Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам вăл социаллă педагог: юлташ е психолог

05 мая 2009 г.

Социаллă педагогсем пирĕн шкулсенче нумай пулмасть ĕçлеме пуçларĕç. Çавна май вĕсен ĕçĕпе паллаштарас тĕлĕшпе паянхи калаçу Пăртасри вăтам шкулти социаллă педагогпа – Ираида Федоровна Ивановапа – иртĕ.

– Ираида Федоровна, кĕскен хăвăрпа паллаштарсамăр.

– Эпĕ 1991 çулта Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Хамăр районти Çарăклăри тулли мар вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм. Тăван ялтан пилĕк çухрăмри шкула куллен-кун çÿренĕ. Шкулĕ пысăках мар, ачасен шучĕ те нумаях марччĕ. Анчах хам ĕçе чунтан парăнса тăваттăм. Çапла пулма ачасене юратни те кирлех. Коллектив питĕ туслăччĕ. Йывăрлăхсем сиксе тухсан ялан пулăшма хатĕрччĕ. Уйрăмах шкул директорне, Н.М.Алексеева, тав сăмахĕ калас килет. Ачасен чĕри патне сукмак хывма Н.И.Быковскин, вырăс чĕлхине вĕрентекенĕн, ырă канашĕсем те сахал мар пулăшрĕç.

– Социаллă педагогра хăçантанпа тимлетĕр;

– 2005 çулта Çарăклăри шкула хупрĕç. Мана вара Пăртасри шкула социаллă педагог пулма чĕнчĕç. Çавăнтанпа вăй хуратăп.

– Нумайăшĕ социаллă педагог камне пĕлмест, унăн ĕçĕ мĕнре тăнине ăнкарса çитереймест. Ку професси çинчен кăштах илтнисем педагогăн тивĕçĕ шкул автобусĕпе çÿрекен ачасен хăрушсăрлăхне сыхлани çеç тесе шутлать. Мĕн калама пултаратăр кун пирки;

– Социаллă педагогăн ĕçĕ питĕ нумай, анчах куçа курăнмасть çеç. Вăл яланах ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе тата право органĕсен ĕçченĕсемпе тачă çыхăнура тăрать. Социаллă педагогăн функцийĕсем тĕрлĕрен: ачасен пурăнмалли условийĕсене тишкересси, вăл кампа тата мĕнле хутшăнура пулнине палăртасси, ача мĕншĕн япăхланнин сăлтавĕсене тупасси, ачасене хăйсене воспитани ĕçне явăçтарасси т.ыт.те.

Кĕскен каласан, социаллă педагог вăл – адвокат, общество ĕçченĕ, юлташ, тренер, пулăшакан, канаш паракан, çыхăну йĕркелекен эксперт. Ачасем хушшинче преступлени тунисем, право йĕркине пăсакансем çук пулсан, вĕрентекенпе ачасем тата тĕпренчĕкĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи хутшăнусем йĕркеллĕ пулсан социаллă педагог лайăх ĕçлет. Анчах та çав вăхăтрах çемьере пулса иртекен пур хирĕçĕве те тÿрех кĕрсе кайма çук-çке. Е тата ача каçхине тунă йĕркесĕрлĕхшĕн кам айăплă; Тĕлĕнмелле те, чылай чухне айăпа шкул ĕçченĕсем çине тиеççĕ. Ачан ашшĕ-амăшĕ ăçта-ши вара;

– Апла, социаллă педагогăн психолог та пулмалла;

– Çапла, унсăрăн май çук. Кашнинпе урăх тĕрлĕ калаçма пĕлмелле. Унсăрăн социаллă педагога тăшман вырăнне те хума пултараççĕ. Анчах ку пĕрре те апла мар. Аслисемпе пĕр тĕрлĕ, ачасемпе тепĕр тĕрлĕ хутшăнмалла. Пурне те ăнланма тăрăшмалла. Кам пĕлет, мĕнле тăвăл çыннăн чунĕнче; Педагогăн вара пĕлмелле, пулăшмалла.

– Районта миçе социаллă педагог; Кашни шкултах пур-ши вĕсем;

– Пирĕн районта паянхи куна – вун тăватă социаллă педагог. Вĕсем пур шкулта та çук. Ача шучĕ ял шкулĕсенче чакса пынине кура социаллă педагог ĕçĕсене пурнăçлама директор çумĕсене, класс ертÿçисене шанса параççĕ.

– Хăвăр ĕç опычĕпе паллаштарăр-ха. Мĕнле лару-тăрура хальхи чăваш çемйисем; Йывăрлăхсем пур-и;

– Йывăрлăхсем сахал мар. Сăра-эрех пирĕн пурнăçра пуç пулса тăнине пула йывăр шăпаллă çемьесем, ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем çултан-çул нумайланса пыраççĕ. Профилактика ĕçĕ ирттеретĕп паллах: пирус, сăра-эрех, наркотик сиенĕ пирки лекцисем, анкетированисемпе викторинăсем, калаçу урокĕсемпе тренингсем... Активлă ачасем хушшинчен волонтерсене хатĕрлесси те вăй илсе пырать, мĕншĕн тесен ачасен сăмахĕ тантăшĕсем патне лайăхрах çитет.

Тăватă çул хушшинче мĕнле çемьене кăна çитсе килме тÿр килмерĕ пулĕ. Хăш-пĕрисем патне кĕрсен кăшкăрса макăрас килет: сĕтел çинче ним çимелли, çăкăр тĕпренчĕкĕ те çук. Таса мар чашăк-кашăк купи – ăна те эрне, те уйăх купаласа пынă; Пÿртĕнче сивĕ, тулта çÿрекен пушмакпах кĕрсе тухаççĕ. Пуканĕсем çине те ларсан лайăх, те лармасан аванрах. Пепкисем умĕнчех эрех-сăра ĕçме, пирус паклаттарма именменскерсем, ăçтан йĕркеллĕ пăхса çитĕнтерĕç ĕнтĕ ачисене; Мĕн ыррине вĕрентĕç;

Çапла, пĕрисем патне кĕрсен сывлăш çитменнипе чыхăнсах кайнăччĕ. Теприсен выльăх витинче вĕсен пÿртĕнчен тасарах пулĕ. Тулта сивĕ пулнă май, тин çеç пăранланă сурăхĕпе путекне пÿрте илсе кĕнĕ. Çийĕнчех тасатсан, паллах, çапла пулас çук – урайне хăть кĕреçепе хыр! Унтах кил хуçи пирусне мăкăрлантарать. Пÿлĕм тулли – çăра тĕтĕм. Çак тасамарлăх шăрши ачасен тумтирне çапса ларнă пирки шкулти мĕнпур вĕренекен вĕсенчен пăрăнса çÿрет.

– Çак çитменлĕхсене мĕнлерех пĕтеретĕр;

– Çитĕнекен ăрăвăн шăпине çăмăллатасси, ăна мĕнле те пулин пулăшасси, ашшĕ-амăшĕ путакан шурлăхран ачасене çăлса хăварасси – çакă пирĕн тĕп тĕллев.

– Ял администрацийĕ енчен пулăшу еплерех;

– Шел пулин те, ăнлану сахалтарах. Тепĕр чух ыйтăва илтменни те пулкалать. Тăватă çул хушшинче поселени пуçлăхĕ пирĕнпе, вĕрентекенсемпе пĕрле, пĕр çемьене çеç пырса курчĕ.

– Паянхи куна çивĕч, çийĕнчех татса памалли ыйтусем пур-и;

– Çапла, пур. Виçĕ ачаллă хĕрарăм пурăнмалли кил-çуртсăр тăрса юлнă. Мăшăрĕ темиçе çул каяллах çĕре кĕнĕ. Тепĕр арçынпа унăн килĕнче пурăнкаларĕç. Анчах хирĕçÿ сиксе тухнă. Халĕ хĕрарăмпа ачасем иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ патĕнче выртса тăраççĕ. Виçĕ ачапа амăшне нумай усрама килĕшĕ-ши тăванĕ; Унăн та хăйĕн çемйи. Мĕнпе пулăшма май пур-ши тесе çÿлерехри пуçлăхсем патне сукмак хыватăп халь...

– Тавтапуç сире, Ираида Федоровна, кăсăклă калаçушăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика