Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă кунĕсем асран тухмаççĕ

08 мая 2009 г.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе мĕн пур вăйран кĕрешнĕ паттăрсене сума сăвасси – кашнин таса тивĕçĕ. «Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтаксем умĕнче çĕре çити пуç таятăп. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă чух вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемен. Шел те, çĕнтерÿçĕ-салтаксен йышĕ çултан çул чакса пырать. Акă 2002 çулта Упнер ял тăрăхĕнче вăрçă участникĕсем аллă иккĕн пулнă, хальхи вăхăтра улттăн кăна юлнă, – пĕлтерчĕ Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Анатольевич Арбузов.

Вăрçа хутшăннисен хăюлăхĕ, харсăрлăхĕ иксĕлми пулнă. Унсăрăн фашистсен чуралăхне кĕрсе ÿкеттĕмĕр. «Пирĕн ăру хĕрÿ ĕçре пиçĕхнĕ, атте-анне, шкул патриотизм туйăмне мĕн ачаран аталантарса пынă», – каласа парать Упнер ялĕнчи Антон Григорьевич Григорьев вăрçă участникĕ.

Антон Григорьевич 1926 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Григорий Максимовичпа Домна Игнатьевна ултă ачине çирĕп тытнă, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Ыр çын пуласси ачаран паллă теççĕ. Пĕчĕк Антун çитĕннисемпе тан тыр-пул вырнă, хăй ывăннине нихăçан та каламан та, нăйкăшман та. Килте выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран шкултан килсенех картишне васканă. Пиччĕшĕ йăмăкĕсемпе шăллĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Маттур ача пĕлÿ çуртĕнче тăрăшса вĕреннĕ, уйрăмах физика, истори предмечĕсене юратнă.

Яш каччă Упнерте çичĕ класс пĕтерсен Вăрнарти зооветеринари техникумне вĕренме кĕрет, агроном пулма ĕмĕтленет. Анчах та иккĕмĕш курсра ăс-тăн пухнă чух вун çичче кайнă çамрăка Хĕрлĕ Çар ретне тăма повестка тыттараççĕ. Ун чух самана йĕп çинчи пек пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă. Пулас салтаксене малтан çар ĕçне Салука вăрманĕнче хăнăхтарнă, ăсталăха вĕрентнĕ. 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче яш-кĕрĕме районти çар комиссариачĕ умне пухаççĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Сергей Ксенофонтович Коротков çамрăксене Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн тăшмансемпе паттăррăн çапăçма хушнă. Салтака каякансен колоннисем вырăнтан тапрансан Антун вăрçăран таврăнакан куккăшне – Василий Степанович Степанова – курах каять. «Юратнă куккана ыталаса илтĕм. Анчах костыль пуррине асăрхасан чун хурланса, хĕрхенÿ туйăмĕ капланса килчĕ», – куççуль витĕр калаçать ветеран.

Ватă салтак пурнăç ÿкерчĕкĕсене чĕререн тухакан сăмахсемпе сăнласа парать. Вăрçа ăсатнă чух амăшĕ татăлса йĕни те Антон Григорьевич асĕнчен тухмасть. Ара Домна Игнатьевнăн мăшăрĕ те юнлă çапăçу хирĕнче пуçне хунă-çке, ывăлĕ çакнашкал шăпаллă пуласран хытах хăранă.

Антон Григорьев Хабаровск хулине лекет. Çара пынă ытти çамрăк пекех Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тупа тăвать. Инженери çарĕн 47-мĕш бригадинче Мăньял Хапăсри Василий Барановпа, Григорий Волковпа тата Александр Жидковпа службăра пĕрле тăрать.

1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче совет халăхĕ Çĕнтерÿ кунне паллă тусан та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленмен. Инçет Хĕвелтухăç чиккисенче çав-çавах лăпкă мар – Маньчжури çĕрĕнче яппун оккупанчĕсем алхаснă. «Август уйăхĕн 8-мĕшĕнче Японие хирĕç вăрçă пуçланчĕ, – аса илет фронтовик. – Эпир пĕр харăс тăрса Китай халăхне пусмăртан çăлма çапăçăва ыткăнтăмăр... Вăрçă кунĕсем асран тухмаççĕ».

Антон Григорьев 2-мĕш Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче хăюллăн çапăçать. Хăйĕн пурнăçне парса Совет Çарĕн салтакĕсене сиен кÿрекен японецсене те Упнер каччи курнă. Телее, усал ĕç тăвиччен вĕсене тĕп тума ĕлкĕрнĕ. Тип çĕр çинче те, шывра та яппун оккупанчĕсемпе çапăçма тивет харсăр салтакăн. Çапах тăшман гранатин ванчăкĕ качча амантать. Вăл Хабаровск хулинчи 301-мĕш госпитальте сипленет. Хĕрлĕ Çар Китайăн Çурçĕр Хĕвелтухăç пайне, Çурçĕр Корейăна, Кăнтăр Сахалина, Курил утравĕсене ирĕке кăларсан Антон Григорьев тăнăç пурнăç паян-ыран çитессе ĕмĕтленме пуçлать. 1945 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче тăшман çарĕсем капитуляци тунă.

Вăрçă хыççăн чăваш каччи Сахалин облаçĕнчех механика вĕренсе тухать. Ăста специалиста ĕçпе те тивĕçтереççĕ. Анчах тăван ен чĕнĕвĕ кунран кун ытларах илĕртме пуçлать. Çĕнтерÿçĕ-салтак 1950 çулта Упнер ялне таврăнать. Вăрнарти тĕрлĕ организацисенче шоферта вăй хурать. Химзаводра вара 36 çул тăрăшать. Антон Григорьевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 40 çула яхăн.

Мăшăрĕпе Елизавета Петровнăпа тăватă хĕр – Галя, Тамара, Надя, Валя – çуратса вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Инкек куçа курăнса килмест. Юратнă çынни çут тĕнчерен уйрăлнăранпа вăхăт чылай иртнĕ пулсан та Антон Григорьевич пĕрех мăшăрне аса илет. Ветеран хăйне пĕччен пурăнатăп тесе шутламасть. «Килте – виçĕ арçын: эпĕ, йытă тата автан», – шÿтлет ватă çын. Хĕрĕсем те хăйсен çемйисемпе тăтăшах килсе пулăшаççĕ. Акă вĕсем анкартинче çĕр улми хăвăртах лартса панăшăн Антон Григорьевич çав тери хĕпĕртенине пĕлтерчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика