05 мая 2009 г.
Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцисем ĕçлеме пуçланăранпа 90 çул çитнине паллă тăваççĕ. Айăплава пурнăçлакан федераллă служба çак куна ахальтен суйласа илмен. Шăпах 1919 çулхи майăн 7-мĕшĕнче РСФСР Юстици комиссариачĕн 38-мĕш хушăвĕпе юстицин кĕпĕрнесем тата облаçсем çумĕнчи пайĕсенче ирĕксĕрлесе ĕçлеттерекен ĕç бюровĕсене туса хунă. Вĕсем ирĕкрен хăтарассипе çыхăнман уголовлă айăплавсене пурнăçа кĕртессипе тимленĕ.
Паянхи кун Чăваш енре çакăн пек 25 инспекци шутланать. Вăрнар районĕнчи учреждение илес пулсан, кунта инспекци пуçлăхĕ шалти служба подполковникĕ А.Романов тата аслă инспекторĕ шалти служба майорĕ В.Кузьмин хăйсене шаннă тивĕçсене тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Инспекци сотрудникĕсем аслă ĕçтешĕсен традицийĕсене малалла тăсса пырса, ума лартнă задачăсене вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçа кĕртеççĕ. Кăткăс ĕç сотрудниксене пысăк профессионалсем пулма, çав вăхăтрах тĕрлĕ шăпаллă çынсемпе ĕçленĕ май тимлĕхпе ăнланулăх кăтартма ыйтать. Ку системăра чылай çул тимленĕ ветерансен пуян опычĕ те паянхи сотрудниксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Историе аса илес-тĕк, тĕрлĕ çулта инспекторсем районта саккунлăх хуçалантăр тесе хăйсен сумлă тÿпине хывнă. Сăмахран, Никита Васильевич Васильев хăйĕн пурнăçне ку çăмăл мар службăпа çыхăнтарнă. Паянхи кун пурăнакан Георгий Яковлевич Кустин, Василий Петрович Петров, Валерий Анатольевич Никифоров ветерансем те хăйсене шеллемесĕр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунăшăн тав сăмахĕсене тивĕçлĕ, вĕсем хальхи вăхăтра та кĕçĕн ĕçтешĕсемпе темрен хаклă опыта пайлаççĕ.
Пытарма кирлĕ мар: уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцире службăра тăрасси çăмăл тесе ăнланман çын кăна калама пултарать. Тивĕçсем те тĕрлĕ енлĕ, кунсăр пуçне кунран кун ÿссе пыраççĕ. Инспекторсем ĕçлесе юсанма шанăç панисен айăплавне пурнăçа кĕртессине; обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерессине; ятарлă должноçсене йышăнма тата пĕр-пĕр ĕç-хĕлпе тимлеме чарнисене, условнăй майпа айăпланисене, ача кĕтекен тата пĕчĕк ачаллă, судпа айăпланнă хĕрарăмсене, айăплав вăхăтне тăсса панисене тĕрĕслесе тăраççĕ. Инспекцире тимлекенсен тивĕçĕсен шутне условнăй майпа айăпланнă çула çитмен çамрăксем хăйсене мĕнле тытнине пăхса-асăрхаса тăрасси те кĕрет (2001 çулччен çакă шалти ĕçсен министерствин тивĕçĕ пулнă). Инспекци малашлăхра ирĕке чакармалла айăпланнисене те тĕрĕслесе тăрĕ.
Чăваш енри инспекцисем урлă çулсерен вăтамран 10 пин енне çын тухать, çак кăтарту колонисене ăсаннисемпе танах темелле. Вăрнарти уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцире паянхи куна 105 çын учетра тăрать. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступноçпе кĕрешессине вăйлатас тĕллевпе юлашки вăхăтра инспекци сотрудникĕсен юсанма шутламаннисем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсемпе усă курма тивет. Çав шутра – хушма тивĕçсемпе чарусем кĕртесси, тĕрĕслев вăхăтне тăсасси, йĕркене çине-çинех пăсакансене ирĕкрен хăтарасси. Кăçалхи тăватă уйăхра ĕçлесе юсанмалла тата условнăй майпа айăпланнă 5 тата 6 çыннăн айăплав тĕсĕсене ылмаштарма йышăннă. Пĕтĕмпе 11 çынна ирĕкрен хăтарнă.
Сăмах май, ĕçлесе юсанма тата обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме палăртнă çынсен айăплав вăхăтне тултармалли предприятисен переченьне инспекци район администрацийĕпе пĕрле çирĕплетнĕ. Акă, айăпланнисем обязательнăй йĕркепе муниципаллă харпăрлăхлă предприятисенче кăна ĕçлеме пултараççĕ.
Суд ĕçлесе юсанма яланхи ĕç вырăнĕ çук çынсене шанăç парать. Ĕç рынокĕнче лару-тăру кăткăсланать пулин те, пирĕн районта чылай организацире судпа айăпланнисене ĕç вырăнĕсем тупса пама тăрăшаççĕ. Кăçал учетра тăракансем «Ваш партнер», «Монтажник» обществăсенче, «Знамя» тата «Янгорчино» хуçалăхсенче, «Мир» агрофирмăра вăй хунă.
Уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекцисен тĕп задачисенчен пĕри – учетра тăракан çынсен тепĕр хут йĕркене пăсассине тата преступленисем тăвассине асăрхаттарасси. Ку енĕпе тĕрĕслевсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, шалти ĕçсен районти пайĕпе, прокуратурăпа, судпа, предприяти-организацисемпе пĕрле ирттереççĕ.
Çапах та, инспекци сотрудникĕсем айăплав вăхăтне ирттерекен çынсене путарма тĕллев лартмаççĕ. Пачах урăхла, вĕсен тĕп тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшса, саккуна пăхăнса пурăнакан граждансен йышне кĕртесси.