Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырури йĕркесем пурăнма хавхалантараççĕ

29 апреля 2009 г.

Пирĕн аслă ĕçтешĕмĕр – Вăрнар типографийĕнче 30 çула яхăн тимленĕ Александра Петровна Петрова – 90 çул тултарчĕ.

Чунĕпе ырă, кăмăлĕпе вашават хĕрарăм Вăрнарта пурăнать. Çавăнпа та вăл редакципе типографие час-часах килсе çÿрет, журналистсемпе полиграфистсен паянхи ĕçĕпе кăсăклансах тăрать.

Паллах, паян пичет продукцине кăларасси самаях улшăннă, çăмăлланнă темелле. Александра Петровна хăй вăхăтрине аса илсе тĕлĕнет те тепĕр чух. Вăл пĕр вăхăтрах наборщица тата печатница ĕçĕсене пурнăçласа пынă. Ку профессисене ятарлă вĕренÿ заведенийĕнче те вĕренмен, хăй тĕллĕн алла илнĕ.

– Ун чухне типографи хальхи хутăш препаратсен завочĕн территорийĕнчи йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Печатника вĕренес тесе мĕн чухлĕ тĕрмешмен пулĕ; Каçхине, пурте килĕсене салансан, пичет машинине ĕçлеттереттĕм. Кирлĕ мар хутсене яра-ярах ĕçлеме вĕрентĕм, – аса илет вăл.

«Çутă пĕтсе ларсан машинăна алăпа çавăрттарса хаçат çапни те миçе хутчен пулман-ши;» – хушса хурать вăл.

Александра Петровнана чун туртнă ĕç пĕтĕмпех хăй «тыткăнне» илнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл переплетчица тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. Коллективра яланах хисепре пулнă, çамрăксене чылай вĕрентнĕ.

29 çул хушши чунне парса тимленĕшĕн, тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна нумай хутчен Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă. Ĕç ветеранĕ тÿлевсĕр путевкăпа икĕ хутчен Латвире, çавăн пекех Украинăра, Грузире пулса курнă.

Александра Петровна хăйĕн юбилейĕ умĕн Раççей Президенчĕн Дмитрий Медведевăн Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламланă çырăвне илнĕ. Çакăншăн ватă çын çав тери хĕпĕртенĕ. «Тавах, мана, ватă çынна, манманшăн. Çак йĕркесем пурăнма хавхалантараççĕ»,– тет вăл çырăва хăй çумне пăчăртаса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика