÿпе таврăннă, каярахпа юхăннă ял-хуласене ура çине тăратнă, çапах та нихçан та фронтри паттăрлăхĕ çинчен пурте илтмелле кăшкăрман, орден-медалĕсемпе мухтанман. Вĕсем – таса чун-чĕреллĕ, ĕçчен, чăн-чăн патриотсем.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тĕрĕслев пулчĕ теме те юрать. Пирĕн халăх ку тĕрĕслев витĕр чыслăн тухрĕ, Тăван çĕршыва вĕçĕ-хĕррисĕр юратнине çирĕплетрĕ, ирĕклĕхпе мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе хăюлăх кăтартрĕ. Анчах хăшĕ-пĕрисем, политика амбицийĕсене пытараймасăр, çакна ăнланасшăн мар. Паян хăш-пĕр тивĕçлĕ мар çынсем погонсем çакса çÿрени те пăшăрхантарать мана.