Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ иртрĕ

29 апреля 2009 г.

– Юн пани – сăваплă ĕç. Этем сывлăхĕшĕн тăрăшакан пурнăçра ыр куратех. Апрелĕн 23-мĕшĕнче ирттернĕ Донор кунне вăрнарсем хастар хутшăнчĕç. Юн паракансем 116-ăн пулчĕç. Ытларахăшĕ – Вăрнарти совхоз-техникумран (35 çын), «Август» фирмăн филиалĕнчен (25). Сывлăх хуралĕнче тăракансем те ырă ĕçрен пăрăнмарĕç: 18-ăн Донор кунне хутшăнчĕç.

Юн паракансем хушшинче Раççей хисеплĕ донорĕсем те – Евгений Семенов, Галина Константинова (район тĕп больницин санитарки), Эдуард Кудряшов (реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ), Галина Приезжева (Вăрнарти 29-мĕш училищин библиотекарĕ), «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тимлекенсем – Владимир Приезжев, Александр Туганов, Георгий Орлов – пулчĕç.

Вăрнар район тĕп больницин тата республикăри юн яракан станцин администрацийĕсем пур донора та хастар пулнăшăн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика