25 апреля 2009 г.
Çак ятпа Калининăри библиотекăра Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа литература каçĕ иртрĕ. Унта Калининăри шкул-интернатра 6-мĕш «а» (воспитателĕ – С.Захарова) тата 8-мĕш «б» (О. Галкина) классенче вĕренекенсене хăнана чĕнчĕç. Чăваш тумне тăхăннă библиотекарьсем вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Илемлĕ каçра чăваш поэчĕсен – В.Давыдов-Анатрин, П.Эйзинăн – çăкăра мухтакан сăввисене, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» хайлавĕн пайĕсене, А.Емельянов çăкăр хакĕ çинчен каланине тата Ухсай Яккăвĕ хăйне ашшĕ çăкăрпа çĕре хисеплеме вĕрентни пирки аса илнине вуланă. Илья Миксонăн «Жила-была...» хайлавĕнчи Таня Савичеван вăрçă вăхăтĕнчи тертлĕ ачалăхне, пĕчĕк хĕрача куçĕ умĕнчех унăн çемйи выçăпа вилнине сăнлакан сыпăксене вуланине ачасем пĕтĕм чун-чĕререпе хурланса, ăна шеллесе итлесе ларчĕç.
Вĕренекенсем хăйсем те хавхалансах сăвăсем вуларĕç, чăваш тата вырăс халăхĕсен каларăшĕсемпе ваттисен сăмахĕсене, çăкăрпа çыхăннă йăла-йĕркесене аса илчĕç. Вĕсем кашни çăкăр татăкĕнче чылай çыннăн – колхозниксемпе трактористсен, агрономсемпе комбайнерсен, çăнăх авăртакансен тата çăкăр пĕçерекенсен – ĕçĕ хывăннине ăнланса илнине пĕлтерчĕç.