Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерÿ уявне – Çĕнтерÿ ялавĕпе

05 мая 2009 г.

Мускавра пурăнакан чăваш офицерĕсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» обществăлла организацин активлă членĕ Эрик Васильев запасри полковник Мăн Явăшри шкул музейне Совет Çар воинĕсем пĕтĕм Совет халăхĕпе пĕрле Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çĕнтерсе илнĕ Çĕнтерÿ Ялавĕн макетне парнелерĕ. Хаклă экспонат музейра хисеплĕ вырăн йышăнчĕ, унпа эпир мухтанатпăр, ун çине пăхса савăнатпăр, киленетпĕр.

Çак ялавăн пĕлтерĕшне, статусне, символикине пăсас текенсем те пулчĕç, ку ыйтăва Думăра та çĕклерĕç. Вĕсем ялав çинчи çурлапа мăлатука илсе пăрахма, Хĕрлĕ çăлтăра шурă тĕспе улăштарма сĕнчĕç. Анчах вĕсен шухăшĕ пурнăçа кĕмерĕ: çак тĕлсĕр ĕçе хуласенче халăх митингсене тухса питлерĕ, сивлерĕ. Çаксем çинчен музее пыракансем интересленеççĕ. Эпир вĕсене чăннине ăнлантаратпăр, Çĕнтерÿ Ялавне упрама тăрăшатпăр, çакă кашни патриотăн таса тивĕçĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявне – Çĕнтерÿ ялавĕпе!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика