Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Явап тыттарни те ăс кĕртмен

18 апреля 2009 г.

Эрех ырă туманнине кам пĕлмест. Унăн хăрушлăхне спиртлă шĕвексен ытамне лекнĕ ĕçкĕçсен çывăх çыннисем – мăшăрĕсем, ачисем, ашшĕ-амăшĕсем – пуринчен ытларах туяççĕ. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те эрехе «пăхăнма» тытăнни сайра мар тĕл пулать, çакă вара питех те пăшăрхантарать. Ăнăçсăр çемьесем, ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен хĕн курса, выçăллă-тутăллă пурăнакан ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчи хирĕçÿсем... – «симĕс çĕлен» çынра япăххине кăна шырать. Çав хушăрах теприсен хуйхипе пуякансем, мул пухакансем те çук мар. Мĕнле майпа тетĕр; Пултаруллă усламçăсем, хăшĕ-пĕрисем «симĕс çĕленĕн» çирĕп ытамне лекнипе усă курса, килтех тĕрлĕ спиртлă шĕвексене хатĕрлесе сутаççĕ. Пытарма кирлĕ мар: поселокра та, ялсенче те çакнашкал килти суту-илÿ вырăнĕсем тупăнаççĕ. Сăмакун е ытти шĕвексене сутакансене йĕрке хуралçисен аллине лексен явап тыттарасси хăратмасть курăнать.

Акă, Вăрнарта пурăнакан Ю. Антонов та, поселокра пурăнакансене килти эрехпе тивĕçтерсе пысăк тупăш курас тенĕ. Çакă саккуна пăсни пулнине аван ăнланнă вăл, анчах пурпĕрех ку ĕçпе çыхланнă. Нихăçан та çакланмастăп тесе шутланă-ши; Çапах та пĕлтĕрхи декабрĕн 17-мĕшĕнче милици ĕçченĕсем Ю.Антонова Чăваш Республикин саккунĕн 16-мĕш статйипе – килте хатĕрленĕ алкогольлĕ шĕвексене, денатурата тата спиртлă ытти продукцие сутма хатĕрленĕшĕн, сутнăшăн, çавăн пекех сутас тĕллевпе упранăшăн – административлă явап тыттарнă. Сăмах май, пĕр хутчен те мар, çав кунах вăл тепре те лекнĕ. Çакă та вĕрентÿллĕ пулман уншăн. Вăл хăйĕн «услам» ĕçне пăрахман – укçа-тенкĕ кĕсьене чылай кĕрет-çке. Анчах йĕрке хуралçисем ку суту-илÿ вырăнне тимлĕхрен çухатман, тÿрех шута илнĕ. Çапла кăçалхи январьте те Ю. Антонов сăмакун сутнипе каллех çакланнă. Хальхинче вара ун тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 238-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика