04 апреля 2009 г.
Михаил Васильевăн çĕнĕ кĕнеки пичетрен тухрĕ. Унта çичĕ тĕслĕ тумлам тени пур. Лирикăллă миниатюрăсем, асамат кĕперĕнчи евĕр, çичĕ тĕслĕ хăйăва пĕрлешнĕн çыхăнса пыраççĕ. Авторĕ çапла пĕлтерчĕ: «Çак миниатюрăсене малтан Алексей Воробьев вуланăччĕ. Вăл ун чухне ЧР Писательсен союзĕнче литконсультант пулса ĕçлетчĕ. 1972 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче ентешĕм ман пата çапла çырнăччĕ: «Алçырăвна Петĕр Львов вуласа рецензи хатĕрлерĕ. Лайăх çырнă пек туйăнчĕ». Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсем Валем Ахун тата Юрий Айдаш 1974 çулхи май уйăхĕнче евитленĕ тăрăх, кĕнекем ача-пăча редакцийĕн планĕпе, аслă класра вĕренекенсем валли, 1975 çулта пур пĕрех пичетрен тухмаллаччĕ. Анчах эпĕ Шупашкара кайса çÿреймерĕм...»
Пĕчĕк çеç хайлавсене сакăр пая уйăрса вырнаçтарнă. Ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Кивелми япаласем. Пурте сăвă пек çăмăллăн вуланаççĕ.
Кăштах Петр Константинович çырнипе, рецензири хăш-пĕр вырăнсемпе, паллаштарам-ха.
«Проза миниатюри çырмашкăн пĕррех те çăмăл мар. Вулама кăна çăмăл, – паллах, миниатюри ăнăçлă килсе тухнă пулсан... Миниатюра авторĕн вăрăм çырса кайма ирĕк çук, унăн сахал сăмахпах нумай калама пĕлмелле. Çакăнта – ăнăçлăхăн вăрттăнлăхĕ. Автор пурнăçпа çутçанталăк, ĕçпеле хавхалану, çамрăклăхпа юрату çинчен каласа, вулакана тимлĕрех, сăнавлăрах, шухăшлăрах пулма чĕнет. Илемлипе ыррине асăрхамасăр ан иртĕр, тет, чунăр-чĕрĕре ан чухăнлатăр, тесе хыпăнать.
«Уйăхлă каç»... Уйăхлă каçсем çинчен сăвăçсемпе прозаиксем пайтах çырнă. Вăл унăн йывăр ачалăхĕпе, вăрçă çулĕсенчи сивĕ те выçă тапхăрпа, çамрăклăхĕпе, юратăвĕпе, тăван кĕтесĕпе уйрăлми çыхăннă. Уйăх уншăн амăшĕ те, ашшĕ те, аслашшĕ те иккен... Эмоцилле витĕм тени пысăк.
«Хурăнсем» – çăлкуçĕ тăрă шывпа тапса тăнă пек, лирикăпа тапса тăракан миниатюрăсем.
Ыррипе пархатарли, хăватлипе хавхаланулли çинчен сăмах пыратчĕ те, малалла пурнăçри тÿнтерле самантсем çине тĕллесе кăтартнă. Кусем – питлев миниатюрисем. Кунта та автор куçĕ çивчĕ. Ăнăçлăх вăрттăнлăхне пĕлсе ĕçленĕ».
«Униче» новелла сакăр страница йышăннă. Унта – мăн-явăшсен хăйнеевĕрлĕ кĕске историйĕ. Документлă йĕркесем çамрăк вулаканшăн усăллă пулма кирлĕ.