05 мая 2009 г.
Шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ эрне вĕçĕнче ăмăртăва çăмăл атлетсем тухнă. Пĕтĕмпе 400-е яхăн.
Чупуçăсен трасси кăçал ял хуçалăх техникумĕн стадионĕнче выртнă. Шкул ачисем 100, 200, 400, 800, 1500 тата 3000 метрлă дистанцире, хăвăрт утассипе, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикессипе, йĕтре тĕкессипе тупăшнă.
Икĕ кунхи ăмăртусенче çăмăл атлет лидерĕсем çак ачасем пулнă: чи маттур спринтерсем – Вăрнарти 1-мĕш шкулти Максим Федоров тата Ярмушкари Зоя Иванова. Вĕсемех – 200 метрлă дистанци çĕнтерÿçисем те.
400 метра Аçăмçырминчи Вероника Матвеева, Калининăри Алексей Блинов, 800 метра Кульцаври Анжела Антонова, Вăрнарти 1-мĕш шкулти Николай Семенов пуринчен малтан чупса тухнă. 1500 метрлă дистанцире чи хăвăртти – Аçăмçырминчи Анастасия Чернова, 3000 метрта – Ярмушкари Алина Сергеева тата Хапăсри Геннадий Арбузов.
Çÿллĕшне сикессипе Кульцаври Александр Михайлов тата Аçăмçырминчи Ольга Иванова район чемпионĕсем пулса тăнă, тăршшĕне пуринчен ытларах сикекенсем – Ярмушкари Татьяна Алексеева, Çĕрпелти Василий Мышкин.
Районти ăмăртусен программине кĕрсе пыракан çĕнĕ тĕсре – хăвăрт утассипе – Калининăри шкулта вĕренекен Александр Ефимов (3 км) тата Аçăмçырминчи Настя Чернова (2 км) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.
Йĕтре тĕксе Калининăри Валерия Белова тата Алексей Трофимов мала тухнă.
Пĕтĕмĕшле зачетпа командăсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем – Калинино, Ярмушка тата Аçăмçырми шкулĕсем.