30 апреля 2009 г.
Ĕçе, сывă пурнăç йĕркине тĕрĕс йĕркелесен пысăк результатсене вырăнти условисенчех çĕнсе илме пулать, çирĕплетеççĕ ял хуçалăх техникумĕн физвоспитани преподавателĕсем Александр Созоновпа
Галина Павлова.
Ахальтен мар – техникумăн кашни кăларăмĕнче тенĕ пекех ят илнĕ спортсменсем пур. Паянхи ăрăвăн та малашлăхĕ пысăк.
Çакă, паллах, ку вĕренÿ заведенийĕнче массăллă спорта аталантарассине, çак юхăма çамрăксене ытларах явăçтарассине çÿллĕ шайра йĕркеленипе çыхăннă. Кашни вĕренÿ çулĕнче пысăк мероприятисем вунна яхăн иртеççĕ: оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕпе «Спортпа чи туслă ушкăн» смотр-конкурс акă хăйсемех спортăн вунна яхăн тĕсне пĕрлештереççĕ, уйрăмсем Çĕнĕ çул умĕн тĕрлĕ енпе тупăшаççĕ, ушкăнсем йĕлтĕрпе старта тухаççĕ, СССР спорт мастерне Валерий Миронович Миронова асăнса çулсерен çăмăл атлетика кросне ирттересси йăлана кĕнĕ. Йĕлтĕр, çуллахи тата хĕллехи полиатлон, волейбол, мини-футбол, сĕтел çи теннис, баскетбол секцийĕсене мĕнпур вĕренекенĕн вăтăр ытла проценчĕ куллен çÿрет. Вĕсем Юрий Тикинев, Александр Созонов, Галина Павлова, Алексей Ананьев тренер-преподавательсем патĕнче ăсталăха хываççĕ.
Чи кирли – ăмăртусем те, вĕренÿ тренировкисем те «пушă» иртмеççĕ, вĕсем чи лайăх результатсене, пултаруллисене палăртаççĕ. Çак мероприятисенче туптаннă çамрăксемех ĕнтĕ волейбол, йĕлтĕр спорчĕ, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика енĕпе районта кăна мар, республикăра та сахал мар турнир таблицисен çÿлти вырăнĕсенче çирĕпленнĕ.
Полиатлонистсем çинчен, паллах, уйрăм сăмах. Техникум команди республика чемпионĕ кăна мар, Пĕтĕм Раççейри хĕллехи тата çуллахи ял спорт вăййисен республикăри пĕрлештернĕ командин тĕп шăнăрĕ те. Тĕрлĕ çулсенче Курган, Омск, Ханты-Мансийск, Ижевск, Йошкар-Ола хулисенче иртнĕ вăйăсенче призлă вырăнсемпе савăнтарчĕç.
Кунсăр пуçне техникумра вĕренекенсем спортăн чылай тĕсĕпе районăн пĕрлештернĕ командисен членĕсем те. Санкт-Петербургра çар çулĕчченхи çамрăксем хушшинче иртекен çарпа патриотизм смотр-конкурсĕн, республикăри вăтам специальность паракан вĕрентÿ заведенийĕсем хушшинче иртекен ăмăртусен пĕрре мар призерĕсем.
– Хамăрăн студентсем çитĕнÿсем туни пире савăнтарать, анчах та кунтан та ытла эпир спорт секцийĕсене çÿрекен ачасем пурте тенĕ пекех вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пынипе, вĕсем пурте пирус-эрехе сивленипе мухтанатпăр. Çак çулсенче вуннăн акă Чăваш ен Президенчĕн стипендиачĕсем пулма тивĕçрĕç, – теççĕ тренер-преподавательсем.
Юлашки çулсенче, чăн та, техникум администрацийĕ спорт юхăмне аталантарма тивĕçлĕ условисем туса парассине пысăк тимлĕх уйăрнă, спорт пурлăхне пуянлатма пултарнă. Илья Арбузов директор çамрăксен çитĕнĕвĕсемпе кăсăклансах тăрать, тĕрлĕ ăмăртусенче палăракансене хавхалантарма май тупать. Унăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Наталья Егорова та спортшăн хыпса çуннин сăлтавĕ пархатарлă – вăл хăй те спортсмен çитĕнтернĕ, унăн ывăлĕ Рома йĕлтĕр спортĕнче Раççей таранах палăрнăччĕ.
Спортсменсен ăнăçăвĕн тивлечĕ, паллах, ытларах Г.А.Павловапа А.В.Созонов преподавательсем çине выртать. Студентсене вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хĕмлентереççĕ, ăмăртусенчи пысăк кăтартăвĕсемпе паха результатсем патне туртăнма хистеççĕ.
Çакна та каласа хăвармалла, ял хуçалăх техникумĕн 90 çулхи юбилейĕ умĕн кунтан тухнă спортсменсене халалласа тĕп корпусăн фойинче ятарлă стенд хатĕрленĕ, тĕрлĕ ăмăртусенчи вун-вун Кубок чи курăнакан çĕрте хăй вырăнне мăнаçлăн йышăннă.
Техникумăн паянхи спорт мăнаçлăхĕ
Анна ГРИГОРЬЕВАПА Инга ТИМОФЕЕВА – çуллахи тата хĕллехи полиатлон енĕпе темиçе çул республика чемпионĕсем, республикăн пĕрлештернĕ командипе Пĕтĕм Раççейри хĕллехи тата çуллахи ял спорт вăййисене хутшăнма тивĕçнĕ.
Мария ПОПОВА – йĕлтĕр спортĕнче район чемпионĕ, полиатлон енĕпе республикăн кĕмĕл призерĕ, Пĕтĕм Раççейри хĕллехи тата çуллахи ял спорт вăййисен пĕрлештернĕ командин членĕ.
Николай ГРИГОРЬЕВ – çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе пĕрре мар район, республика призерĕ. Кăçал Ханты-Мансийскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисенче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.
Сергей ПОЛИТОВ – çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче республикăра темиçе хутчен те палăрнă, районăн тивĕçлĕ чемпионĕ. Дуатлон енĕпе республикăн кĕмĕл призерĕ, Раççей шайĕнчи полиатлонист. Вăл та Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисенче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Чăваш ен Президенчĕн стипендиачĕ.
Мефодий ПАВЛОВ – юлташĕсем пекех хастар полиатлонист, çиçĕмле чупуçă. Техникум, район чысне республикăра та, Раççейре те чылай хÿтĕленĕ. Ытларахăшĕнче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Чăваш ен Президенчĕн стипендиачĕ.
Анжела КОЛПАКОВА ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кĕске вăхăтрах пысăк çитĕнÿсем тума пултарчĕ. Республикăри тĕрлĕ турнирсенче чемпион ятне тивĕçрĕ, призлă вырăнсене чылай çĕнсе илчĕ.