Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсене çирĕп пăхăнмаççĕ

18 апреля 2009 г.

Вăрнар район прокуратури сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе пурнăçланă ĕç-хĕле тишкернĕ.

Район территорийĕнче сывлăх сыхлавĕн пĕр учрежденийĕ – Вăрнар район тĕп больници – ĕçлет. Ун тытăмне пĕтĕмĕшле практика врачĕн 7 уйрăмĕ тата 41 фельдшерпа акушер пункчĕ кĕрет.

2008 çулта ку учрежденире пушар хăрушсăрлăх мероприятийĕсене ирттерме вырăнти бюджетран 467 780,17 тенкĕ уйăрнă. Ку укçа-тенкĕпе тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслеме, пушар сигнализацийĕсене вырнаçтарса пăхса тăма, монтаж тума, пушар хăрушсăрлăх вĕрентĕвĕсене ирттерме усă курнă. Кăçал çак тĕллевпех больница валли бюджетран 468 637 тенкĕ куçарса панă.

Апла пулин те район прокуратурипе патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ ирттернĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче Вăрнарти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче тата фельдшерпа акушер пункчĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă саккунсене пăсни курăннă.

«Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» федераллă саккунăн 37-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, организаци-учреждени ертÿçисен пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе ыйтнине туллин тивĕçтермелле, вĕсем хÿтĕлев хатĕрĕсене юсавлă тытса тăрассишĕн те яваплă.

Çапла майпа тĕрĕслевпе пулнă фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата уйрăмсенче пуринче те вут-çулăма сÿнтерме шыв илмелли вырăна кăтартакан паллăсем çук, Пăртасри тата Калининăри уйрăмсенче эвакуаци çулĕсен стенисене çунакан сăрăпа сăрланă, Мăн Явăшринче маччана пенопласт плиткăпа çыпăçтарнă. Мăн Явăшри тата Ярмушкари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче чÿречесем çине хупă решеткесем лартнă, Мăн Явăшри уйрăмра электрощит пÿлĕмне тĕрлĕ материал тултарнă, çуртран тухмалли саппас çул çинче (кăнтăр енче) урамри искусственнăй çутă саккунпа ыйтнине тивĕçтермест. Çавăн пекех Уравăшри уйрăмра электричество насусĕнчен розетка патне çитиччен кабеле çунакан никĕс çине – кантăк янаххипе – хурса тухнă, Калининăра вара лаборатори пÿлĕмĕнче розеткăна стена çумне çирĕплетмен.

Тĕрĕслевре тупса палăртнă ытти çитменлĕх: Мăн Явăшри уйрăмра тата Хирпуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче хушма пÿлĕмсенчи тата палатăсенчи светильниксен хÿтĕлев плафонĕсем çук, Мăн Явăшри уйрăмăн сулахай енне автоматикăллă пушар сигнализацийĕпе тивĕçтермен, Кайри Тукайĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче килте ăсталанă ăшăтмалли приборпа усă кураççĕ (çакă хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни шутланать).

Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе Мăн Явăшри тата Уравăшри пĕтĕмĕшле практика врачĕсем тата Çĕрпелти уйрăмăн медсестри, Кайри Тукайĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ тĕлĕшпе район прокуратури РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.4-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă ĕçсем пуçарнă (ку статьяпа 1–2 пин тенкĕ штраф хурса айăплама пăхнă). Çавăн пекех Вăрнар район тĕп больницин врачĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса тата Пăртасри, Ярмушкари уйрăмсен пĕтĕмĕшле практика врачĕсене, Калининăри участок больницин тĕп врачне, Хирпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине дисциплинарлă явап тыттармалли пирки палăртса представлени тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика