22 апреля 2009 г.
Çĕньял Хапăсра пурăнакан Алексей Яковлевич Игнатьев фермера районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Ларма-тăма пĕлмен çын вăл – чăн-чăн çĕр хуçи. Шăпа мана унпа питĕ тачă çыхăнтарчĕ. Вăл – манăн хăта. Çак сăлтава пула Алексей Яковлевичпа тăтăшах курса калаçатăп, унăн шухăш-кăмăлĕпе чун ыратăвне пĕлсех тăратăп. Хăй çинчен ытлах каласа пама юратмасть пулсан та иртнĕ вун икĕ çулта майĕпен вăл мĕнле сăлтавсене пула фермера тухнине те ыйтса пĕлтĕм. Ун çинчен хаçат вулаканĕсене те каласа парас килчĕ.
Пулас лаша тихаран паллă теççĕ ваттисем. Алексей Яковлевич пирки те çакнах калама пулать. Анчах васкар мар-ха, юхан шыв та çăл куçран пуçланать, этем пурнăçĕ те – ачалăхран. Санарпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Алеша икĕ юлташĕпе Казахстанри Караганда облаçĕнчи механизаци училищине çул тытнă. Ачаранпах техникăна юратакан çамрăк парта хушшинче йĕм çĕтсе вăхăт ирттермен, преподавательсем паракан пĕлĕве тимлесех пуçа хывнă, училищĕне пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе вĕçленĕ. Çĕннине самантрах пуçа хывакан каччăна училище администрацийĕ Кокчетав облаçĕнчи Шучинск хулинчи индустрипе педагогика техникумне вĕренме кайма направлени панă. Техникума вĕренме кĕме экзаменсемсĕрех çул уçăлни ăна татах тимлĕрех пулма хавхалантарнă. Техникумра пĕр çул вĕренсен, ял хуçалăх техникине тĕплĕнрех алла илес тĕллевпе, вăл çуллахи каникул вăхăтĕнче яла килсе çÿремен, хула çывăхĕнчи пĕр совхозра механизаторта ĕçлеме пуçланă. Чăнах та, çакăн усси те пысăк пулнă: пĕрремĕшĕнчен – тĕрлĕ техникăпа ĕçлесе ăсталăха ÿстернĕ, практикăлла хăнăху илнĕ. Иккĕмĕшĕнчен – çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли лайăх тум туянма тата алра тыткалама укçа-тенкĕ те тупăннă.
Совхозра вăл малтан тракторпа çĕр сухаланă, тырă пиçсе çитсен комбайн çине ларнă. Кунта çакна та палăртса хăварас килет: Алексей Яковлевич вырмана тухас умĕн совхоз пуçлăхĕсене хăйне уйрăм участок виçсе пама ыйтнă – ушкăнпа ĕçлеме килĕшмен. Пуçласа техникăна алла илекен чăваш каччин хăй мĕнле ĕçлеме пултарнине куçпа курса, ăспа виçсе хаклас килнĕ. Çав вăхăтрах изобретательпе рационализатор пулма Турă панă çамрăкăн пуçĕнче вăрттăн шухăшсемпе ĕмĕтсем тĕвĕленнĕ – вăл никама пĕр сăмах шарламасăр комбайн жаткин хăш-пĕр пайĕсене улăштарнă. Тен, вăй-хал çитсен, вырмара малтисен ретне те тухма май килĕ; Анчах тин кăна пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăк социализмла обществăн хут çине çырман саккунне пĕлмен те, ăнланман та – никамран та ан ирт, ытлашши кая та ан юл, кулленхи пурнăçра ерипен ут, ĕçленçи кăна ту – унсăрăн хăвна йывăр килме пултарать.
Пĕр эрне вăй-хала шеллемесĕр тар тăкнă хыççăн вăл çак саккуна питĕ лайăх ăнланса илнĕ. Вăл ĕçлекен механизаторсен бригадинче кам миçе гектар вырса-çапнине шутланă та – çакă палăрнă: пурин те – 15-шер гектар, Алексей Игнатьевăн вара – 30 гектар! Никам та ĕненесшĕн пулман – облаçе çăхав хыççăн çăхав вĕçнĕ, совхоз комбайнерĕсен ĕçне тĕрĕслеме темиçе комисси килсе кайнă. Алексей Яковлевича милицие чĕнсе допрос туманни кăна юлнă. Вăл тĕрĕслевçĕсене ĕç ÿсĕмĕн сăлтавĕсене питĕ лайăх ăнлантарса панă: ятарласа хăй шухăшласа кăларнă механизмсемпе вăл жаткăри çурласен хăвăртлăхне икĕ хута яхăн ÿстернĕ, çакна пула комбайна та хăвăртрах чуптарнă.
Техникумран 1973 çулта вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ диплома алла илнĕ каччăна облаçри совхозра автомастерской пуçлăхне лартнă. Хăйне шаннă ĕçе вăл тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, анчах та чунĕ тăван ялах туртнă. Çурла уйăхĕн варринче яла таврăннă. «Вурнарский» совхоз директорĕ Семен Валерианович Валерианов çамрăк специалиста хапăл тусах йышăннă, ăна автомастерскоя шанса панă.
Алексей Яковлевич чи малтанах витнĕ йĕтем çине тырă типĕтсе тасатакансем патне çитнĕ. Унăн куçĕ умне тĕлĕнмелле, анчах тарăн шухăша яракан ÿкерчĕк тухса тăнă: пĕр сакăр вунă çынна яхăн, пушарти пек черетленсе тăрса, тулли витресене алăран алла парса КЗС-5 агрегат патне тырă йăтнă. Кунашкал картинăна йĕтем çинче кашни кунах, ир пуçласа каçчен, курма тÿр килнĕ. Ял çыннисем ĕçлесе ураран ÿкесле ывăннă.
Çакăн хыççăн Алексей Яковлевич темиçе каç çывăрайман, витнĕ йĕтеме механизацилеме проект хатĕрленĕ, ăна пурнăçа кĕртме мĕн-мĕн кирлине, вĕсен хакне кăтартса совхоз директорĕ патне кĕнĕ. Çĕннине яланах çул уçса паракан Семен Валерианович пулăшнипе проект часах пурнăçа кĕнĕ – йĕтем çинче тăват-пилĕк çын кăна ĕçлеме тытăннă, совхозăн пиншер тенкĕ перекетленнĕ. Çакăн пек ырă ĕçпе çирĕплетнĕ вăл хăйĕн пĕрремĕш утăмне тăван совхозра, ним пысăклатмасăрах ăстаçă ятне яланлăхах çĕнсе илнĕ.
Витнĕ йĕтем çинче ĕçлеме КЗС-5 агрегат хăвачĕ пĕчĕкреххине кура хăватлăраххине – КЗС-20 – туяннă. Ăна вырнаçтарса ĕçе яма ăста специалистсем те тупăннă – 24 пин тенкĕ кăларса хур кăна. Пĕчĕк укçа пулман ку сумма вăл вăхăтра, мĕншĕн тесен аслă пĕлÿллĕ учительсемпе инженерсем те уйăхне çĕршер тенкĕрен ытла илеймен. Алексей Яковлевич тĕплĕн шухăшласа пăхнă та «шабашниксен» сĕнĕвĕпе килĕшмен, çĕнĕ агрегата вырнаçтарма мĕн чухлĕ укçа кирлине хăй ларса шутланă. Пĕтĕмлетÿ директора та тĕлĕнтернĕ – расхучĕ 3,5 пин тенкĕпе танлашнă. «Шабашниксене» пĕр агрегата вырнаçтарма тÿлес укçапа 7 агрегат пухма май пулнă. Тепĕр куннех вăл совхозри ăста механизаторсенчен бригада йĕркеленĕ те 24 кунран çĕнĕ агрегата хута янă. Çулталăкран çакăн пек агрегатсене совхозра çав хакпах тата иккĕ вырнаçтарнă.
Пултаруллă, ăсĕпе те, ĕçĕпе те ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăракан Алексей Яковлевича совхоз директорĕ выльăх-чĕрлĕх фермине механизацилес енĕпе ĕçлекен инженер пулма çирĕплетет. Çĕнĕ инженер «Санары» колхозран тăрса юлнă пĕртен-пĕр путлĕрех витене юсаса механизацилеме шутлать. Çак тĕллевпе шкулти 7–9-мĕш классенче вĕренекен 54 ачаран бригада йĕркелесе совхозпа килĕшÿ тăвать. Район историйĕнче шкул ачисенчен йĕркеленĕ пĕрремĕш ĕçпе кану лагерĕ пулнă ку. Ачасем çамрăклах тĕрлĕ ĕçе хăнăхнă, укçа та ĕçлесе илнĕ. Бригадăна шкулти стройотряд тесен те йăнăш пулмĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеччĕр тесе вăл вĕренекенсене темиçе звенона пайлать. Çуллахи каникулта ачасен ĕçĕ вĕресе кăна тăрать. Ăста та хăй ĕçне лайăх пĕлекен педагог кăтартса пынипе вĕренекенсем икĕ уйăхра пĕтĕм ĕçе туса пĕтереççĕ: вите урайĕсене бетонлаççĕ, автопоилкăпа валашкасем вырнаçтараççĕ.
Алексей Яковлевич ĕç хыççăн каçсерен çĕнĕ проектсемпе чертежсем хатĕрлет, витерен тислĕк тасатмалли механизм шухăшласа кăларать, ăна та ачасемпех вырнаçтарса хута яраççĕ. Çамрăк инженерăн пултарулăхĕ совхозри кĕвĕçÿллĕ çынсен чунне самаях вĕчĕрхентерет. Вĕсем хăйсенчен тахçанах иртсе кайнă, творчествăлла шухăшлама пĕлсе районта кăна мар, республикипех чапа тухма тытăннă Алексей Яковлевича кирек мĕнле пулсан та такăнтарма, ура хума тăрăшаççĕ. Профсоюз обкомне, совхозсен трестне çăхав хыççăн çăхав çитсе выртать. Вĕсенче çырнă тăрăх, вăл чăн-чăн «эксплуататор» пулса тăнă, çамрăксене йывăр ĕçе кÿлĕнтерсе хул-çурăмĕпе ÿт-пĕвне хуçса амантса пĕтернĕ имĕш. Тĕрĕслеме килнĕ комисси тĕрлĕ шăйрăксем шырать, Алексей Яковлевича темĕнле статьясем тăрăх тытса кайса тĕрмене хупассипе хăратма тытăнаççĕ. Телее, икĕ уйăх ĕçлесе бригадăри пĕр ача та алли-урине амантма мар, ниçта пĕр шăйрăк та туман. Пархатарлă ĕçшĕн хăйне çакăн пек «чыс» тума килнĕ комисси членĕсене нимĕнпе те ÿкĕте кĕртме май килмен, совхоз директорĕ хута кĕни, ачасен ашшĕ-амăшĕсем ырă сăмахсем калани те – вĕсемшĕн нимĕне тăман. Чул чĕреллĕ çынсене нимĕнпе те ÿкĕте кĕртме май çуккине кура, Алексей Яковлевич та тарăхнипе виçерен тухса каять. Çав самантра ал айне пулнă самаях тĕреклĕ лума ярса илет те комисси членĕсене тустарма тытăнать. Лешсем чăл-пар кăна тарса çухалаççĕ. Юрать-ха, никама та суранлатман. Вырăссем калашле – кашкăрсемпе пурăнсан, кашкăрла ÿлеме вĕрен, тенĕ пекех пулса тухнă унăн. Кайран хăй ытла хĕрсе кайнишĕн хытах ÿкĕннĕ, чăнах та тытса каясран шикленсе пурăннă. Турра шĕкĕр, ĕç-пуç çакăнпа вĕçленнĕ, совхоза ку ыйтусемпе урăх никам та ура ярса пусман.
Шырав, тишкерÿ – малта пыракансен опычĕпе паллашса вĕсенчен вĕренсе пырасси – лара-тăра пĕлмен çамрăк инженер. Хăйĕн пултарулăхĕпе тата ăсталăхĕпе киленсе тăван совхозра йÿçсе лармасть вăл, çĕннине хăй куçĕпе курса, алăпа тытса пăхса, ĕçлеттерсе пуçа хывма час-часах инçе çула тухса каять. Малтанах Оренбург облаçĕнчи районсенче пулать, унтан Тула облаçне, Василий Александрович Стародубцев ертсе пыракан колхоза, çитсе курать. Хăй мĕн курса вĕреннине пурнăçа кĕртет, выльăх-чĕрлĕх ферминче инженерта вăй хунă тапхăрта вăл 5 витене механизацилет, пĕр сехетре 8 тонна апат хутăшĕ авăртса хатĕрлекен цеха хăй проекчĕпе туса ĕçе кĕртет.
Çак çĕнĕлĕхсене пулах совхоз çулсерен 1600 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртса патшалăха сутма тытăнать. Вĕсен чĕрĕ виçи кашнин 400 килоран кая пулман. Виççĕмĕшпе тăваттăмĕш витесенче ĕçлекенсем тимленипе кашни пуç выльăх талăкне пĕр килограмм ытла ÿт хушма тытăннă. Пĕтĕм ĕçе механизациленипе пĕр çын 400 выльăха пĕччен пăхма тытăнать. Пĕтĕм ĕç ÿсĕмĕ куç умĕнче, вăл ертсе пыракан механизаторсен ушкăнĕ тимлĕхĕпе хастарлăхне пула уйăхсерен ыттисенчен чылай нумайрах укçа илме пуçлать, çакă вара ĕçшĕн ытлах хыпăнман çынсен чунĕнче курайманлăхпа кĕвĕçÿ çуратать. Алексей Яковлевича нарядсем ÿстерсе çырать тесе айăплама тытăнаççĕ, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана пурне те пĕр пек валеçсе пама сĕнеççĕ, хăратма та пăхаççĕ. Пĕртан тÿлевшĕн кĕрешекенсене Алексей Яковлевич тăрăшса вăй хурсан пурте уйăхне 400-шер тенкĕ укçа ĕçлесе илме пултарнине ăнлантарма пикенет, анчах нимĕнле те ÿкĕте кĕртме май çук. Лешсем унпа килĕшмеççĕ, куракăн пĕр юрă тенĕ пек: «Пире нумай кирлĕ мар, 200 тенкĕ те çитет», – теççĕ.
Çак сăмахсене илтсен Алексей Яковлевича ашшĕ, Яков Антонович, каласа пани аса килет. Ывăлĕ пекех лара-тăра пĕлмен çын пулнă вăл, тăван колхозра платникре вăй хунă. Çынсем канма, чĕлĕм туртма е картла выляма ларсан та вăл вĕсемпе пĕрле канман, хăй ĕçне малалла тунă. Пĕррехинче çакна пула самаях пăтăрмах пулса иртнĕ. Бригада членĕсем черетлĕ канăва ларсан, Яков Антонович, яланхи пекех, ĕçе пăрахман. Шăпах çак вăхăтра колхоз председателĕ çитнĕ. Ĕç вăхăтĕнче пĕç тăратса выртнăшăн вăл бригада членĕсене самаях ăшаласа илнĕ, Яков Антоновича ырăпа асăннă. Çакăн хыççăн ыттисем ун çине чалăшшăн пăхма тытăннă, йĕплĕ сăмахсем те каланă, хăйсем канма ларсан ăна та вăйпах ĕçлеме паман. Тÿсеймен вара вăл, бригадăран уйрăлса кирпĕч хуракансем патне подсобника куçнă.
Кĕçех Алексей Яковлевича совхозри тĕп инженера лартаççĕ. Çак вăхăтра вăл фермăри мĕнпур ĕçе механизацилесе çитерет. Тĕрĕссипе, фермăра ĕçлекенсен çакăншăн Алексей Яковлевича чун-чĕререн тав тумалла пек. Пурнăçра вара йăлтах тÿнтерле пулса тухать. Пултарулăхпа пуçарулăха, ĕçе тĕплĕн тăвакан çынна пурнăçра нимпе те палăрайман çынсем курайми пулаççĕ. Ара, ĕçе вăл ячĕшĕн кăна тума пултараймасть. Пысăк укçа илни такама та кĕвĕçтерет. Вун тăхăр çул фермăра тимлесе вăл пĕр кун та отпуск илсе курман, уншăн канмалли кунсемпе уявсем те пулман – эрех-сăра аякра тăнă. Ăна кирек хăçан та фермăра курма пулнă, юсамалли, çĕнетмелли уншăн кулленех тупăннă.
Совхоз директорĕ улшăнсан, Алексей Яковлевичăн тăшманĕсем пуçĕсене вăштах çĕкленĕ. Мĕншĕн тесен çĕнĕ директор, фермăсене механизацилессине малтан та хирĕç пулнăскер, халĕ уççăнах Алексей Яковлевича ура хунă. Карма çăварсене çакă кăна кирлĕ пулнă, ыратакан суран çине вĕсем тăвар сапма питĕ ăста пĕлнĕ – шăлĕсене йĕрсе çеç çÿренĕ. Директорпа пĕр чĕлхе тупса, меллĕ самантра, тĕп инженерăн ĕç расценкине чакарма ыйтнă, унсăррăн Алексей Яковлевича малашне фермăра мар, йÿнĕрех тÿлекен ĕçе куçарассипе хăратма тытăннă.
Кашни çын сăмахне чĕре патне илекен таса чунлă çын çакнашкал пăтăрмаха тÿсеймест, унăн сывлăхĕ хавшама тытăнать. 1990 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче вăл ураран ÿкет, ăна шалкăм çапма пуçлать. Тухтăрсем вăхăтра пулăшу пани кăна ăна йывăр чиртен çăлса хăварать. Чир-чĕр мĕнрен килнине вăл лайăх ăнланать, çавăнпа та сывлăхĕ тĕрекленсен, малашне коллективлă хуçалăхра ĕçлеместĕп тесе хăйне хăй сăмах парать. Чĕлхе çинех килнĕ пулĕ, чăнах та, малашнехи пурнăçра вăл çак сăмаха çирĕп тытать. Унăн телейне шăпах çак вăхăтра Раççей Президенчĕ пулма Борис Николаевич Ельцина суйлаççĕ, вăл вара хресченсен пурнăçне чылай çĕнĕлĕх кĕртет. Алексей Яковлевичшăн та çĕнĕ тапхăр пуçланать. Пулас фермерăн пурнăç çулĕн малтанхи тапхăрĕ çинчен хам сăмахсемпе çырса патăм пулсан малалла хăйне сăмах парăпăр. Акă мĕн хуравларĕ вăл мана:
– Раççей Президенчĕн Указĕпе ялти кашни çын хăйне уйăрса панă çĕр тÿпипе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма май тупрĕ. Пирĕн совхозра вăл вăхăтра кашни çын пуçне 5,6 гектар çĕр лекетчĕ. 1991 çулта пулса иртнĕ пухура кун пирки чылай тавлашма тиврĕ. Совхоз директорĕпе Г.Н.Капраловпа В.Н.Никифоров тĕп агроном тата рабочком совхоз çĕрне никама та парасшăн пулмарĕç. Эпĕ вара совхозри хам пĕлекен ĕçчен çынсемпе фермер хуçалăхĕ йĕркелесе яма сĕнтĕм. Хам сăмаха вĕçлесенех манран Абрамов механизатор çапла ыйтрĕ: «Эсĕ мана хăв ушкăнна йышăннă пулăттăн-и; Эпĕ юптарса тăмарăм, пĕтĕм халăх умĕнче ăна тивĕçлĕ хурав патăм:
«Çук, йышăнмастăп. Эпĕ сана хам бригадăна илсен, эсĕ унта часах хăв пек карма çăварсене кĕртсе тултаратăн та вĕсене мана хирĕç вĕслетме тытăнатăн. Мана сăмах çапакансем мар – ĕçлекенсем кирлĕ».
Малтанах пухура 19 çын хăйсене тивекен çĕрпе фермерсен ретне кĕме кăмăл турĕ. Тепĕр ирхине вĕсенчен иккĕшĕ – Виталий Геннадьевич Скворцовпа Александр Иванович Иванов кăна заявлени çырса пачĕç. Виçĕ кун иртсен Александр Иванович та заявление каялла илчĕ, В.Г.Скворцов вара пĕрре палăртнă тĕллеврен каялла чакмарĕ. Унăн шухăшĕпе ашшĕ-амăшĕ те килĕшмерĕ, арăмĕ те уйрăлса каяссипе хăратрĕ, анчах вăл пурпĕрех шухăшне улăштармарĕ. Вĕсем мĕншĕн хирĕç пулнин сăлтавне каярах тин пĕлтĕм. Тĕрĕссипе, кунта вĕсем те айăплă мар – чăн пурнăçра пулса иртнĕ истори пулăмĕсем. Вăтăрмĕш çулсенче колхозсем йĕркелеме тытăнсан кашни ялтах тĕреклĕ пурăнакан, хăйсен ăс-тăнĕпе, ырми-канми ĕçĕпе килти хуçалăха ура çине тăратнă çынсене, «кулаксем» тесе, судсăр-мĕнсĕрех, ĕмĕрĕпе пухнă пурлăхне туртса илсе – çăкăрсăр, укçасăр, çири тум-тирсĕр Çĕпĕре ăсатнă. Ял тăрăх эрех-сăра шыраса, ят çĕрĕсене сутса пĕр эрнерех ĕçсе яракан çынсем – кахалсемпе наянсем – вĕсен пурлăхне туртса илнĕ, çулталăкран йăлтах салатса пĕтернĕ. Виталий Геннадьевич ашшĕпе амăшĕ çакна лайăх ас тăваççĕ, кунсăр пуçне халăх хушшинче çÿрекен тĕрлĕ сăмах та хăй витĕмне кÿнĕ. Çавăнпа та, кăштах вăхăт иртсен, ывăлĕ тар юхтарса илнĕ трактор-машинăсене, тислĕк тата минераллă удобренисем сапса лайăхлатнă çĕрсене каллех карма çăварсем ярса илесрен шикленнĕ. Суймалли çук, кăштах ура çине тăрсан, мана хама та ялти темиçе çын часах «ылтăн вăхăт» çитесси çинчен куçранах каларĕç: «Ун чухне сан «Волгупа» эпир чупăпăр, машина-трактору та пирĕн пулĕç», – терĕç юнаса.
Кун пек калама вĕсен сăлтавĕсем те пур. Эпир сухаласа акакан çĕре паянхи куна чăннипех хамăрăн теме пултараймастпăр, ун пек калама пирĕн конституципе çирĕплетнĕ право та çук. Юрĕ-ха, эпĕ кăштах аяккалла пăрăнтăм, малалла хам мĕнле хĕн-хурпа фермер пулса тăни çинче чарăнса тăрам. Çĕр пирки кăшт каярах сăмахлăп.
Çулталăк ытла тĕрлĕ инстанцисем тăрăх чупнă хыççăн тин, 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче, эпир хамăр çемьене лекекен çĕр лаптăкне алла илме пултартăмăр. Манăн 30 гектар, В.Скворцовăн – 8. Малтанхи акана йĕркеллĕ ирттерес тĕлĕшпе те сахал мар вăй хума тиврĕ. Ун чухне патшалăхĕ те кăштах кредит парса пулăшрĕ. Эпĕ 500 пин, Виталий – 300 пин тенкĕ илчĕ тата перекет кассинче кăштах пухăнни пурччĕ. Çак укçапа груз турттармалли автомашина, плуг, культиватор, сеялка тата çĕр улми кăлармалли копалка туянтăмăр. Юлашки укçипе тимĕр-бетонран хатĕрленĕ блоксем туянса 200 тонна çĕр улми упрамалли путвал турăмăр. Запас пайсем туянса гусеницăллă трактор хута ятăмăр, кивĕ «Беларусь» трактора юсарăмăр. Хама тивекен çĕрĕн 14 гектарĕ кăна сухалама юрăхлă пулчĕ, ăна пĕтĕмпех тырă акрăмăр. Çĕр пирки çĕр ыйту тенĕ пек вăрлăх тупма та çăмăлах пулмарĕ. Пире чи малтан Вăрнарти тырă йышăнакан пункт пулăшу алли тăсса пачĕ – урпа туянтăмăр. Унăн пĕр пайне çурхи тулăпа улăштартăмăр. Çĕр улми вăрлăхне Карл Маркс тата Суворов ячĕллĕ колхозсем пачĕç. Çапла тимлесе пĕрремĕш çул 16 гектар çине тулăпа урпа, 5 гектар çĕр улми тата пĕр гектар сухан акрăмăр. Кĕрхи кунсем пире чăннипех савăнтарчĕç. Эпир кашни гектартан 50 центнер урпа, 40 центнер тулă, 400 центнер çĕр улми пухса илтĕмĕр. Ку кăтартусем тăван совхозпа район кăтартăвĕсенчен чылай пысăкрах пулчĕç. Пирĕн тупăш пысăк пулнине районти банк пĕлнĕ, кредита нумай çуллăха панă пулин те, çийĕнчех парса татма ыйтрĕ. Эпир ун ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Çак çул эпĕ тăван-хурăнташ мĕн хак тăнине пĕрремĕш хут туйса илтĕм, вĕсем çине куçа уçса пăхрăм, унăн сăлтавне те ăнлантарса парам. Те хам кунĕн-çĕрĕн уйра тимленĕ пирки эпĕ тăвансемпе хутшăнсах та кайманччĕ, вĕсемпе шавлă ĕçкĕ-çикĕ те пухса ирттермен. Пĕрремĕш çул уя çĕр улми пухма тухсан, вĕсем мана шалтах тĕлĕнтерчĕç. Хам чĕнмесĕр-пĕлтермесĕр вĕсем ялтан та, хуласенчен те килсе, витресемпе уя тухрĕç. Вĕсем пулăшнипех 5 гектар çĕр улмине виçĕ кунра пухса тирпейлерĕмĕр. Çакăншăн савăннипе куççуль те юхса анчĕ, эпĕ хам чун-чĕрепе тăван-пĕтен мĕн хак тăнине чăннипех туйса илтĕм. Хам та вĕсене май пур чухне кирек хăçан та пулăшма тăрăшрăм.
Икĕ фермер уй-хирте ырми-канми вăй хурса 1993 çулта та лайăх тупăш илнĕ, çĕнĕ комбайн туяннă, запас пайсенчен тепре пухнă. Çулран-çул ĕç опычĕ те пухăнса пынă, çанталăка сăнама, хăш участокра çĕр маларах пиçсе çитнине, хăшĕ каярах юлнине пĕлсе çитнĕ. Анчах уй-хиртен илнĕ тупăш та алра юлман, йăлтах çĕнĕ техника, удобрени, гербицидсемпе химикатсем тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем илсе пĕтнĕ.
1997 çулта Алексей Игнатьев фермерăн бригадине тата икĕ çын хушăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 1996 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Граждансен Конституцири çĕр тытса тăмалли прависене пурнăçа кĕртесси çинчен» йышăннă Указпа килĕшÿллĕн колхозсемпе совхозсенче ĕçлекен кашни çыннах çĕр пайĕсем уйăрса пачĕç. Çавна пула Алексей Яковлевич 19 çыннăн, Виталий Геннадьевич 10 çыннăн çĕр пайĕсене çирĕм çуллăха арендăна илнĕ. Вĕсем çумне 11 пайпа Владислав Михайлович Матвеев тата 13 пайпа Валерий Иванович Степанов хушăннă. Çавна пула вĕсен çĕр лаптăкĕ 153 гектара çитнĕ. Çĕр улми тухăçĕ халĕ гектартан 300-шер центнер тухнă, тырă тухăçĕ кăштах чакнă. Ку вăл пай илсе совхозран уйрăлакансене чи япăх çĕрсене уйăрнипе пулса тухнă – гектартан 37-шер центнер. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен фермерсем договорпа килĕшÿллĕн кашни пай çĕршĕн 500-шер килограмм тулă тата улăм панă. Вĕсене валеçме 45 тонна тырă кайнă. Алексей Яковлевича çĕр панă çынсем хăйсене телейлĕ тесе шутланă, мĕншĕн тесен «Вурнарский» совхоза пай çĕрĕсене арендăна панă 450 çынран пĕри те вăл вăхăтра пĕр пĕрчĕ тырă илеймен. Çакна пула ăна çĕр сĕнекенсем те йышланаççĕ, анчах илме майĕ пулман. Ялти çынсем арендăна паракан çĕрсене саккунпа илессишĕн район тата республика пуçлăхĕсен алăкĕсене сахал мар уçса пуç çапма тивнĕ. Юрать-ха республикăри çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Николаевич Котов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Ильич Кушков хута кĕнипе, ыран акана тухмалла тенĕ чух кăна, ку çĕрсемпе усă курма ирĕк панă. Çĕр лаптăкĕ ÿснĕ май ăнса пулнă тыр-пула пухса кĕртме çĕнĕ комбайн та кирлĕ. 1997 çулта вăл кивçенле «ДОН-1500-1» маркăллă çĕнĕ комбайн туяннă. Парăма татма кредит укçа илессишĕн вăл çур çул ытла Шупашкара чупнă, анчах сăмах паракансем йышлăн пулнă пулсан та лавĕ пĕр вырăнтах тăнă. Тырри-пуллине те патшалăх нимĕнле çирĕп договорпа та йышăнман, аран-аран йышăнсан та укçине вăхăтра тÿлемен. Апла пулсан та Алексей Яковлевич çул патшалăха 210 тонна тырă панă.
– Çитмĕл çул ытла Раççейре Совет влаçĕпе коммунистсен партийĕ пуç пулса тăни ял халăхне пăсса ячĕ. Çĕр хăйĕн хакне çухатрĕ, халăх ăна хисеплеме пăрахрĕ! Кирек камран ыйтсан та: «Çĕр пирĕн мар – колхозăн е совхозăн», – тесе хураççĕ. Çакна пулах акнă тырра выльăхсене кĕртсе таптаттараççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрех çул тăваççĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче те уя ирхине 9 сехетре тухса каçхине 5 сехетре кĕреççĕ. Кун пек ĕçленипе никамах та тупăшлă пулаймĕ. Кашни çынна вăл мĕн чухлĕ ĕçленине шута илсе, гектар тухăçне пăхса тÿлемелле, – тет вăл.
Тĕлĕнетĕп эпĕ çак нихçан та ĕçсĕр ларма пĕлмен çынран. Вăл хăш-пĕр çынсем пек чееленме те, суйма та пĕлмест. Пуçа килнĕ шухăша вăл кирек кама та куçран – тÿррĕн калать: влаçри çын-и е кÿршĕ – уншăн пурпĕрех. Çакна пулах тепĕр чухне инкеке те лекме пултарать.
Унăн пуçĕнче яланах çĕнĕ шухăшсемпе ĕмĕтсем. Укçа-тенкĕ уйăрса парсан вăл тырă акмалли вертолет та шухăшласа кăларнă пулĕччĕ. Ахальтен мар ăна 1979 çулхи юпа уйăхĕнче «За преобразование Нечерноземья» медальпе наградăланă, 1983 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ят панă. Тĕрлĕ грамотăсемпе Мухтав хучĕсем унăн купипех. Вĕсене курсан вăл аллипе кăна сулать:
– Мĕне кирлĕ мана вĕсем, курсассăнах аллерги пуçланать. Чăх-чĕпе тулă вырăнне хывăх панă пек вĕсенчен ним усси те çук. Çав хутсем вырăнне мана пĕр сÿре е плуг парсассăн – усси куç умĕнчех.
Кирлĕ самант тупса эпĕ те ăна хама кăсăклантаракан ыйтăва патăм:
– Мухтамасăрах калатăп, эсир – фермерсем – чăн-чăн çĕр хуçисем. Сирĕн шухăшпа çĕр хуçин мĕнле пулмалла тата фермерсен хуçалăхне малалла ирĕклĕн аталантарма мĕн кирлĕ е мĕн чăрмантарать;
– Пĕрремĕш ыйтăвĕ çине ним иккĕленмесĕрех çакăн пек хурав паратăп: çĕр хуçин çĕр чĕлхи пĕлмелле. Ăнлантăр пулĕ, ку ытарлă хурав: анчах мĕн пĕчĕкрен çĕрпе туслă пулнăран эпĕ çакна ăнлантăм: пĕрремĕшĕ – ваттисем калашле хĕлле урапа, çулла çуна хатĕрлемелле, – калаçăва малалла тăсрĕ Алексей Яковлевич. – Апла пулсассăн çурхи куна пур енчен те хĕллех хатĕрленсе кĕтсе илмелле, унăн кашни сехечĕпе пĕлсе усă курмалла. Паянхи куна эпĕ хама уйăрса панă çĕр лаптăкĕн кашни участокĕ çурхи кунсенче хăçан пиçсе çитессине лайăх пĕлетĕп, çавăнпа та ăçта, хăçан, мĕн акмаллине малтанах палăртса хуратăп – çурхи кун çулталăк тăрантарать. Пирĕн тăрăхра çĕр лаптăкĕсем тутлăхĕ тĕлĕшпе пĕр-пĕринчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ, хăш лаптăка мĕн чухлĕ удобрени памаллине те пуçрах тытмалла. Çĕрĕн те чĕлхи пур, акнă уйра кампа та пулсан ятлаçса-хирĕçсе илсен, вăл вырăнта тухăçлă тырă пухса илейместĕн. Ахальтен мар пирĕн асаттесем çут çанталăка хăйсемпе тан, чĕрĕ çын вырăннех хунă, унпа калаçнă, канашланă. Эпĕ тĕшмĕше ĕненсех каймастăп пулсан та, пĕлтĕр кинпе иксĕр, 1874 çулта Хапăс чиркĕвĕн пупĕ Дмитрий Хрусталев авалхи чăвашсем мĕнле çĕр вăрлани çинчен район хаçатĕнче çырса кăтартнинче те тĕрĕслĕх пур пек туйăнать. Унта çырса панă ĕçсем эпĕ арендăна илнĕ çĕрсем çинчех пулса иртнĕ вĕт. Иккĕмĕш ыйту çине те хуравлатăп. Фермер хуçалăхĕ йĕркеллĕ аталанса пытăр тесен патшалăхăн та пире пулăшу алли тăсса памалла, ют çĕршыврисенчи пек дотаци тÿлемелле. Мĕншĕн-ха тимлесе ĕçлекен фермерсене, Столыпин реформинчи пек, çĕре яланлăхах çирĕплетсе памалла мар; Çĕр участокĕ яланлăхах хăйĕннине пĕлнĕ фермер укçи-тенкине шеллемесĕр унăн тухăçлăхне ÿстерессишĕн тимлеме тытăнать. Пирĕн ĕçре татса паман ыйтусем нумай-ха. Акă, эпир çĕрне-кунне пăхмасăр тухăçлă тыр-пул çитĕнтеретпĕр. Ку вăл – пирĕн тĕп тĕллев. Анчах тарпа пухса илнĕ тупăша ниçта та вырнаçтараймастпăр, патшалăх, сăмах панă пулсан та, ăна палăртнă хакпа туянмасть. Перекупщиксем вара усламшăн кăна хыпкаланаççĕ, май пур таран йÿнĕрех туянса хаклăрах сутма тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе пирĕн акана тухичченех пулас тупăша мĕн хакпа, миçе тонна тата ăçта сутмаллине пĕлсе тăмалла.
Тĕрĕсех калать вăл, кашниннех малашлăха пĕлсе ĕçлемелле. Калаçу малалла тăсăлнă май эпĕ унăн чунне ыраттаракан шухăшĕсене чылай пĕлтĕм. Алексей Яковлевича уйрăмах паянхи çамрăксем çĕртен писни хумхантарать. Ялти чылай çамрăк вăрăм укçа шыраса Мускава е Çĕпĕр таранах тухса каять. Çамрăксен тепĕр пайĕ ниçта ĕçлемесĕр ашшĕ-амăш ĕнси çинче пурăнать, ĕçке ярăнать. Çак сăлтавсене пулах пулĕ Алексей Яковлевичпа пĕрле хăйсен ялĕнчен икĕ çын – Виталий Скворцовпа Сергей Егоров кăна вăй хураççĕ. Ыттисем: Валерий Григорьев, Владимир Миронов, Сергей Владимиров тата Александр Степанов Туçи Çармăсран, Сергей Клементьев – Сăрьелĕнчен.
Ялти фермерăн ура çинче çирĕп тăрас пулсан çулсерен гектартан 30 центнер тĕш тырă, 300 центнертан кая мар çĕр улми пухса кĕртмелле. Ĕне тытакансен 6 пин литртан кая мар сĕт сумалла, унсăрăн ĕçленин усси те çук темелле. Алексей Яковлевич гектартан çÿлерех асăннă цифрăсенчен кая мар тухăç илет. Хăш-пĕр сорт вара чăннипех пысăк шанăç парать. Пĕлтĕр вăл Мускавран «Скарлетт» ятлă урпа сортне 400 килограмм туянса килнĕ. Ăна акса-çитĕнтерсе, пухса-çапсан çакă палăрнă: тухăçĕ гектртан 80 центнершер тухнă. Çĕрпе туслă фермер машинăпа трактор паркне те çулсерен çĕнетсе пырать. Халĕ унăн груз турттармалли икĕ машина, тырă вырмалли икĕ комбайн, гусеницăлли – икĕ, урапаллисем ултă трактор, вĕсенчен МТЗ-82 маркăллине пĕлтĕр туяннă. Çĕр улмие копалкăпа кăларса-пухма тăкак нумаййине шута илсе иртнĕ çул вăл çĕр улми кăлармалли комбайн та туянчĕ.
Пурнăç нихăçан та тÿрĕ те такăр çулпа пымасть, Алексей Яковлевич ĕçĕнче те тепĕр чух пысăк пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ, анчах вăл нихăçан та алă усмасть, малашлăха пăхса утать, çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕнче вуншар çул тĕп экономистра тимленĕ Зоя Андреевна, пулăшса пырать. Вĕсем иккĕшĕ виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ: аслийĕ – Саша – тухтăр, республикăри больницăра чирлисене сиплет. Унăн Сергей тата Таньăпа Люда ачисем Алексей Яковлевич çемйипе пирĕншĕн те мăнуксем. Оля хĕрĕ ял хуçалăх академине пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти ветеринари лечебницинче ĕçлет. Кĕçĕн ывăлне вăл хăй ятнех хунă, Алеша – компьютер инженерĕ, Шупашкарти пĕр фирмăра вăй хурать.
Республика Президенчĕ Н.В.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ, çав хушăрах хамăр ума пурне те ăнланмалла, конкретлă задача кăларса тăратрĕ: республикăра малашне кашни çулах пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе çĕр ĕçченĕ мĕн шухăшлани çинчен пĕлес килчĕ.
– Пурнăç ÿкерчĕкĕсем куç умĕнчех, – терĕ А.Игнатьев. – Иртнĕ çураки умĕн пирĕн республикăра парлак çĕрсен лаптăкĕ 70 пин гектартан та иртнĕччĕ. Тĕслĕхшĕн таçта кайма кирлĕ мар, Вăрнар – Шупашкар автоçул икĕ енĕпех хуçасăр çĕрсем çинче пиçенпе мăян кашлатчĕ. Республика Президенчĕпе ял хуçалăх министерстви тимленипе иртнĕ çул вĕсен лаптăкĕ çурри ытла чакрĕ. Тырă тухăçĕ те, 2007 çулхипе танлаштарсан, 1,5 хут ÿсрĕ, çакă тăрăшса ĕçлесен пысăк ÿсĕмсем тума май пуррине витĕмлĕн кăтартса пачĕ, кунта пирĕн фермерсен тÿпи те пур. Эпĕ çакна палăртса хăварасшăн, пирĕн районта хальхи вăхăтра тата 1500 гектар парлак çĕрсем пур, патшалăх пулăшнипе тата ял ĕçченĕсем çанă таврăса ĕçленипе кăçал вĕсене сухаласа-акса хăвармалла, паллах, агротехникăна та манма кирлĕ мар. Чăваш халăхĕ – ĕçчен халăх тата пирĕн Президент та панă сăмаха çилпе вĕçтерме юратмасть. Эппин, тĕллеве пурнăçлатпăрах.
Шанчăклăн та çирĕппĕн, пуласлăха куçĕпе курса тăнă пек калать вăл, çавăнпа та эпĕ унăн сăмахĕсене чăннипех ĕненетĕп.