Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

08 апреля 2009 г.

Вăрнар район администрацийĕн загс пайĕ пĕрремĕш кварталти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Вĕсене тишкернĕ май, шел те, вилнисен шучĕ çуралакансенчен чылай нумайрах пулни курăнать. Çак тапхăрта, акă, районта 116 ача çут тĕнчене килнĕ, çав вăхăтрах 184 çын (93 арçынпа 91 хĕрарăм) пурнăçран уйрăлнă. Арçынсем вăтамран – 60, хĕрарăмсем 74 çул пурăнаççĕ.

Кăçалхи январь–март уйăхĕсенче çуралнă 116 пĕчĕк тĕпренчĕкрен 63 арçын ачапа 53 хĕрача. Поселенисем тăрăх пăхас-тăк, ытларах Вăрнар хула (42), Çĕрпел (11), Упнер (9), Малти Ишек (7), Ершепуçпа Калинино (6) ял поселенийĕсенче пурăнакан çемьесенче йыш хушăннă. Ашшĕ-амăшĕсем тин çеç çуралнă пепкисене чи илемлĕ ятсене пама тăрăшаççĕ, паллах. Кăçал, акă, Татьяна, Дарья, Даниил, Роман, Максим, Дмитрий, Владимир, Кирилл, Артем ятсене нумайрах çыртарнă, сайрарах – Полина, Виктория. Тăтăшах тĕл пулман Милена, Дарина, Измаил, Ярослав, Серафим, Богдан, Глеб ятсемпе çÿрекенсем те пур. Сăмах май, 36 ача тулли мар çемьесенче çуралнă, амăшĕсенчен тăваттăшĕ 18 та тултарайман-ха.

Виçĕ уйăхра районта 37 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, анчах 25 мăшăр уйрăлнă. Çавăн пекех виçĕ çын хăйсен ячĕсене улăштарма ыйтнине пăхса тухнă, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика