Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – ветеран

22 апреля 2009 г.

Туçи Çармăс шкулĕнче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ. 5, 6-мĕш класс ачисем патĕнче акă Туçи Çармăс ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Валериан Андреевич Андреев пулчĕ.

Валериан Андреевич вăрçă вăхăтĕнчи нушаллă ачалăхĕ пирки хурланса каласа кăтартрĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă, амăшĕн тăватă ачине пĕччен ÿстерсе ура çине тăратма тивнĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Хуçалăхри пĕтĕм арçын ĕçĕ Валериан Андреевич çине тиеннĕ.

Вăл мĕн пенси çине тухичченех колхозра шоферта ĕçленĕ. Пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Валериан Андреев 80 çула çитсе пырать пулсан та хăй шкулта вĕреннĕ сăвăсене халĕ те манман. Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине пăхмасăр вуласа пачĕ, ачасене ăс-тăнĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Юлашкинчен ачасене шкулта лайăх вĕренме, çĕршыва кирлĕ çынсем пулса ÿсме сĕнчĕ. Шкул ачисем тĕл пулуран ырă туйăмсемпе саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика