Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш сăвви-юрри уявĕнче

25 апреля 2009 г.

Чăваш сăвви-юрри уявĕнче

И.Я.Яковлева халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти хатĕрленĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем сăвă, калав тата ытти литература жанрĕсемпе вулав каçĕсем, викторинăсем ирттерчĕç.

Вăтам классенче вĕренекенсем чăвашсен авалхи вăйă, улах юррисен каçне йĕркелерĕç, халăх вăййисене кăтартса пачĕç. Чăваш поэчĕсен ачасем валли çырнă сăввисемпе хальхи вăхăтри композиторсем хайланă юрăсем те янăрарĕç çак уявра.

Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă поэтсен сăввисемпе çырнă юрăсемпе те паллашрĕç ачасем. Петĕр Ялкир, Иван Ивник, Григорий Илепер, Анатолий Хум поэтсен пурнăçĕ çинчен вĕренекенсем пĕлни учительсене те, концерт курма килнĕ ашшĕ-амăшĕн кăмăлне те кайрĕ. Музыка учителĕ В.Михайлов чăваш композиторĕсем пирĕн ентешсен сăввисемпе çырнă юрăсене тĕплĕн вĕрентсе, юрăсен историйĕ, композиторсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай каласа кăтартрĕ. Хăй те композитор пулнă май, Владимир Антонович хăйĕн юррисемпе те паллаштарчĕ. Уявра ытти композиторсем çырнă юрăсем те янăрарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика