30 апреля 2009 г.
Вăрăсен куçĕсем çивĕч. Вĕсем кам та пулин тимлĕхе çухатасса анчах кĕтсе тăраççĕ. Мĕнле те пулин япала хуçи пăхса тăмасăр выртать-тĕк, ку вĕсемшĕн – меллĕ самант.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче акă «Шанс» пасарти пĕр павильонри сутуçăна укçасăр хăварнă. Вăл кăшт пăрăннă кăна, вăрă, вăхăта сая ямасăр, 2500 тенкĕ йăкăртса хăвăрттăн тарнă. Çак çамрăк хăйне милици ĕçченĕсем шыраса тупаймасса шаннă-ши; Анчах вăл пурпĕр çакланнă, укçана каялла тавăрнă.
Апрелĕн 20-мĕшĕ умĕнхи каçхине такамсем Вăрнарти Ч.-н хуçалăхне те вăрттăн кĕрсе тухнă. Усал шухăш тытнăскерсем, алăк сăлăпне çĕмĕрсе сарайне кĕнĕ, кунтан вун тăватă чăх вăрланă, кил хуçи хĕрарăмне 2520 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Йĕрке хуралçисем ку киревсĕр ĕçе тума пултарнă çынсене палăртнă та ĕнтĕ.
Çав кунах 17–20 сехет хушшинче поселокри тепĕр уйрăм хуçалăхран шурă тĕслĕ тăватă уйăхри качака путекки çухалнă. Вăл хăй тĕллĕн мар, такам пулăшнипе «тарни» палăрнă. Сарайĕнче тустарнă вăрăсем лăпкăн тухса каяс темен, çурт умĕнче ларакан ВАЗ-21099 автомашинăн сулахай айăккинчи тĕкĕрне те кăларса илнĕ. Милици сотрудникĕсем çийĕнчех «вĕри йĕрпе» кайса ют выльăха вăрлакана тупнă.
Апрелĕн 17-мĕшĕнче 21 сехет иртсен шалти ĕçсен районти пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Чăрăшкас Мăрат ялĕ çывăхĕнче сысна çурисем йăтса пыракан икĕ арçынна тытса чарнă. Тĕрĕслев ирттернĕ май, вĕсем çурасене вырăнти фермăран илсе тухни палăрнă.