22 апреля 2009 г.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн коллективĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Вăрнарсен кăтартăвĕсене ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Л.А.Шпак тата М.Р.Семенов тĕп куратор хакларĕç. Пай пуçлăхĕ çумĕнчи оперативлă ларăва район пуçлăхĕ А.Кузьмин, Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ А.Владимиров хутшăнчĕç, район территорийĕнче йĕркелĕхе тивĕçтересси пĕрлĕхлĕ тĕллев пулнă май ку енĕпе лару-тăрăва татах та лайăхлатас енĕпе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç, хальхи тапхăр тĕлне пурнăçланă ĕçе те сÿтсе яврĕç.
Обществăри лăпкă мар лару-тăрăва кура, пĕтĕм тĕнчери экономикăна кисретекен кризис çынсене ĕçсĕр, укçа-тенкĕсĕр хăварнă пирки преступлени тăвас çул çине тăракансем Раççейре те нумайланчĕç, çав шутра – пирĕн республикăра та. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта акă хамăр районта та преступленисем пĕлтĕрхинчен 9,2 процент нумайрах (119) пулса иртрĕç. Çакă, тĕпрен илсен, ют пурлăха çаратакансем ытларах пуçтахланма тытăннипе çыхăннă: хваттерсене тустарнă тĕслĕхсем ÿсрĕç, лавкка çаратнă тата выльăх вăрланисем те çырăнчĕç. Уйрăмах йывăр, йывăр, вăтам йывăр преступленисем тĕлĕшпе те кăтартусем пĕлтĕрхинчен япăхрах, вĕсем палăрмаллах нумайланчĕç.
Апла пулин те киревсĕр ĕçсене уçса параслăх шайне хăпартнипе кăмăллă, çакă пурте яваплă ĕçленĕрен пурнăçланчĕ. Çынсене юриех вĕлернĕ, сывлăхĕсене йывăр сиен кÿнĕ, хĕненĕ, хĕн кăтартнă, лавкка çаратнă, хуçисене кĕсье телефонĕсемсĕр хăварнă преступленисемшĕн айăплисене пурне те суд умне тăратнă; тарса пытанса çÿрекен преступниксене тата хыпарсăр çухалнисене шыраса тупассипе ăнăçлă тимленĕ. Тепĕр аван кăтарту – дача çурчĕсене тустарнă, тĕслĕ металл вăрланă, çынсен кĕсйисене сĕмсĕррĕн ухтарнă, транспорт хатĕрĕсене хăваласа тарнă, вăрă-хурахла тапăннă тĕслĕхсем районта пачах пулса иртмен.
Пирĕн службăра преступленилле ĕçсене асăрхаттарасси чи пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри тесе шутлатпăр. Киревсĕр ĕç тунă çынна явап тыттарни вăл пĕрре, анчах çак преступление пурнăçлама паманни тата витĕмлĕрех. Кăçалхи виçĕ уйăхра акă çула çитмен çамрăксем, судпа айăпланнисем, ĕçлемесĕр пурăнакансем хутшăннипе пулнă преступленисем чакрĕç. Çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторсем, сăмахран, ачасемпе çамрăксен организацийĕсемпе тата вĕренÿ заведенийĕсемпе, ял-хула поселенийĕсем çумĕнчи комиссисемпе, профилактика канашĕсемпе пĕрле профилактика тĕллевпе тĕрлĕ меслетпе усă кураççĕ. Вĕсем учета илнĕ ăнăçсăр çемьесене тăтăшах вырăнта тĕрĕслеççĕ, ачисене япăх витĕм кÿрекен ашшĕ-амăшĕсемпе ăнлантаруллă калаçусем ирттереççĕ, ывăлĕ-хĕрĕсене воспитани парассипе тата пăхса ÿстерессипе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пăрăнакансене явап тыттараççĕ. Паянхи куна инспекцире районти 14 ăнăçсăр çемьене, кукăр çул çине тăнă çула çитмен 57 çамрăка учета илнĕ.
Каласа хăвармалла, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем те ялти пухусенче, ĕç коллективĕсенче тухса калаçаççĕ, унчченхи çулсенче саккуна хирĕç кайнисене, тĕрмерен тухнисене, сăмакун е ытти спиртлă шĕвексем сутакансене уйрăм тимлĕхре тытаççĕ. Криминаллă лару-тăру япăх ялсенче, ял хуçалăх предприятийĕсемпе культура учрежденийĕсем, таварпа пурлăх упранакан объектсем çывăхĕнче милици сотрудникĕсем пĕрмаях каçхи вăхăтра тĕрĕслевпе çÿреççĕ.
Килте пăшал тытакан граждансене те яланхиллех куçран вĕçертместпĕр. Çирĕп тĕрĕслевсем хыççăн 19 çынна явап тыттарнă.