Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн шашка ăстисем пуринчен маттуррисем

18 апреля 2009 г.

Шкул ачисем хушшинче шашка енĕпе иртнĕ республика турнирĕнче вăрнарсем çĕнтерĕве каллех алăран яман.

Командăра – Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем: Степан Прохоров, Ирина Иванова, Юрий Антонов, Екатерина Кузьмина.

Финала тухнă ултă команда хушшинче вĕсем хальхинче те чаплă вăйă кăтартнă, нихăш турта та выляса яман. Пĕтĕмĕшле 15,5 очко пуçтарнă. Пĕрремĕш хăма çинче вылякан Степан Прохорова вара чи лайăх вылякан тесе палăртнă, унăн пĕр çухату та çук, вăл пурне те çĕнтерме пултарнă.

Республикăра çĕнтерсе ачасем Сочире иртекен Раççейри тупăшăва хутшăнма тивĕçнĕ. Паллах, çакă укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă, çавăнпа та Григорий Иванович Степанов тренер пăшăрханăвне ăнланма пулать – ачасен призлă вырăна лекес шанăç пысăк-çке! Ку кăна мар, çакнашкал турнирсем вĕсен ăсталăхне те самай ÿстерĕç. Çавăнпа та пур шайри ертÿçĕн вĕсене пулăшсан тем пекехчĕ.

Çак ачасем, çавăн пекех тепĕр паллă шашка ăсти Майкл Петров апрель вĕçĕнче ку тĕспех çамрăксем хушшинче иртекен республика первенствине хутшăнĕç. Вĕсенчен ăнăçу кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика