18 апреля 2009 г.
Кашни çулах апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 5-мĕшĕччен «Парксен маршĕ» тата «Усравлă çĕрсем – çутçанталăк территорийĕсем» ятсемпе акцисем ирттереççĕ. Вĕсен тĕллевĕ – çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă ĕçсене организацисене, халăха явăçтарасси, граждансене экологи тĕлĕшĕнчен пĕлÿ парасси.
Районта тăван тавралăха упрассипе тата сыхлассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Хăтлăх кĕртессипе тата симĕслентерессипе предприяти-организацисем те, уйрăм çынсем те тăрăшаççĕ. Пĕр тĕллевпе вăй хунин «çимĕçĕ» пур. Пĕлтĕр Вăрнар поселокĕ «Чăваш Республикинчи чи хăтлă хула-ял» номинацире палăрнă. Тирпей-илем кĕртессипе Калинино, Уйкас Кипек ял тăрăхĕсенче те хастар тимлеççĕ.
Çитменлĕхсем пирки те каласа хăвармалла. Вăрнар районĕнче юханшывсем ăшăхланса пыраççĕ. Хăш-пĕр çĕрте урамсем, пĕвесем, çырмасем, вăрман-парк тăрăхĕсем çÿп-çаппа тулса ларнă. Ял тăрăхĕсене пырса кĕрсен стройматериалсем урамрах выртнине асăрхатăн. Çакă санитари нормисем ыйтнине тивĕçтермест тата ялăн сăн-сăпатне те илемсĕрлетет. Çавăнпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси пирки кашнин шутламалла.
Картишсене, урамсене тирпей-илем кĕртессипе тата симĕслентерессипе, çăлкуçсене, юханшывсене, пĕвесене тасатассипе ирттерекен экологи кунĕсене, субботниксене ял-хула тăрăхĕсенче пурăнакансен хастар хутшăнмалла. Çĕр кунне (апрелĕн 22-мĕшĕ), радиаци аварийĕсенче, катастрофăсенче вилнисене асăнмалли куна (апрелĕн 26-мĕшĕ), Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна (июнĕн 1-мĕшĕ), Тавралăха сыхламалли пĕтĕм тĕнчери куна (июнĕн 5-мĕшĕ) халалласа мĕнпур ертÿçĕн массăллă мероприятисем ирттермелле.