05 мая 2009 г.
Культурăпа кану учрежденийĕсен паянхи модулĕсене тишкернĕ май, Чăваш Республикинчи Халăх пултарулăх çурчĕн муниципаллă методика службисен пайĕн ертÿçи Надежда Кондратьева Вăрнар районĕнчи культура ĕçченĕсен япăх мар ĕçне палăртнă. «Куçса çÿрекен клуб академийĕ» республикăри конкурсра акă вăрнарсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн специалисчĕн Гузелия Харитонован çемье пултарулăхĕн территорийĕн «Алăпа тунă илем» проекчĕ чи пысăк хака тивĕçнĕ.
Апрель вĕçĕнче районти культурăпа кану центрĕнче иртнĕ семинар-канашлура культура сферине хумхантаракан чылай ыйтăва пăхса тухнă, вăл шутра – культура ĕçченĕсен профессионализмне ÿстересси, культура учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарасси, кану мероприятийĕсене халăха ытларах явăçтарасси тата ыт.те. Пĕрлехи канашлăва Элĕк районĕнчи культура ĕçченĕсем те хутшăннă.
Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Прокопьев тытăм аталанăвне пысăк тÿпе хывакансене Чăваш ен Культура министерствин, район администрацийĕн тата социаллă аталану пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Пухăннисем Г.Харитонован проекчĕпе паллашнă. Культурăпа кану центрĕн методика кабинечĕн ертÿçи Марина Самарова ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçленин тупсăмне уçса панă. Центрта йĕркеленĕ документсен электронлă бази вĕçĕмех çĕнелсе пырать. Кăтартуллă ĕçлекен клубсем паха опычĕпе ыттисене паллаштарсах тăраççĕ, культура ĕçченĕсем мастер-классенче ăсталăха ÿстереççĕ. Анкетировани тата ыйтăм формисене ĕçе кĕртме тытăннă.
Центр директорĕ Инна Шашкова уяв программисене театрализацилес ĕçри çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă.
Семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пайĕнче Элĕк тата Вăрнар районĕсен культура ĕçченĕсем «Культура миссисĕ тата мистерĕ–2009» конкурсра тупăшнă. Унта хăнасем – Светлана Соколовапа Юрий Андреев – çĕнтернĕ. Вăрнарсем те – Галина Егоровапа Петр Давыдов (культурăпа кану центрĕ), Надежда Терентьевапа Владимир Димитриев (Çăлкас Кăкшăм) – дипломсене тивĕçнĕ.