Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăснă

29 апреля 2009 г.

Вăрнар район прокуратури шкул çулĕчченхи муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсенче тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем парас енĕпе саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. «Вĕрентÿ çинчен» федераллă саккуна пăснă тĕслĕхсем Вăрнарти «Рябинка» тата «Сеспель» ача сачĕсенче тупăннă. Вĕсенче тÿлевлĕ вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсем панă – ачасене акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ, çавăн пекех ташă кружокĕ йĕркеленĕ.

Тÿлевлĕ вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсем парассипе çыхăннă Правилăсен 17-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, ашшĕ-амăшĕсен вĕсемшĕн килĕшÿре палăртнă йĕркепе тата вăхăтра тÿлемелле. Ун хыççăн тивĕçтерÿсемшĕн тÿлесе татнине çирĕплетекен документа алла илмелле. Анчах саккунра ыйтнине хирĕçлесе, укçана ача сачĕсен воспитателĕсем хăйсемех пухнă, тÿлеве çирĕплетекен нимĕнле документ та ашшĕ-амăшĕсене паман.

Çавăн пекех, çÿлерех асăннă Правилăсен 7-мĕш пунктне пăсса, вĕрентÿ учрежденийĕсем тивĕçтерÿсем паракан çинчен калакан информацие те потребительсем патне кирлĕ пек çитермен.

Кунсăр пуçне занятисен вĕренÿ планне те, çулталăклăх календарлă графиксене те йĕркелемен, ашшĕ-амăшĕсемпе килĕшÿсем те çырман (6-мĕш ача сачĕ). Тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем пама ача сачĕсен заведующийĕсем саккунлă йĕркепе уйрăм предпринимательсем пек регистрациленмен граждансене явăçтарнă.

Район прокуратури çак çитменлĕхсене пĕтерме хушса район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă, ача сачĕсен заведующийĕсене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Регистрацисĕр уйрăм предприниматель пек педагогика ĕç-хĕлне пурнăçлакан, унтан тупăш илекен граждансем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен ĕçсем пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика