Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевсем ирттернĕ

11 апреля 2009 г.

Кăçал районта пушар тĕлĕшĕнчен лару-тăру лăпках мар, хальхи вăхăтра пĕлтĕрхинчен 2 хут ытларах вут-çулăм алхаснă. Районта пулса иртнĕ 14 пушарта икĕ çын вилнĕ, 12 çурт-хуралтă çунса кайнă тата 6-шĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле вара «хĕрлĕ автан» 822 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Яланхиллех пушар сăлтавĕсем ытларах чухне çынсемпе хăйсемпе – кил-çурт хуçисемпе – çыхăннă. Электрооборудование вырнаçтарнă тата ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх правилисене пăснăран – 6, кăмакасене йĕркене пăхăнмасăр вырнаçтарнă е усă курнă пирки – 4, ачасем шăрпăкпа вылянăран – 2, çулăмпа асăрхануллă пулманран тата юриех чĕртсе янипе пĕрер хутчен вут-кăвар хыпса илсе асар-писер çунтарнă.

Пушар тухассипе Вăрнар хула (4) тата Калинино (3), Пăртас (2), Çĕрпел (2) ял поселенийĕсенче ÿсĕм палăрать. Пĕрер инкек Кĕçĕн Кипек, Мăн Явăш, Упнер ял поселенийĕсенче те пулса иртнĕ.

Экономика обьекчĕсенче тата халăх пурăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине вăйлатас, çынсем вилессине асăрхаттарас тĕллевпе пушарсем нумайрах алхаснă поселенисенче (Вăрнар тата Калинино) чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе ĕçлекен комиссисен ларăвĕн йышăнăвĕпе пушара хирĕçле ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Ку тапхăрта граждансен пухăвне, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе вĕрентÿсем ирттернĕ; ăнăçсăр тата эрехпе туслă çемьесем, ватă çынсемпе инвалидсем пурăнакан кил-çуртсене тĕрĕсленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика