08 апреля 2009 г.
Çарăклăра шкул çук пулин те, çурхи каникул вăхăтĕнче ачасен тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Ялти клубра кашни кунах тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç: викторинăсем, шашка-шахмат турнирĕсем, çĕтел çи теннис тата бильярд ăмăртăвĕсем, хаваслă стартсем, кулăш каçĕ.
Уйрăмах «Пĕрле, туслăн тата хĕрÿллĕн» уяв интереслĕ иртрĕ. Ачасем икĕ командăна уйрăлса юханшывпа, историпе, вăрманпа, кайăк-кĕшĕкпе, экологипе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă. Ж.Туйманкин, Н.Григорьева, Ю.Антонов, Р.Степанов, В.Григорьев лайăх пĕлÿ кăтартрĕç.
Хыççăн спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсем тĕрлĕ тĕссене пĕрлештерчĕç: боулинг, пневматикăллă винтовкăран пересси, эстафета, михĕ тăхăнса чупасси, палăртнă вырăна тупасси т.ыт.те. Уяв виçĕ сехет ытла тăсăлчĕ, анчах вăхăт иртнине никам та сисмерĕ.
Çарăклăра юлашки вăхăтра спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кунта малтан физкультура учителĕнче ĕçленĕ В.А.Спиридоновăн тата самбо енĕпе СССР спорт мастерĕн В.А.Беловăн тÿпи пысăк.