30 апреля 2009 г.
Медалĕ – ылтăнран тейĕн, Нобель лауреачĕн евĕрлĕ. Çÿлти тăват кĕтеслĕхре – Чăваш çĕршывĕн символĕ. Çутă-сарă çаврашкара – паллă ăсчах-ученăйăн силуэчĕ, çÿлте «Академик», аялта «Г.Н.Волков» тесе çырнă. Тÿнтер енче: варринче – «За вклад в народную педагогику», тавралла – «Этнопедагогический фонд имени академика Г.Н.Волкова».
Геннадий Никандрович Волков ячĕпе хисепленекен медальлĕ-грамотăллă Пĕтĕм тĕнчери çак наградăна 2009 çулта туса хунă. Унтанпа ăна педагогика докторĕсене Ш.Арсалиева (Чечня), Т.Петровăна (ЧР), И.Валеева (Пушкăртстан), Х.Бодчаевăна (Карачай-Черкес респ.) тата калмăксен министрне В.Довданова панă. Ку награда пĕрремĕш хут учителе тивĕçрĕ. Ăна пĕр уйăх каялла районти Культура çуртĕнче Г.Н.Волков Вăрнарти пĕрремĕш вăтам шкулти математика Вера Михайловна Гурьевана хăй аллинчен тыттарса саламларĕ. Грамотăра «За выдающийся вклад в народное образование Чувашии и этнопедагогическое воспитание молодежи» тенĕ. Фонд Президенчĕ Г.А.Викторов алă пуснă.
Патриотла паттăр ĕçе палăртма туса хунă наградăпа математика учительне чыслани – хăех палăрăмлă пулăм. Вера Михайловнана Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ятне панă чухнехи характеристикăра, министерствăсем панă дипломсенче, физкультурăпа спорт обществисен хĕрĕхе яхăн грамотинче «Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн» тенĕ вырăнсене эпĕ чылай асăрхарăм. Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван Çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн 3-мĕш кĕнекинче унăн «Хăюлăхпа паттăрлăх урокĕнче» статйине пичетленĕ.
– Вунпĕрмĕш «а» класс асран тухмасть, – терĕ Вера Михайловна. – Пиллĕкмĕшĕнче вĕсем вăтăр саккăрăнччĕ. Шавлă, хаваслă, лара-тăра пĕлмен аçтахасем. Унашкал йыша пĕр чăмăра çыпăçтарма вуçех те ансат мар. Ачасен ашшĕ-амăшсемпе çывăхлантăм. Походсене, экскурсисене пĕрле тухма тытăнтăмăр. Виçĕ кун хушши Шупашкарпа паллашрăмăр, турбазăра çĕр каçаттăмăр. Ульяновскри историллĕ вырăнсенче халтан ÿкиччен çÿрерĕмĕр. Пилĕк кун хушшинче Санкт-Петербургри керменсене сăнаса килентĕмĕр, Филатовсен циркĕнче тĕлĕнсе лартăмăр. Çула май Мускавра йÿнех мар экскурси йĕркелерĕмĕр.
Хусана та çитсе тухнă-мĕн. Ачаран курни-пĕлни чул çине каснă евĕрлех пуçа хывăнать. Тĕнче ирĕкĕнче куç вичкĕнрех уçăлать. Кама куратăн – ун пек пулатăн, тенĕ. Еккипе хĕмлентернĕ калаçу-тавлашу коллектива тачăрах пĕрлештерет. Пĕрле çÿренĕрен, ашшĕ-амăшсем те хăйсен ачи-пăчине лайăхрах пĕлекен пулаççĕ. «Çав чарусăрсене инçе çула чĕнме шикленсе тăманни пире малтан тĕлĕнтернĕччĕ», – тенĕ вĕсем.
В.М.Гурьева вĕрентнисем вăтам шкула вуннăн медальпе вĕçленĕ. Иккĕшĕ ылтăнлă, саккăрăшĕ кĕмĕл медальлĕ пулнă. Малалла вĕсем пурте институтсенче вĕреннĕ. Юлашки вунпĕр вĕренÿ çулĕнче (2001-2002–2007-2008) патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне (ЕГЭ) тыттарассипе математиксем хушшинче В.М.Гурьева чи малта пырать, районта ăна никам та çитеймен. Вунпĕрмĕш класран вăл кăларнă 289 вĕренекентен 139-шĕ «5», 115-шĕ «4» илнĕ. Вăтам баллсен ытларахăшĕ 4,7 танлашнă.
– Çапах та, ЕГЭ мана çырлахтармасть, – тет учитель. – Ман позици Ломоносов ячĕпе хисепленекен Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ Садовничий каланипе пĕр евĕрлĕ. Ачасене манăн ирĕклĕ, пултаруллă, талантлă шухăшлама вĕрентес килет. Экзамен вăл – шухăшпа ăслăлăх вĕçевĕ, – водитель правине илесшĕн кнопка тĕккелесе ларни мар. Анăçри пекех, ЕГЭ тенине пирĕн те пăрахăçламалла пулса тухать, акă... ЕГЭ ачасенчен ытларах ашшĕ-амăшсене ухмаха кăларать (экзаменсем вăхăтĕнче шкул таврашне пырса пăхкалăр-ха). Ăслăлăха, Пушкина, историе, калăпăр, совет халăхĕн Аслă Çĕнтерĕвне ЕГЭ калăпне савăлласа çапма çук (Раççей Президенчĕ Питĕрте асăрхаттарнине астăвăр).
Рая йăмăкăм калать (Кĕçĕн Кипекре Вера Михайловнапа паралельлĕ класра вĕреннĕ, математика факультетне пĕр вăхăтра пĕтернĕ): «Тимофеевăна мĕнпур енĕпе тĕслĕх вырăнне хуратчĕç. Алексей Маркович Курсов миссине малалла тăсаканĕ пулать тесе шутлатчĕç».
Пĕр шкулти А.Курсовпа Степан Федорович Федоров ятлă-сумлă ĕçтешсем, районти, республикăри вăйлă математиксен ретĕнче тăнă. «Алексей Марковича кура ĕнтĕ математикăна парăнтăм», – тет Вера Михайловна. Шăпа çавнашкал çавăрать, ахăртнех: Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта унăн Иван Никифорович Никифоров класĕсене йышăнса республикăри пĕртен-пĕр Учитель-Герой ĕçне малалла тăсма тивнĕ. И.Никифоров Шупашкара куçиччен, çулталăк тăршшĕнче, унран самай вĕренсе юлма май тупăннă. Çумăн ĕçленĕ тепĕр паллă математик – Галина Романовна Иванова ĕçĕ-хĕлĕ, опычĕ хавхалантарнă. Вăрнарчченхи çичĕ çул хушшинче Хăмăшри, Кĕçĕн Кипекри, Туçи Мăратри шкулсенче шыранă-тупнă ĕç меслечĕсене малалла пуянлатнă
Тĕрĕссипе, кашни вĕренекенпе тĕллĕн-уйрăммăн ĕçлеме тивет. В.Гурьева класа ушкăнсене пайлать. Кашнийĕнчех – тăваттăн. Пĕри вĕсенчен чаплăрах ĕлкĕрсе пырать, вĕрентÿ организаторĕ шутланать, ыттисене пулăшсах тăрать. Вĕренÿ кăтартăвĕсене кашни эрнере ятарлă экран тăрăх пĕтĕмлетеççĕ. Ÿсĕм енне туртăннисене – вăтам баллсене пысăклатнисене – ырлаççĕ, çав вăхăтрах малта пынисем те баллсем катăлнине курма пултараççĕ. Пĕр сăмахпа, вĕренекен пĕрре хăйпе хăех, тепре юлташĕсемпе ăмăртать. Никам та никама тĕксе ятламасть. Вĕренÿ лайăхланнăçемĕн дисциплина та çирĕпрех. Чылай мероприятие ачасем хăйсем пуçарса ирттереççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшсен пухăвĕсенче отчет тума явăçтараççĕ.
– Пĕр çулхине «чи айван» тенĕ класа тыттарчĕç, – терĕ педагог. – Пиллĕкĕн «аран» пыраççĕ, улттăшĕ «иккĕпе» çырлахнă. Иккĕмĕш чĕрĕк вĕçĕнче пурте карта лартăмăр, япăх паллăран пачах хăтăлса, пĕри отличница, вун иккĕн ударник пулса тăчĕç, вĕренÿ çулне «виççĕсĕр» тенĕ пек пĕтертĕмĕр.
«Математика вăл ĕмĕрлĕхе пилленĕ задачăпа пĕрех, – тенĕччĕ Иван Никифорович. – Задачăсене тĕшĕлеме хăнăхни поэтпа танах хавхалануллă çын, шухăшĕпе ватăлмасть. Пурнăçра çухалса каймасть, хăй тĕллĕн малалла вĕренме пĕлет». Вера Михайловна хăйĕн пĕтĕм ĕçне-хĕлне Тăван çĕршывшăн пархаталрă патриотсем вĕрентсе ÿстерес тĕллевпе çыхăнтарнă. 1998 çултанпа чи аслă категорипе, профильлĕ классемпе ĕçлет. Хушма уроксем нумай йĕркелет. Чи ăста учительсен конкурсĕсене хутшăнать, премисене темиçе хутчен те тивĕçнĕ. 1989–2009 çулсенче унăн вĕренекенĕсем 95-ĕн районти тата республикăри олимпиадăсен призерĕсем пулнă. Дипломĕсемпе грамотисенчен: «халăх ĕçне хастар хутшăннăшăн», «наукăпа практика конференцийĕсенче палăрнăшăн», «талантлă ачасем хатĕрленĕшĕн», «вĕрентÿре малтисен опытне сарнăшăн тата инновацилле технологипе усă курнăшăн»...
В.Гурьева – республикăн тава тивĕçлĕ учителĕ (1997). Хăш-пĕр наградисем: «Районти чи лайăх учитель» (хĕрлĕ хăю, 1985), «Аслă учитель» (1988), Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ (1993), методика идейисен республикăри 15-мĕш фестивалĕнче мала тухнăшăн (диплом, 2004)...
Вера 5-мĕш класа Мухтав грамотипе, вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Вĕренĕве вăй-хал вăййипе, шкулти, колхозри ĕçпе хăват кÿрсе хавхалантарнă. Физкультурăпа спортри наградисене пăхсан, çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче «Броневик» колхозри çамрăксен командипе Россия шайĕнче, пединститутри çитĕнĕвĕсемпе хамăр республикăра малти вырăнсене тухса пынă.
Çак кунсенче ун патне математикăна Шупашкарта, Мускавра, кăнтăрта, çурçĕрте вĕренекенсенчен çырусем килеççĕ, хăйсен учительне вĕсем лауреат ячĕпе, вăл кăçал 40-мĕш вĕренÿ çулне вĕçлесе пынă ятпа саламлаççĕ. Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен 1964 çулта тухнисем вара июнĕн 13-мĕшĕнче 13 сехетре хăйсен «45-мĕш урокне» Вăрнарта пухăнаççĕ.