Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ФРОНТОВИКСЕМ – ЙĔКĔРЕШ ТĂВАНСЕМ

08 мая 2009 г.

ФРОНТОВИКСЕМ – ЙĔКĔРЕШ ТĂВАНСЕМ

Район чиккинче вырнаçнă Хурапыр Юнтапа ялĕнче тĕлĕнмелле çынсем – Марк Германовичпа Нестер Германович Германовсем – пурăнаççĕ. Вĕсем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă йĕкĕреш тăвансем. Паянхи куна илес-тĕк, Германовсем пек чĕрĕ-сывă пурăнакан фронтовиксем – йĕкĕреш тăвансем – республикипе те урăх çук пуль.

Марк Германовичпа Нестер Германович 1923 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Йĕкĕрешсем, фронтра пулнисĕр пуçне, тăван ялтан ниçта та кайман, ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн мухтавлă йĕкĕреш тăвансем патĕнче пулма тÿр килчĕ. Марк Германовичпа Нестер Германович кÿршĕллĕ урамсенче пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те илемлĕ çурт çавăрнă.

– Хальлĕхе аптрамастăп-ха, – терĕ Нестер Германович, хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарнă май, – çулталăка яхăн каялла Марка инсульт кăшт хавшатса хăварчĕ те, япăхрах калаçма тытăнчĕ. Эпĕ çиччĕмĕш çул ĕнтĕ пĕчченех пурăнатăп, мăшăрăм, Галина Михайловна,чире пула иртерех кайрĕ. Толя ывăлăм кашни канмалли кунах Вăрнартан пулăшма килсе çÿрет. Лида хĕрĕм Мускавра.

Марк Германовича халĕ хĕрĕ – Нина – пăхса пурăнать. Мăшăрне, чирпе аптракан Фаина Федоровнăна, тепĕр хĕрĕ, Ольга, Шупашкара илсе кайнă. Марк Германович йывăррăн калаçать.

– Марка вăрçă нушине ытларах астивме лекнĕ, – калаçăва хутшăнать Нестер Германович, – çавна пулах сывлăхĕ те хавшарĕ. Вăл анăçра çапăçнă, вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн пулнă. Мана, акă, шăпа Инçет Хĕвелтухăçне илсе çитерчĕ, яппунсемпе уйăха яхăн пынă вăрçа хутшăнма тÿр килчĕ.

Нестера фронта пĕрремĕш илнĕ. «Эпĕ килтен 1942 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче тухса кайрăм та тепĕр пилĕк çултан шăпах çав кун тăван яла çаврăнса çитрĕм», – аса илет Нестер Германович. Вăл Лăпкă океан фрончĕн 35-мĕш армийĕн стрелоксен саппасри 1408-мĕш полкне лекнĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче Япони кирек хăш самантра та Совет Союзне тапăнса кĕме хатĕр пулнине кура пирĕн кунта миллионшар çынран тăракан çарсем тытма тивнĕ. Уссури шывĕ хĕрринче, Лазо станцийĕ çывăхĕнче, çÿллĕ сопкăсем çинче Нестер виçĕ çул ирттернĕ. Юханшыв тепĕр енче – яппун самурайĕсем. 1945 çулхи августра, союзниксемпе малтанах калаçса татăлнă тăрăх, пирĕн çĕршыв Японие хирĕç вăрçă пуçланă, Квантун çарне кĕске вăхăтра тĕпĕпех çапса аркатнă. Маньчжурири хаяр çапăçусенче Хурапыр Юнтапа каччи Нестер Германов та палăрнă.

– Мана Нестер хыççăн тепĕр уйăхран, май уйăхĕн 1-мĕшĕнче, илсе кайрĕç, – пĕлтерет Марк Германович, – атте лашапа Çĕрпÿне леçсе ячĕ. Каялла та Нестертан пĕр уйăх маларах таврăнтăм. Иксĕмĕр те пурăнатпăр-ха.

Марк Германов, ветеринара вĕреннĕскер, малтан Красноармейски тăрăхĕнчи Янкасра ĕçленĕ. Вăрçă тухнă вăхăтра Çавалкасра ветеринарта тимленĕ. Каярахпа, тăшман Мускав патнех çитсен, Марк та танксенчен хÿтĕленмелли траншейăсем чавнă çĕрте тар тăкнă. 1941 çулхи 35-40 градуслă шартлама сивве ваттисем лайăх астăваççĕ. Хĕрарăмсемпе çамрăксем траншейăсем чавнă чухне еплерех нуша курни нихăçан та манăçмасть.

Темиçе уйăх çар ĕçне хăнăхтарнă хыççăн Марк Германов Калуга çывăхне лекнĕ. Нимĕç танкĕсене пĕтерекен ротăра чăваш каччи хăюлăхĕпе тата тавçăрулăхĕпе палăрнă. Çирĕп вăй-халлăскерне командирсем разведчиксен ротине куçарнă. Кунта та Марк Германов ята яман. Чи яваплă заданисене каякан йыша яланах ăна кĕртнĕ. Тăшман тылне çĕршер хут çÿренĕ вăл виçĕ çул хушшинче. Вăрçăра пулнисем лайăх пĕлеççĕ: саперпа разведчик ĕçĕ чи йывăрри, чи хăрушши – вилĕм юнашарах çÿрет. М.Германов та чылай юлташне çухатнă. Ку Белорусси çĕрĕ çинче пулнă. Пĕррехинче, тăваттăн разведкăна кайсан, каялла пĕчченех таврăнма лекнĕ. Нимĕçсем хăйсен офицерĕ йĕп пек çухалнине сиснĕ те асар-писер вут-çулăм тăкма тытăннă. «Ăнăçмарĕ пире çав кун, – аса илет Марк Германович, – юлташсем виççĕшĕ те вилмеллех аманчĕç. Тĕлĕнмелле, анчах эпир фрицпа пĕр сурансăр-шăйрăксăр тухрăмăр çав тамăкран». Çакăн хыççăн М.Германов разведчик кăкăрĕ çинче «Хăюлăхшăн» медаль ялкăшма тытăннă.

Польша çĕрĕ çинчи хаяр çапăçусене те манаймасть М.Германов. Хĕвеланăç Пруссири Теллау хули çывăхĕнче Хурапыр Юнтапа каччи уйрăмах палăрнă. Вăл нимĕçсен аслă офицерне сĕтерсе таврăннă. Хайхи «чĕлхе» çав тери хаклă пулнă иккен пирĕн командованишĕн. Çак паттăрлăхшăн Марк Германов 3-мĕш степень Мухтав орденне тивĕçнĕ.

М.Германов Берлиншăн пынă вилĕмле çапăçусене те хутшăннă, яланхи пекех паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Анчах вăл ун чухне хăйне 2-мĕш степень Мухтав орденĕпе чысланине пĕлеймен. Пысăк награда ăна виçĕ çултан тин тăван ялĕнче, туй туса мăшăрланнă хыççăн, шыраса тупнă.

Сăмах май каласан, Хурапыр Юнтапара Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Александр Андреевич Парминов çуралнă.

– Пирĕн аттепе анне – Герман Родионовпа Анна Ефремова – пилĕк ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, – тет Нестер Германович. – Тăваттăн вăрçа хутшăнтăмăр. Чи асли, Афанасий, халĕ те хыпарсăр çухалнисен шутĕнче. Петр шăллăм фронтран чĕрĕ-сывах таврăнчĕ, шел, пурнăçран пирĕнтен иртерех уйрăлса кайрĕ. Чи кĕçĕнни, Александр та, вăрçă умĕн çуралнăскер, çар çынни пулса тăчĕ, подполковника çитрĕ. Вăл та темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, йĕкĕреш тăвансем колхозра вăй хунă. Марк Германовича илес-тĕк, вăл тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та чылай çул ветеринарта ĕçленĕ. Иртнĕ çулчченех, сывлăхĕ хавшиччен, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ чирлесе ÿксен ял çыннисем пулăшу ыйтса яланах ун патне пынă. Пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшнă. Çавăнпах Марк Германович ял йышра пысăк хисепре. Мăшăрĕпе, Фаина Федоровнăпа, ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем – Славик, Нина, Надя тата Оля – пурте аслă пĕлÿ илнĕ.

Çар хĕсметĕнчен таврăннă Нестер Германовича Хурапыр Юнтапари «КИМ» колхозăн гидроэлектростанцийĕн заведующине лартнă. Кайран пĕрлешсе пысăкланнă «Гвардеец» хуçалăхра пĕр улшăнмасăр электрикра тата энергетикра тимленĕ.

Йĕкĕреш тăвансем мирлĕ ĕçре те фронтри пекех маттур пулнă, ят-сум çĕнсе илнĕ.

– Çĕнтерÿ кунне 64-мĕш хут çапла пĕрле кĕтсе илме пÿрнишĕн шăпана тав тумалла ĕнтĕ пирĕн, – терĕç Марк Германовичпа Нестер Германович.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика