05 мая 2009 г.
Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче ĕçлекенсен, пурăнакан-сипленекенсен çитĕнĕвĕсем çинчен эпир пĕрре мар çырнă. Çак кунсенче унтан тепĕр ырă хыпар пĕлтерчĕç. Интернатра чылай çул тимлекен Галина Ильинична Иванова «Поварсем хушшинче професси тĕлĕшĕнчен чи маттурри» республика шайĕнчи конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ăмăртăва пĕтĕмпе вун çиччĕн хутшăннă. Паллах, хăйĕн ĕçне чунтан юратни, пăхма та илемлĕ, тутипе те техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме пĕрмаях вĕренсе пыни пулăшнă ăна çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ конкурс Шупашкар районĕнчи «Вега» санаторире иртнĕ, унта ку тытăма кĕрекен стационарлă учрежденисенче (психикăпа неврологи интерначĕсенче, ваттисен çурчĕсенче т.ыт.те) ĕçлекен поварсем хăйсен апат пĕçерес ăсталăхне тата пултарулăхне кăтартнă. Пĕрремĕш тупăшура конкурсантсем юрăсем шăрантарса, сăвăсем-такмаксем каласа хăйсемпе паллаштарнă. Иккĕмĕш ăмăртура – теори пайĕпе – профессионаллă ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене хуравласа Г.Иванова чи пысăк балл пухма пултарнă. Вăл пур конкурсра та – 20 минут хушшинче пĕр-пĕр блюдо хатĕрлессипе те, килти ĕç вырăнне пулнă наци апатне кăтартассипе те тата ыттипе – пысăк хака тивĕçнĕ. Жюри кăмăлне кайма çăмăл пулман: вĕсем блюдăсене тĕрĕс, пĕтĕм правилăпа хатĕрленине, илемлетсе сĕтел çине мĕнле лартса панине, пахалăхне тата хăйнеевĕрлĕхне хакланă. Калининăри интернатра сипленекенсене кунсерен тутлă апат-çимĕçпе сăйлакан Г.Иванован ăсталăхĕ пысăккине палăртнă, дипломпа тата укçан премипе чысланă. Вăл хăйне конкурса хатĕрленме пулăшнăшăн, çакнашкал çитĕнÿ тума хавхалантарнăшăн Р.Сергеева шеф-повара тата Л. Куприянована чĕререн тав сăмахĕсем калать.