Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхене упрасчĕ

25 апреля 2009 г.

Чăваш чĕлхин эрнинче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Тунтикун Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта районти чĕлхеçĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе культурологи факультечĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Хăнасем хушшинче пирĕн ентешсем те пур: Виталий Родионов, Ирина Софронова, Клара Чекушкина, Эльвира Родионова ăслăлăх ĕçченĕсем. Вĕсем чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, ку предмета шкулта вĕрентес методика çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Студентсем концерт кăтартрĕç.

Тепĕр кунне Калининăри вăтам шкулта шкул библиотекарĕсен семинарĕ пулчĕ. Унта ЧР Писателĕсен союзĕн членĕ Светлана Гордеева поэт-куçаруçа, Культура министерствин тĕп специалисчĕ Валерий Кошкин, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Раиса Терюкалова, Чăваш патшалăх филармонин солисчĕ Галина Унегерова, чăвашсен паллă музыканчĕ Авраам Бурундуков хутшăнчĕç. Хăнасем кĕнекесем, парнесем, çĕнĕ сăвă-юрăсем илсе килнĕ. Хăй енĕпе кашниех савăнтарма пултарчĕ.

В.Кошкин кĕнеке пуххисем чылай кăларнă, хăшĕсене вăл шкула парнелерĕ. Çавăн пекех вăл чăваш чĕлхине упрамалли, унăн малашлăхĕ хамăртан килни çинче чарăнса тăчĕ.

Калининăри шкулта вĕренекенсем семинара хутшăнакансем умĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Аня Ананьева К.Ивановăн «Нарспи» поэмин сыпăкне илемлĕ вуларĕ. Каласа хăвармалла, вăл республикăра ирттернĕ «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра та виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

11-мĕш класра вĕренекен Юра Ананьевпа Катя Кошкина хăйсен юррисене юрласа пачĕç.

Паян Шупашкарта Чăваш чĕлхин кунне уявлаççĕ. Пирĕн районти вĕренекенсем те – конкурс-олимпиадăсенче мала тухнисем – унта хутшăнма тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика