Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарличчен ĕçлесен тăраниччен çиетĕн

05 мая 2009 г.

«Агрохмель» агрофирма район агропромышленноç комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывать, Кушлавăш, Хураçырма, Оттикăвă, Кÿстÿмĕр, Ершепуç ялĕсен çывăхĕнчи çĕрсенче ял хуçалăх культурисем акса-лартса пысăк тупăш илет. Паллах, хуçалăх ÿсĕм тăвасси ертÿçĕ тăрăшулăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен нумай килет. Борис Николаевич Семенов агрофирма тилхепине çирĕп тытса пырать, мал опытпа тăтăшах паллашма тăрăшать. Ертÿçĕ ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес тĕллевпе темиçе çул ĕнтĕ Голландири «PUM» организаципе тачă çыхăну тытать. Унта вăй хуракан волонтер-специалист Йохан Ван ден Берг «Агрохмеле» те çитсе курнă. Икĕ çул каялла акă Голландирен килнĕ хăна Борис Николаевичпа пĕрле район хаçачĕн редакцине те кĕрсе тухнăччĕ. Ун чух Йохан Ван ден Берг «Агрохмель» ертÿçи çĕнĕлĕхсене çул паракан, çĕр ĕçне юратакан хастар та маттур çын пулнине кăмăллăн палăртни журналистсене те савăнтарчĕ.

Ăсти епле – ĕçĕ çапла тесе ахальтен каламаççĕ. Çирĕп алăллă хуçа пулнăран агрофирмăра çураки анлăн сарăлнă. «Эльф» урпана тата «Московская–35» тулла 350-шар гектар акмалла. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕ – 390 гектар. «Хуçалăхра тăрăшакансен эрех-сăра ĕçме вăхăт çук, – шÿтлет агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Иосиф Николаевич Афанасьев. – Вĕсем уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курасшăн. Тарличчен ĕçлесен тăраниччен çиетĕн».

Ирхи 6 сехетрен тытăнса каçченех уй-хир моторсен шавĕпе тулать. А.Фадеев, Н.Козлов, А.Алексеев, В.Федоров çĕр хатĕрлекенсем, В.Лукин, В.Никифоров вăрлăх турттаракансем, А.Ермолаев, А.Аверкин, О.Алексеев тырă акакансем яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Уй-хирте вăй хуракансене Т.Наумова, Н.Михайлова, Н.Алексеева поварсем икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

Паллашсан çичĕ ют та тăван пекех кăмăллă теççĕ. В.Лукин водителе пулăшакан Чăваш ен çынни мар. Мухаммед Абдулаевич Чаршамиев «Агрохмель» хуçалăха Узбекистанран ĕçлеме килнĕ. Мăшăрĕ Газна тата çичĕ ачи Тăван çĕршывĕнче юлнă. Мухаммеда ĕçтешĕсем «Миша» тесе чĕнеççĕ. Капла ятне калама ансатрах имĕш. М.Чаршамиев хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Хресчен чунĕллĕ узбека коллективра хисеплеççĕ. «Чăвашсем питĕ ĕçчен. Манăн та вĕсенчен юлас килмест», – терĕ Мухаммед Абдулаевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика