29 апреля 2009 г.
Юлашки кунсенче хĕвел хăйĕн шевлисене çĕр çине пĕр шеллемесĕр сапать, хресчене мăн аслашшĕсен чи юратнă ĕçне пурнăçлама чĕнет. Тăрисем те чарăна пĕлмесĕр юрă шăрантараççĕ.
– Пур уйра та çĕр хăвăртах пиçсе çитрĕ, – пĕлтерчĕ «Санары» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Роберт Игнатьевич Петров. – Ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçлас тесен хытах тăрăшмалла.
Кăçал хуçалăхра 234 гектар çурхи тулă, урпа – 189, выльăх пăрçипе хура тула 20-шер гектар, 130 гектар çĕр улми çитĕнтерме палăртнă. «Санары» агрофирма «Агро-Инновацисем» патшалăх предприятийĕпе тачă çыхăну тытать, çĕнĕлĕхсене çул парать. Акă виçĕмкун, çуракине тухнă кун, çак предприятирен ятарлă ушкăн килчĕ. Вĕсем спутник антеннипе усă курса агрофирмăри сăнав участокĕн чиккине палăртрĕç, вăл-ку лаптăкра удобрени, тырă мĕн чухлине кăтартрĕç. Паллах, кашни утăма пĕлсе тусан сахалрах тăккаланма, тупăш та ытларах илме пулĕ.
Механизаторсем çуракине тухăçлă ирттерес тесе тăрăшаççĕ. «Тăри юррипе хавхаланса ĕçлеме еплерех аван», – кăмăллăн пĕлтерчĕ Анатолий Яковлев тракторист.
Ĕç шавĕ уй-хирте илтĕнсех тăрать. Механизаторсем агрофирмăн икĕ уйĕнче тырă акаççĕ. Вăрлăх пахалăхли кăна.