Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсем чылай

15 апреля 2009 г.

Вăрнар район прокуратури хушма вĕрентÿ паракан учрежденисенче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Вĕсенче саккунсене пăхăнманни палăрнă.

«Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ» учреждени ЧР Вĕрентÿ министерствин 2002 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи 232-мĕш номерлĕ лицензийĕпе ĕçлет. Анчах лицензин вăхăчĕ 2007 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчех вĕçленнĕ, апла пулсан ку вĕрентÿ учрежденийĕ хăйĕн ĕç-хĕлне паянхи кунччен лицензисĕр тата патшалăх аккредитацисĕр пурнăçлать.

Тĕрĕссипе, 2002 çулхи лицензипе те учреждени чи нумаййи 185 воспитанника йышăнма пултарать. Чăннипе вара ÿнер шкулне 200 ытла ача çÿрет, çакă лицензире палăртнă нормативран пысăкрах.

РФ Ĕç кодексĕн 76, 213-мĕш статйисене уямасăр, вĕрентÿ учрежденийĕнче ĕçлекенсем (Л.Андреева, А.Петриченко, Е.Сорокин, Ю.Петров, Е.Литвинов, Л.Трофимова, Л.Сорокина, Л.Романова, Л.Виноградова) медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман, çапах та вĕсене, сывлăхĕсем çинчен медицина пĕтĕмлетĕвĕ çук пулин те, ачасемпе тимлеме ирĕк панă. Ĕç договорĕсем те саккунра ыйтнине тивĕçтермеççĕ, ĕçлекенсем килĕшÿсене пĕрер экземплярне алла илни çинчен те алă пусни çук.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче РФ-чи пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те пăсаççĕ. Тĕслĕхрен, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе инструктаж ирттермелли йĕрке çинчен те, пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетни пирки те хушусем çук, шкулта пуçламăш тата ытти инструктажсене ирттермеççĕ. Пушар хăрушсăрлăх правилисемпе килĕшÿллĕн, пур производствăллă, административлă, склад тата хушма пÿлĕмсенче пушар хуралне чĕнмелли телефон номерĕсене çырнă табличкăсене курăнмалли вырăнта çакмалла. Ку учрежденире вара çакнашкал табличкăсем курăнмарĕç. Кунсăр пуçне склад пÿлĕмĕсене пушар хăрушлăхĕ енĕпе категорисене уйăрса алăксем çине палăртман, чартакри йывăç конструкцисене çулăмран хÿтĕлекен материалсемпе сĕрнине тĕрĕслени пирки акт та, шыв илмелли вырăна кăтартни те çук.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче эвакуаци çулĕсенче çутă табловĕсем тата пушар хăрушсăрлăх паллисем çук, эвакуаци çулĕсенче стенасем çинче – çунакан материал.

Вăрнар район прокуратури çÿлерех асăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени янă, «Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ» учреждени директорĕ тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 19.20, 5.27, 20.4-мĕш статйисен 1-мĕш пайĕсемпе административлă ĕçсем пуçарнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕнче те саккунсене пăснă тĕслĕхсем тупăннă. Патшалăх пушар асăрхавĕн специалисчĕсемпе пĕрле ирттернĕ тĕрĕслевре, акă, ку учрежденире пушар хăрушсăрлăх правилисене уяманни курăннă: пушар хуралĕн телефон номерĕсене кăтартакан табличкăсем, пусма тăваткалĕсемпе коридорсен алăкĕсем çинче хăй тĕллĕн хупăнмалли хатĕрсем, эвакуаци çулĕсем çинче çутă табловĕсем тата пушар хăрушсăрлăх паллисем çук; пушара сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсем пурри тата вĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслени пирки ятарлă журналта палăртман тата ытти те.

Ĕç саккунĕсене пăхăнассипе те ача-пăча пултарулăх çуртĕнче пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Тĕрĕслев тĕлне, акă, ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕрисем (В.Герасимов, Е.Арсентьева, А.Константинов, Г.Степанов, Е.Игнатьев т.ыт.те) медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни пирки сведенисем тăратман, анчах вĕсем пурпĕрех ача-пăча вĕрентÿ учрежденийĕнче тимлеççĕ. Ĕç договорĕсем те саккун ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Сăмахран, РФ Ĕç кодексĕнче çырнине пăхăнмасăр, ĕç договорĕсенче вĕсене хăçан çырнине, ĕç тата кану вăхăтне палăртман тата ытти те. Çавăн пекех РФ Ĕç кодексĕн 16, 56, 57-мĕш статйисене пăсса, 2008 çулхи сентябрьте ĕçе илнисемпе (А.Константиновпа, Г.Степановпа, Е.Шариповапа, Е.Игнатьевпа, М.Буславскаяпа, Г.Блиновапа, Е.Арсентьевапа, Т.Петровапа тата ыттисемпе) ĕç килĕшĕвĕсене çырман.

Район прокуратури тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă, «Ача-пăча пултарулăх çурчĕ» учреждени ертÿçи тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика