04 апреля 2009 г.
Вăрнар районĕнче пурăнакансем ытларах нарăс-пуш уйăхĕсенче респираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирленĕ.
Пуш уйăхĕнче 36 çын гриппа чирленине регистрациленĕ. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан гриппа чирлесси 61,1 процент ÿснĕ.
Вирус ересрен мĕн тумалла; Нумайрах çывăрмалла, хаçат-журнал, кĕнеке вуламалла, тĕрлĕ чĕлхесем вĕренмелле. Ăс-тăн пултарулăхне аталантарма тăрăшакансене грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕсем сахалрах ереççĕ.
Грипп эпидемийĕ вăтамран 6–8 эрнене тăсăлать.
Çитĕннĕ çынсен 10 проценчĕ çуллен гриппа чирлет.
Грипран прививка тунă хыççăн 2–4 эрнерен антителасем аталанаççĕ. Çавăнпа вакцинăна авăн-чÿк уйăхĕсенче тутармалла.
Организмран вируссене кăларас тесен кунне 2 литр шыв ĕçмелле.
Респираторлă вирус инфекцийĕсен эпидемийĕ чухне алла супăньпе 5 хутчен е тата ытларах çумалла. Профилактика туни чире ал урлă ертессине икĕ хут чакарать.
Вирус ернĕ хыççăн пĕрремĕш паллăсем палăриччен 2 кун иртет.
Ан манăр: риновирус алăк хăлăпĕ е телефон трубки çинче 3 сехет упранма пултарать.
Вакцинацин эффективлăхĕ – 70–80 процент. Иммунитет – çулталăклăх.