Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКСА ПĔТЕРЧĔÇ

30 апреля 2009 г.

Çăкаллă-явăшсем Май уявне кĕрекере мар, уй-хирти хĕрÿ ĕçре паллă тăваççĕ.

Шăпах ĕç уявĕ умĕн «Мураты» ял хуçалăх кооператив ертÿçин çумĕ Юрий Петрович Спиридонов çурхи культурăсене пысăк пахалăхпа акса пĕтерни çинчен пĕлтерчĕ, механизаторсемпе водительсене ырăпа асăнчĕ. Михаил Владимиров, Владимир Волков, Николай Журавлев, Геннадий Михайлов трактористсем тулăпа урпана тата выльăх апачлĕх ытти культурăна типтерлĕ акса хăварчĕç. Александр Федоров механизатор çурхи тырăсене акиччен минераллă удобренисене сапса пычĕ. Олег Петровпа Анатолий Алексеев водительсем агрегатсем патне вăрлăхпа минераллă удобренисене вăхăтра турттарса тăчĕç.

Çурхи культурăсене пысăк пахалăхпа акса пĕтернипе пĕрлех, черетре – çĕр улми лартса хăварасси. Хуçалăх унăн лаптăкне çулсерен ÿстерсе пырать, кăçал ăна 160 гектар лартасшăн. Çăкаллă-явăшсем тĕллевĕсене пурнăçлаççех, мĕншĕн тесен вăрлăхĕ те, минераллă удобренийĕ те, хурт-кăпшанкăсене пĕтермелли им-çамĕ те çителĕклех. Вĕсене ÿсĕм тума çĕр улми туса илессине çĕнĕ технологипе йĕркелени те пысăк пулăшу парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика