Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмен ăста пулнă

25 апреля 2009 г.

Упнер ялĕнче пурăнакансем Григорий Данилович Данилова хисеплеççĕ. Вăл ырă ята ырми-канми ĕçленипе тивĕçнĕ. Григорий Даниловичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 46 çул.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕх кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар йывăççи çемĕн çырли теççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентнипе Кĕркури ĕçе юратма пĕчĕкренех хăнăхнă. Упнерти шкулта та тăрăшса вĕреннĕ. Яш каччă салтак аттине тăхăниччен тăван колхозра вăй хунă. Тăрăшуллă, ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ пулнăран аслисенчен сахал мар ырă сăмах илтнĕ.

Григорий Данилов 1951–1954 çулсенче Хĕрлĕ Çарта службăра тăрать. Салтак аттине хывсан пĕлÿ илме ăнтăлать. Канашри механизаци училищинчен тата финанс техникумĕнчен вĕренсе тухать. Григорий Данилович хăйĕн ĕмĕрĕнче механизаторта та, клуб заведующийĕнче те, фотографра та тимленĕ. Налук инспекцийĕнче вара 26 çул ытла вăй хунă. Анлă тавракурăмлă пулнăран Григорий Данилович темтепĕр ăсласа тупма пултарать. «Килте тунă трактор хушма хуçалăхри ĕçсене хăвăртах пурнăçлама пулăшать, – кăмăллăн калаçать ватă. – Çын куçĕнчен пăхмалла мар». Григорий Данилович тырă çапмалли агрегат та ăсталама мехел çитернĕ.

Ăстаçă тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть. Мăшăрĕпе иккĕшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ватăсене ывăлĕсем хăйсен çемйипе яланах килсе пулăшаççĕ. Пушă вăхăтра Григорий Данилович район хаçатне юратса вулать. «Çĕнтерÿ çулне» тăвана кĕтнĕ пекех кĕтетĕп», – пĕлтерчĕ хаçат тусĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика