Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Галина Павлова – Раççей чемпионки

15 апреля 2009 г.

«Газпром Трансгаз Сургут» тулли мар яваплă общество парнисемшĕн хĕллехи полиатлон енĕпе иртекен Пĕтĕм Раççейри уçă ăмăртăвĕнче пĕлтĕр вăл виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, кăçал вара – пĕрремĕш!

Сургут хулинче иртнĕскере, Чăваш енрен тăватă спортсмен хутшăннă, виççĕшĕ – пирĕн районтан: ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галя Павлова, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Политов тата унăн ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Сергей ывăлĕ.

Уйрăмах Г.Павлова тĕлĕнмелле лайăх результатсем кăтартнă. Вăл Раççейĕн тата тĕнчен темиçе хут чемпионкине, Пĕтĕм Раççейри хĕллехи ял спорт вăййисен çĕнтерÿçине, тĕнче класлă спорт мастерне – Ханты–Мансийск автономи округĕн спортсменне Г.Бурылована – çĕнтерме пултарнă. Пăшалтан перессипе 100 очкоран 98-шне çĕнсе илнĕ. Çĕртен тытса алă вăйĕпе 107 хутчен çĕкленнĕ. Бурылована кунта вăл 6 очко выляса янă пулин те йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйĕнчен иртме паман, пилĕк километра 13 минут та 4 çеккунтра чупса тухнă. Спорт мастерĕн нормативне 56 очко ирттерсе пурнăçланă.

С.Политов ветерансем хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн Сергей ывăлĕ те япăх мар ăмăртнă, 229 очко пуçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика