Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол ăстисем Президент Кубокне çĕнсе илчĕç

15 апреля 2009 г.

Шкул ачисен спартакиади йĕркипе Чăваш ен Президенчĕн Кубокĕшĕн кăçалхипе вунпĕрмĕш хут иртекен ăмăртусенче кăçал волейболистсем те палăрчĕç.

Командăн тĕп шăнăрĕ – Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекенсем: Андрей Алексеев, Александр Захаров, Василий Мышкин, Григорий Феофанов, Сергей Шашков, Игорь Шашков. Çавăн пекех районăн пĕрлештернĕ командишĕн Кульцав шкулĕнчи Александр Михайловпа Юрий Аверкин, Калининăри Александр Спиридонов вылянă.

Финалта çамрăк волейболистсем Муркаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи шкулсен командисемпе тĕл пулнă, пĕрремĕшсене 3:1, иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсене 3:0 шутпа парăнтарнă. Çапла вĕсем спартакиада историйĕнче волейболпа пĕрремĕш хут Президент Кубокне тата Диплома çĕнсе илнĕ.

Çак çитĕнÿре тренерăн – Çĕрпелти шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн Иван Петрович Николаевăн – тÿпи пысăк. Вăл хăй те спорта пуçĕпех парăннă, тĕрлĕ ăмăртусене хаваспах хутшăнать. Тренер ĕçне укçалла мар, чунĕ ыйтнипе пурнăçласа пырать. Командăна хатĕрлеме ăна шанни те ăнсăртран мар. Кăçал çĕрпелсем шкулсем хушшинче спортăн ку тĕсĕпе район чемпионĕсем пулса тăчĕç.

Тренер пĕрлештернĕ командăпа эрнере пилĕк хутчен тренировкăсем ирттернĕ. Ăнăçăвĕ – куç умĕнче. Команда çĕнтерÿçĕ пулса тăнă кăна мар, спортсменсем уйрăм титулсене тивĕçнĕ: Г.Феофанов – чи лайăх пас паракан, В.Мышкин – чи лайăх хÿтĕлевçĕ, А.Михайлов – чи лайăх тапăнса вылякан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика