Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк специалистсем уй-хирте тăрăшĕç

25 апреля 2009 г.

Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем, кăçал «тракторист-машинист» специальноçне илекенсем,

экзамен тытрĕç.

Яш-кĕрĕм комисси председателĕн – патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă инспекторĕн Иван Тимофеевăн – кăткăс ыйтăвĕсене хуравлама пултарнă. 8 вĕренекен комбайнпа çÿрес енĕпе экзамен тытнă. Яш каччăсем кăçалах уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнĕç. Çавалкасри Александр Аврамова Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра хаваспах кĕтеççĕ. Ăна «МТЗ-80» трактор шанса парĕç. Сергей Осипов «Знамя» хуçалăхра тăрăшĕ, вăл В, С, Д, Е категорисемпе экзамен тытнă. Кушар Юнтапари Вячеслав Мажорова ашшĕ ырă тĕслĕх кăтартни витĕрех курăнать. Маттур каччă та тăван «Юнтапа» кооператива ĕçлеме килĕ.

Калас пулать, училищĕн машинăпа трактор паркĕ çĕнĕ йышши техникăпа пуян. Çавăнпа яш-кĕрĕм вырăнтах практика хăнăхăвĕсем илме пултарать.

Çак кунах училищĕри 14 ял хуçалăх машини патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика