Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха – тирпей-илем

11 апреля 2009 г.

Çавалкасри хăй тытăмлăх органĕ тавралăха тирпей-илем кÿрес енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси йĕркелерĕ.

Иртнĕ кунсенче комисси членĕсем, вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленине тишкерчĕç, хăш-пĕр организацисен çурт-йĕрĕсене тĕрлĕ çÿп-çапсенчен тасатманнине тупса палăртрĕç. Çавăн пекех вĕсем Сăкăтри, Туçи Мăратри тата Çавалкасри хăш-пĕр урамсенчи çурт умĕсене вутă-шанкăпа, строительство материалĕсемпе хупласа хунине асăрхарĕç, кил хуçисене çав çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварчĕç.

– Тирпейлĕх, тасалăх чир-чĕрпе кĕрешме пулăшать, пушар тухас хăрушлăха сирсе ярать. Кунсăр пуçне ял культурине те çÿллĕ шая çĕклеме май парать. Таврара илемлĕх пулсан, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлатăн, – палăртать хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕ Петр Иванович Краснов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика