Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перекет укçи Прагăна çитерчĕ

05 мая 2009 г.

Пĕлтĕрхи октябрьте пенси илме тесе Раççей Перекет банкĕн Вăрнарти офисне кайнăччĕ. Кунта ĕçлекенсем мана банк ирттерекен акцие хутшăнма сĕнчĕç – Прагăна кайса курма туризм путевки выляса илме май пур иккен. Эпĕ килĕшрĕм. Каярахпа Раççей Перекет банкĕ ырă хыпарпа савăнтарчĕ: эпĕ те телейлисен шутне лекнĕ, Чехи тĕп хулине иккĕн пĕр эрнелĕхе кайма тÿлевсĕр путевка хуçи пулса тăнă.

Туризм çулçÿревне манпа пĕрле пыма ывăлпа пĕр класра вĕреннĕ Валентина Петровна Троицкая (Тихонова), шкулта вуншар çул ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентнĕскер, хаваспах килĕшрĕ. Инçе çула тухма тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнче Мускава тухса кайрăмăр. Тепĕр кунне Шереметьево-2 аэропортран пирĕн самолет Прагăна çул тытрĕ. Туристсен йышĕнче Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ вырăнта пурăнакан 40 çын. Икĕ сехет çурăран Прагăна вĕçсе çитрĕмĕр. Виçĕ çăлтăрлă «Ибис» отеле вырнаçтарчĕç. Февралĕн 3-мĕшĕнче Валентина Петровнăпа кантăмăр, хăшпĕрисем хушма тÿлевпе Австри тĕп хулине – Венăна – çитсе килчĕç.

Юнкун эпир, туристсем, хамăрăн гидпа Еленăпа Вацлав площадĕнче тĕл пултăмăр. Отельтен хамăрах çитрĕмĕр. Чăн та, хула çыннисем те, полицейскисем те тĕрĕс кайма ырă кăмăллăн пулăшрĕç. Паллах, Валентина Петровна акăлчанла пĕлни те ытлашши пулмарĕ.

Пире автобуспа Карловы Вары хулине илсе кайрĕç. Çула май Крушевицери тĕнчипе чап илнĕ сăра заводне кĕрсе тухрăмăр. Карловы Вары – Чехири паллă курорт, Европăри чи хитре хуласенчен пĕри. Вăл тусем çинче ларать. Çулла çав тери илемлĕ иккен. Хула асамлă архитектурăпа тата сиплĕ ăшă çăлкуçсемпе чапа тухнă. Эпир хамăра темиçе ĕмĕр каяллахи тапхăрта пулса курнăн туйрăмăр. Сăмахран, хĕрлĕ çивитиллĕ пÿрте курса килентĕмĕр – хăй вăхăтĕнче кунта Пĕрремĕш Петĕр патша каннă-мĕн. Раççейри паянхи пуянсен куçман пурлăхне те кăтартрĕç. Калăпăр, паллă кинорежиссер Никита Михалков туяннă отель питĕ тĕлĕнтерчĕ.

Февралĕн 6-мĕшĕнче тăватă сехете пынă çуран экскурси вăхăтĕнче Прагăпа паллашрăмăр. Градчаны районне пĕтĕмпех утса тухрăмăр, Страгов мăнастирне çитсе куртăмăр, Лоретаны тата Градчаны площачĕсенче, Король керменĕнче, Святой Вит храмĕнче пултăмăр. Шăп кăнтăрла Король керменĕнче караул улшăннине сăнарăмăр. Чехи президенчĕн керменĕ умĕпе иртрĕмĕр, унпа юнашарти çуртсем, готика тата барокко стилĕпе тунăскерсем, илемлĕхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Пĕр площадьре çын кĕлеткисемлĕ палăк – «мур юпи» – куртăмăр. Ăна мур чирĕпе вилнисене асăнса лартнă. Прагăра çакăн пек тăватă палăк.

Улттăмĕш кун çуран экскурси вăхăтĕнче Прагăн кивĕ пайĕпе паллашрăмăр. Елена гид пире малтанах Влтава юханшывĕ хĕррине илсе кайрĕ. Çак юханшыв хĕлле те шăнмасть, кунта кăвакалсемпе шурă акăшсем ишсе çÿреççĕ. Унтан Карл кĕперĕ урлă каçрăмăр. Вăл – Влтава урлă хывнă тăхăр кĕпертен чи малтанхи. Çак кĕпер çинче кăна пин çул каялла тунă статуйăсемпе башньăсем пур.

«Клементинум» театр картишĕ урлă иртрĕмĕр, унтан вăтам ĕмĕрĕсенче тунă çуртсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Вĕсем хушшинче Хула ратушин çурчĕ те пур. Площадь варринче – Ян Гусăн мăнаçлă палăкĕ. Экскурси вĕçĕнче, кăнтăрлахи 12 сехет тĕлне, эпир Европăри чи пысăк астрономи сехечĕллĕ башня патне çитсе тухрăмăр. Сехет çапма тытăнчĕ те ун тăрринчи икĕ чÿречере 12 апостол тата çынсен кăлтăкĕсене-айăпĕсене сăнлакан кĕлеткесем куçма тытăнчĕç. Çакă пирĕншĕн питĕ кăсăклă пулчĕ.

Елена гид Прагăна тăватă хутчен шыв илни çинчен пĕлтерчĕ. Юлашки хут – 2002 çулхи августăн 14-мĕшĕнче. Шыв 5,5 метр хăпарнă. Юлашки инкек вăхăтĕнче шыв шайне паллă тунă пÿртсене те куртăмăр.

Каçхи Прага та питĕ илемлĕ. Тепĕр кунне самолет пире Мускава илсе çитерчĕ.

Халĕ, шутлатăп та, енчен те эпĕ укçа-тенке Перекет банкĕнче упраман пулсан, çакăн пек чаплă çулçÿреве хутшăнма тÿлевсĕр путевка мана тивĕçместчĕ. Шанчăклă банкпа пурне те туслă пулма сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика