Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штраф тÿлеме манман-и

04 апреля 2009 г.

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн çырнă протокол – ахаль хут мар. Енчен те штрафа вăхăтра тÿлесен, ку – транспортпа çÿренĕ чух тимлĕ пулмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарни теме пулать. Анчах хăш чухне штаф тÿлессинчен пĕрмаях пăрăнса çÿрекенсене килте кĕтсе илеймесен те пултараççĕ. Шăпах та çавăн пек пулса тухнă та Вăрнарти пĕр водительпе. Ăна документсем тĕрĕслеме чарнă, çавна май унăн тÿлесе татман штрафсем пурри палăрнă – пĕрмаях манни тата вăхăт çукки чăрмантарнă иккен. Çапла вара килелле çул тытас вырăнне суд залне çитнĕ. Сăмах май, РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.25-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн икĕ хут пысăкрах штраф хума е 15 талăклăх арестлеме пăхнă. Çÿлерех асăннă водителĕн те темиçе хут асăрхаттарнă хыççăн та парăма татма «чарса тăнă» ĕçсенчен ирĕксĕрех 5 талăклăх уйрăлма тивнĕ.

Çакнашкал лару-тăрăва лекес мар тесен, суд приставĕсен службине килсе хăвăр штрафсем çинчен манманнине тĕрĕслĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика