08 мая 2009 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитрĕ. Çуркаланчăк çĕрсем çинче тыр-пул кашлама тытăнчĕ, вăрмансем чĕрĕлчĕç, ишĕлчĕксенчен çутă хуласемпе ялсем çĕкленсе ларчĕç, мирлĕ вăхăтра пĕр ăру кăна мар çуралчĕ. Çак калама çук пысăк пулăм халăх асĕнче, юрă-кĕвĕре, сăвăсенче, мраморпа сăрăсем çинче ĕмĕрлĕхе юлĕ. Искусство произведенийĕсем кăмăл-туйăма вăратакан вăйĕпе иртнĕ кунсене чĕртме, халь пулнăн кăтартма пултараççĕ. Паян çав аякри тискер çулсенчи юрăсем чунсене пăлхатса янăраççĕ...
Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕпе Лия ЧЕРНОВАПА шăпах Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» халăх пултарулăх фестивалĕ пирки калаçăпăр.
– Кăçал Чăваш ен Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» халăх пултарулăх фестивалĕн центрĕ пулса тăрĕ-и;
– Çĕршывăн мĕнпур регионĕнче çак фестивале халалласа тĕрлĕ енлĕ творчество мероприятийĕсем сарăлчĕç. Вăл пĕлтĕр Волгоград хулинче старт илчĕ. Иртнĕ çул Чулхулара иртнĕ çакнашкал фестивальте пирĕн республикăри творчество делегацийĕн «Салтак – яланах салтак» программине Атăлçи федераци округĕнче чи лайăххи тесе палăртрĕç. Концерт программипе эпир çавăн пекех Мускавра – РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Культура центрĕнче, Мускав çар округĕн çар чаçĕсенче, çар академийĕсенче – концерт номерĕсем кăтартрăмăр.
Фестиваль çĕршывăн мĕнпур хулине çаврăнать, Шупашкара октябрьте çитет. Пирĕн республика Пушкăртстан, Мордови, Тутарстан, Удмурти Республикисенчен, Пермь крайĕнчен, Ульяновск, Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар облаçĕсенчен хăнасене йышăнĕ. Чи пултаруллă коллективсем 2010 çулта Мускавра Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприятисене хутшăнĕç.
–Республикăра «Çĕнтерÿ салючĕ» фестиваль йĕркипе мĕнле мероприятисем иртеççĕ;
– Чăваш енре çак ятпах халăх пултарулăхĕн республикăри фестивалĕ иртет. Вăл патриотизмла конкурссемпе фестивальсене пĕрлештерет, çав шутра – «Çак çурхи куна манма çук» ветерансен пултарулăх, «Килтен тухрăм – пуçа тайрăм...» вăрçă вăхăтĕнчи юрăсен, театр тата драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ», хореографи коллективĕсен «Ташша яра пар!», ачасен «Черчен чечексем» конкурсĕсем, «Кĕмĕл труба фанфарĕсем», «Пĕчĕк çеç путене» фестивальсем, патриотизм клубĕсемпе пĕрлешĕвĕсен «Çĕнтерÿçĕ çуркунне» смотрĕ, ал ĕçĕсен тата ÿкерчĕксен «Çĕнтерÿ символĕ» курав-конкурс. Хăш-пĕр фестивальсем йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, теприсене пуçласа ирттеретпĕр. Анчах вĕсем пурте çав çулсен чапне çĕклеççĕ.
– Чăвашсен салтака, вăрçа ăсатассипе çыхăннă йăлисем сыхланса юлнă-и;
– Паян историе çĕнетсе çырма хăтланаççĕ пулин те, асăну, йăх, çемье ăнлавсене пурпĕр манăçа кăлармаççĕ. Юрăсем, йăласем урлă чи хакли, сăвапли ăрусем хыççăн ăрăва куçать. Шел, иртнĕ çулхи юрăсем вĕсене юрлакансемпе пĕрлех куç умĕнчех çухалса пыраççĕ. Палах, вăрçă ачисем вĕсене лайăх астăваççĕ. Пирĕн çак хаклăха килес ăрусем валли сыхласа хăвармалла.
Çак тĕллевпе эпир кăçал пуçласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи юрăсен «Алăкран тухрăм – пуçа тайрăм...» конкурс-фестиваль йĕркелерĕмĕр. Творчество коллективĕсем, вăл шутра – студентсемпе ачасем те, унта хаваспах хутшăнчĕç. Рекрутсен, тăлăх салтак арăмĕсен, тăлăх ачасен юррисем янăрарĕç, салтака ăсатнине кăтартса пачĕç.
Творчество коллективĕсен ертÿçисем чăваш тумĕсене пуçтарассипе тата реставрацилессипе, вырăнти йăласене тата фольклор ташшисене чĕртессипе пысăк ĕç пурнăçларĕç. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта фестивалĕн гала-концертне хутшăнакан коллективсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ иртмелле, унта режиссурăна тата Республика кунĕнче иртекен театрализациленĕ представление хутшăнассине пăхса тухĕç. Çавăн пекех фестиваль «иккĕмĕш» пурнăç парнеленĕ юрăсен пуххине кăларма палăртатпăр.
– Фестивале ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнаççĕ-и;
– Сцена çинче амăшĕсемпе пĕрле ачисем те тухнине, ăрусем хушшинчи çыхăну пуррине курма кăмăллă. Çакна «Килтен тухрăм – пуçа тайрăм» фестиваль аван кăтартса пачĕ. Çĕнтерÿ юбилейĕ тĕлне тем тĕрлĕ акцисем ирттерме палăртнă, фольклор уявĕсем, хор, ташă тата театр фестивалĕсем, çарпа истори клубĕсен выступленийĕсем.
Хореографи ăстисен республикăри «Ташша яра пар!» фестиваль-конкурсĕ пин ытла çамрăк ташăçа пĕрлештерчĕ. Вĕсем халăх, бал, классика тата паянхи вăхăтри ташăсене кăтартаççĕ. Çакă пĕтĕмпех республикăри хальхи ăрăвăн чăн таланчĕсем пирки калать.
Фестиваль вăхăтĕнче участниксем кăтартнă ăс-тăн, пултарулăх пирĕн хыççăн тивĕçлĕ творчество ăрăвĕ юлас шанăç парать. Ку вăл хăйнеевĕрлĕ патриотизм туйăмне вăратакан акци, унта çемьесемпех хутшăнаççĕ.
Районсенчи культура çурчĕсен пултарулăх ушкăнĕсем кăсăклă программăсемпе паллаштараççĕ. Нумайăшĕнче çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парассипе чăнахах тимлесе ĕçлеççĕ.
Республика фестивалĕсен чи пултаруллă участникĕсем Республика кунĕнче гала-концерта хутшăнĕç. Халĕ вара ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен, театр тата драма коллективĕсен республикăри фестивалĕсен пирвайхи тапхăрĕсем пыраççĕ.
Конкурс-фестивальсене хутшăнакансем «Çĕнтерÿ салючĕ» хăюлăха, паттăрлăха тата пирĕн халăхăн мухтавне палăртакан символ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та ветерансене, çĕршывăн культура анинче тимлекен мĕнпур ĕçчене чăннипех те аслă уявпа – Çĕнтерÿ кунĕпе – саламласа Раççей мăнаçлăхĕшĕн тăрăшма ырлăх-сывлăх, телей тата тăнăçлăх сунас килет.