Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типĕ курăк, кăвайтсем – инкекĕн тĕп сăлтавĕсем

15 апреля 2009 г.

Ăшă кунсем çитрĕç те пурте тавралăха тирпей-илем кĕртме пикенчĕç. Хамăр тавра хăтлăх пулни лайăх-ха, çакна ырламалла кăна. Анчах пĕлтĕрхи хыт хурана, çÿп-çапа çунтарма чĕртсе янă кăвайтсем унта та кунта ялкăшма пуçларĕç. Темшĕн-çке вĕсене хăйсем тĕллĕн пăхса тăмасăр çунтарса хăвараççĕ. Капла çулăм чĕлхисем типĕ курăкпа куçса сарăлас е çилпе вăй илсе çурт-хуралтăсене «тапăнас» хăрушлăх та пур. Тата çураки вăхăчĕ пуçланса пырать те, пушарсен шучĕ яланхиллех хăвăрт ÿссе кайрĕ.

Тĕрĕссипе, çуллен тенĕ пекех çак тапхăрта шар куратпăр, çапах тимлĕрех пулма вĕренейместпĕр. Пахчасемпе уй-хирти типĕ курăка, хыт хурана çунтарма пуçлаççĕ те, ирĕклĕн алхасакан вут-çулăм вăрмансене пысăк лаптăксенче тĕп тăвать, çуртсенчен кĕл купи кăна хăварать...

Хамăр районтах, акă, пахчасене кĕреçе-кĕрепле йăтса йĕркеллĕн ĕçлеме тухаймарăмăр, пушарсем вара хăйсене кĕттермерĕç – кану кунĕсенче умлăн-хыçлăн дача çурчĕсем çунчĕç. Тĕпрен илсен, çÿп-çаппа тип курăка çунтарнă чух хăрушсăрлăх йĕркине пачах пăхăнманран. Çак сăлтавпа пушар сÿнтерекенсен вырсарникун 4 хутчен тĕрлĕ вырăна васкавлăн тухса кайма тивнĕ. Чи малтанах «Мир» коллективлă пахчара тĕлкĕшекен типĕ курăкран вут-çулăм дача çурчĕсем çине куçнă, вĕсенчен иккĕшĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă, виççĕшĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак – 15 пин тенкĕ енне. Çапла майпах «Юпитер» коллективлă садра тухнă пушар 20 ытла çурта тĕп тунă. Вут-çулăм хăрушă алхаснăран тепĕр кунне те, тунтикун, кунта тĕтĕм шăрши кăна тăратчĕ, хăш-пĕр çĕрте кăвар та тĕлкĕшкелетчĕ.

Çав кунах «Свет» хуçалăхăн аркăллă склачĕ хыпса илнĕ. Пушар хальлĕхе тупса палăртман çынсем çулăмпа асăрханусăр пулнăран пуçланнă. Склад кĕске вăхăтрах çунса кайнă.

Çурхи-çуллахи тапхăр пуçланнă-пуçланман «хĕрлĕ автан» хаяр ашкăна пуçларĕ те, хамăра çăмăлттайла тытма пăрахмасан, шăрăх кунсенче мĕн курăпăр; Çавăнпа пушар хăрушсăрлăх правилисем çинчен манас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика