22 апреля 2009 г.
Пулас ăрусене мирлĕ пурнăç парнеленĕ, хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерансен, çĕнтерĕве тылра туптанă ĕçченсен йышĕ çулран-çул чакса пынине шута илсе, вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх халăх асĕнче хăварас тĕллевпе Чăваш ен Президенчĕ Аслă Çĕнтерÿ уявне çулсерен чаплăрах ирттермелли пирки калать.
Пăшăрханмалли çук – кăçалхи уяв та тĕнчери укçа-тенкĕ кризисне пăхмасăр ытти çулхисенчен начартарах иртмĕ. Президент чĕнсе каланине республикăри чылай предприяти-организацире вăй хуракансем хирĕçлемен – Аслă Çĕнтерÿ парадне ирттерме пĕр кунхи ĕç укçисене хывнă.
Пирĕн районтан пуринчен малтан ырă тĕслĕх кăтартаканĕ – «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕн «Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти» филиалĕ. Унăн хамăр поселокра вăй хуракан коллективĕ те, Йĕпреçре вырнаçнă производство участокĕнче тимлекенсем те Александр Богданов директор пухура каланине ăша хывнă – ветерансене сума суса пĕр кунхи ĕç укçине фонд счечĕ çине куçарма кăмăл тунă.
Тырă йышăнакан предприти ĕçченĕсенчен ыттисем те ырă тĕслĕх илме пултараççĕ. Çакă вăл – вăрçă паттăрĕсене, историе чунтан хисепленине çирĕплетекен пулăм.