08 апреля 2009 г.
Никитинсен амăшĕ, Наçтуç аппа, пирĕнтен уйрăлса кайни чылай пулать ĕнтĕ. Вăл сакăр вуннă урлă каçсан вилчĕ, нушине курса ирттернине аса илсен çавăн чухлĕ пурăнмалăх сывлăхпа вăй-хал çитернинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Упăшкине вăрçă тухсанах ялтан каякан малтанхи эртельпе фронта илсе кайнă, Наçтук аппа ултă ачипе тăрса юлнă: Санькă, Нина, Куçкă, Маюк, Колька, чĕчĕ ачи Алеша. Çак ачасен ашшĕ, Йăван пичче, вăрçăн малтанхи çулĕнчех пуçне хунă. Кĕçех аслă ывăлне те вăрçа илсе кайнă. Çапла вара аслă хĕрĕпе иккĕшĕн мĕнпур пурнăç нушине хăйсем çине тиеме тивнĕ.
Санькă вăрçăра виçĕ хутчен аманать, яла 1946 çулта таврăнать.
Александр Иванович çак куна халĕ те лайăх ас тăвать, алăк урлă каçнă-каçманах выçăпа аптраса çитнĕ шăллĕсемпе йăмăкĕсем аран-аран ларнине епле манăн. Çĕнтерÿçĕ-салтакшăн канма вăхăт та пулман, пускилĕ Тарас Петрович патне каçса плугаре ĕçе илме ыйтать. Вăрнарти МТС-ра трактористсен курсне уçсан, ĕç хыççăн унта вĕренет.
Паян Александр Иванович Никитин ялти чи сумлă çын, çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн тата хĕрĕх çул ытла механизаторта ĕçлесе тивĕçне орденсемпе медальсем унăн кăкăр туллиех, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ механизаторĕ. Арăмĕпе иккĕшĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ, шел, ывăлĕн вăхăтсăр çĕре кĕмелле пулчĕ.
Вăрçăра пуç хунă Иван Никитинăн Нина хĕрĕ Аçăмçырмине качча тухса çемьеллĕ пулчĕ, йывăр çулсенче çамрăклах вăрман касса нушаланни ахалех иртмерĕ ĕнтĕ, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Куçкăн та çакнашкал шăпа килсе тухрĕ, вăл та мĕн ачаранах леспромхозра, Киров облаçĕнче вăрман ĕçĕпе сахал мар нуша курнă. Куçкăн икĕ ывăлĕ офицер пулса çар служби хыççăн пенсие тухрĕç. Унăн Василий ывăлĕ хăйĕн экипажĕпе миçе çĕршыва вĕçмен пулĕ.
Маюк дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Мĕн чухлĕ ĕне пăрулаттарман пулĕ вăл; Унăн кĕçĕн ывăлĕ Саша паян Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче механикра вăй хурать.
Колька та ĕмĕрĕпех «Самолет» колхозра трактористра вăй хучĕ. Унăн та пĕр ывăлĕ çар службинче офицер пулса пенсие тухрĕ. Наçтуç аккан кĕçĕн ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать, Мускаври электроэнергетика институчĕн Шупашкарти филиалне пĕтернĕ хыççăн энергетика инженерĕнче ĕçлерĕ, пенсире пулсан та тимлет-ха.
Никитинсен ăру йывăçне ыталас пулсан ытам та çитмест, Тăван çĕршывшăн хунă вăйĕшĕн тав тăвас пулсан, сăмах та çитес çук. Чăнах та ĕнтĕ вĕсем ĕçленĕ чух уй-хир те сухаланнă-акăннă, выльăх-чĕрлĕхĕ те колхозăн картисем туллиех пулнă, тупăш панă, халăх та хăйĕн хăрушлăхĕшĕн шутласа пуçне çĕмĕрмен.
Александр Иванович Никитин – вăрçăн 2-мĕш ушкăнри инваличĕ. 1996 çулта автомашина черетĕнче тăнă пулсан та машинăсăр тăрса юлчĕ, черет ăçта çухалнине ниепле те шыраса тупма май çук. Çавăнпа та пулĕ паян патшалăх пуласлăхĕшĕн иккĕленÿ çуратакан шухăш чакмасть, мĕншĕн тесен паян куна çитсе те эпир Тăван çĕршывăн сумлă ывăлĕ-хĕрĕсене хаклама вĕренмен, пĕлместпĕр те.