30 апреля 2009 г.
«АПК аталанăвĕ» наци проектне Раççей Федерацийĕн Правительстви хатĕрленĕ «2008–2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцин, чĕр таварпа апат-çимĕç рынокĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен» пилĕкçуллăх программи тăсать. Ăна пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 550 млрд. тенкĕ ытла уйăрĕç. Район экономикин чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕри – агропромышленноç комплексĕ – мĕнле аталанса пыни çинчен район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Борисов каласа парать.
– Александр Николаевич, «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе хастар ĕçленĕрен чылай ял хуçалăх предприятийĕнче лайăх улшăнусем пулса иртрĕç. Район аграрийĕсем патшалăхăн пилĕкçуллăх программипе тĕл-левлĕ тимлесе пыраççĕ-и;
– В.Путин Раççей Президенчĕ пулнă чухнех Белгород облаçĕпе Чăваш ен наци проекчĕсемпе ĕçлес енĕпе лидерсем тенĕ. Паллах, тăван республикăн агропромышленноç комплексĕ сулмаклă утăмсемпе аталантăр тесе район аграрийĕсем те ырми-канми тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр акă çĕр ĕçченĕсем те, фермăра вăй хуракансем те ял хуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçлерĕç. Экономика ăмăртăвĕнче пирĕн район республикăн тĕп зонинчи районсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Диплома тата укçан премие тивĕçнĕ. Паллах, çитĕнÿ тунипе лăпланса лармалла мар. Пилĕкçуллăх программине, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнчи тĕллевсене пурнăçлассипе тата теветкеллĕрех ĕçлемелле.
Кăçал районта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 15774 гектар, «иккĕмĕш çăкăра» 1100 гектар çинче çитĕнтерме палăртатпăр. Çавна май тырра 37,1 пин тоннăран, çĕр улмие 28 пин тоннăран кая мар туса илмелле. Паллах, машинăпа трактор паркне çĕнетмесĕр ÿсĕм тăваймăн. Ахальтен мар ĕнтĕ техникăна ял хуçалăхăн «чĕрипе» танлаштараççĕ. Уйрăмах «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч» кооперативсенче, аш-какай комбинатĕнче мехпарка çĕнетессипе тăрăшаççĕ.
Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ парлак çĕрсене çулленех пусă çаврăнăшне кĕртсе пырассипе ырă тĕслĕх кăтартать, çавна пула вăл-ку техникăна ытларах ĕç пурнăçлама тивет. Иртнĕ çул комбинатăн кашни уй-хир карапĕ вăтамран 336 гектар çинчен тĕш тырăсене çапса илнĕ. Нормăпа – 300 гектартан иртмелле мар. Çапла вара аш-какай комбинатне тата тĕш тырă çапса тĕшĕлекен 3 комбайн кирлĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене çĕр улми туса илессипе тĕллевлĕрех ĕçлеме ыйтасшăн. Çак ял хуçалăх культури лайăх тупăш парать. Çулленех аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» кооперативсенче «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне ÿстерсе пыраççĕ. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçе механизацилесси – тĕп вырăнта. Ахальтен мар кунта пысăк тухăç илеççĕ. Район агропромышленноç комплексĕн аталанăвне хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хăйсен тÿпине хывнине палăртмалла. А.Игнатьев, М.Тарасов, В.Павлов, В.Антонов, Н.Михайлов, Г.Герасимов фермерсем тăвалла пулсан та малаллах талпăнаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарассипе ял хуçалăх организацийĕсем те, уйрăм çынсем те тăрăшаççĕ. 2009 çулта мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 8550 тонна аш, 30670 тонна сĕт туса илме палăртнă. Пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсем япăх мар. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 64,3 центнер сĕт, 17,4 центнер аш туса илнĕ. Паллах, хальхи вăхăтра сĕт хакĕ йÿнĕ пулни хресчене хытах пăшăрхантарать. Ирĕн-каçăн хура тар тăкаканăн ĕçне хисеплени питĕ кирлĕ.
– Ялта ĕç вăйĕ çитменни пирки час-часах илтетĕн. Çак çивĕч ыйтăва татса парассипе районта мĕнле ĕçлеççĕ;
– Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ. Çак каларăшпа килĕшмеллех. Специалистсем çитменни хуçалăха малалла аталанма чăрмантарать. Аслă пĕлÿ илнĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç яла килесшĕнех мар. Çамрăксем – ялăн, хуçалăхăн тĕрекĕ. Патшалăх вĕсене ялтах тĕпленме пулăшассине, çавăн пекех кунта пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăрать. Чăваш Республикин «2012 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ» программине 2008 çулта 12 çамрăк специалист (çемье) çурт-йĕр çавăрма субсиди илнĕ. Калас пулать, çак программăна пурнăçа кĕртме пĕтĕмпе республикăна 93,83 млрд. тенкĕ уйăрнă. Малашне патшалăх паракан субсидие тивĕçекенсем тата ытларах пулĕç. Иртнĕ çул тĕрлĕ программăсем 54 çынна çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшнă.
– Ир акакан вăрлăхсăр юлман теççĕ. Çураки мĕнле пырать;
– Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне çуртрисене ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче икĕ пине яхăн гектар çинче акнă. Пĕлтĕрхи пекех çурхи ĕçсене пурнăçлассипе «Мураты» кооператив малта пырать. Кунта кĕске вăхăтра тырă акса пĕтерчĕç. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов каланă тăрăх, çак эрнерех çĕр улми лартма тухмалла. Уй-хирте аш-какай комбинатĕнче, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор», «Луч» кооперативсенче тимлекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Фермерсенчен уйрăмах Михаил Ермолаевич Тарасов хастар. Ун хуçалăхĕнче тырă акса пĕтернĕпе пĕрех. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене, ĕç çыннисене çуракине кĕске вăхăтра та пахалăхлă ирттерме сунатăп.