Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Намăса çухатрăн – пурте çухалать!

04 апреля 2009 г.

Ку сăмаха эп автобусра илтрĕм. «Намăса çухатсан, пурте çухалать. Çĕршыва та çухатрăмăр. Пичетне çамки çинех çапнăччĕ те...» Майлă самантра... пичетлĕ çав этемкке епле лапăртатнине асилтертĕм: «Ман пурнăçра мĕнпур тĕллев те коммунизма тĕп тăвасси пулнă. Партипе çĕршыври хамăн вырăнпа эпĕ пурĕ те çавăншăн усă курнă. Анăçа çÿренĕ май хамăн тĕллеврен пăрăнаймастăп тесе ăнлантăм...»

– Сутăнчăк! Намăссăр! Тĕнче ыйткалаканĕ! – пурте илтмелле персе ячĕ мăшăр упăшки. – Пилĕк-ултă çул суяпа та ултавпа мăшкăлларĕ. Иккĕшĕ те – кĕççепитсем!

– Коржаков кĕнекине вуланă-и; – терĕм.

– Ăна тĕл пулман çав...

– «Иккĕмĕшне» илес-тĕк, икĕпитлĕхне вăл хăйĕн сăмахĕпе çирĕплетнĕ: «Дума çине чĕкĕретĕп, мана суйлавра çиеле тухса пултăр!» – тенĕ.

Çулташăмсем, çăмăллăн сывласа ярса, кулкаласа илчĕç. «Турра шĕкĕр! Çÿле-çиеле кармашнисем те аялах каяççĕ!» – терĕç ахăртнех.

«Чи лайăх фриц» та, «чи хаклă янки» те пулчĕ пирĕн. «Чи капăр самурай» та тупăнĕ. Халь тепĕрне «тĕнчери чи лайăх экономист» ятне туянтарчĕç. Шел, çав «чи лайăххисем» ятсене темшĕн хамăр çĕршывра мар, çичĕ ютри Америкăра парнелеççĕ. Алексей Воробьев çырни чĕлхе çине килет: «Хура тăшман мухта пуçларĕ, таçта эп йăнăшрăм пулас...» Мухтани çеç мар-çке! Горбачева Совет Союзне халтан ярса аркатнăшăн, Ахтисаари текенскерне Югославие салатса тустарма кĕрĕшнĕшĕн... Нобель премийĕпе наградăларĕç. Тĕнче ÿппĕн-теппĕн утма-чикме туса ухмахланать тейĕн.

Çăлăнма – ăслă лидерсем кирлĕ. Намăссăр шушкевичсенчен тасалма Белоруссире А.Лукашенко тупăнчĕ. Латинла Америкăра Фидель Кастро, Уго Чавес, Эво Моралес, Даниэл Ортега хамăрăн çĕршывра хамăрăн – хамăр халăхсен хуçаланмалла тесе ĕçлеççĕ. Раççее аталантарма коррупцие путлантармалла, терĕ пирĕн Д.Медведев.

Пархатар пуласса кĕтнĕ вăхăтра мана «Строев çемйин» феноменĕ хытă кисретсе силлерĕ. Прокурор умĕнче тăмалли Е.С.Строева Федераци Канашĕн пуçлăхĕ ытарлăн кулкаласа алă парать: «Тепĕр хут хамăрăн çемьене таврăннă ятпа саламлатпăр!» Ыйту çине ыйту купаланать: «Мĕн ку – Президента ура хурас тени пулчĕ-и;», «Влаçри парти коррупцие мĕншĕн вилесле хÿтĕлет;», «Коррупци тени сăмах çаптарнинчен пачах та шикленмест-им;»

Фактсем хăрушăраххисем те пайтах. Анчах ку тĕллĕн ман ÿсĕмри этем, самай стайлă çын ăшăмри кăштăм-кăштăм сĕмленсе тăнă шанчăка çапса пăрахрĕ. Атя, хăйне çын тунă партине те, партие хăй йышăннă юлташĕсене те сутнă пултăр (ун йышшисем туххăм пинĕ-пинĕпе кĕпĕрленсе тухнăччĕ!), çапах та, чунĕ тĕпĕнче совеçĕн тĕпренчĕкĕ юлнă-тăк, малтан Федераци Канашĕнче, унтан тăванла Орел облаçĕнче халăх умĕн çылăхне пăртак каçармалăх мĕн те пулин тăвайĕ тенĕччĕ. Çук-мĕн, пĕрре сутни-сутăнни ĕмĕрĕпех сутать те сутăнать!

«Строевсен çемйи», çав шутра Е.С. хĕрĕ (Рогачева, Федераци Канашĕнче ашшĕпе ылмашăнчĕç), вуншар миллиард доллара Америкăри банксене ăçтан тупса куçарнă-ши; «Орелстрой», «Орелэнерго», «Орловская нива», «Орловское полесье» акцийĕсене куçкĕрет çаратнă халăха тавăрса пама ыйтса облаçра тата Мускавра кунсерен митингсем, пикетсем иртеççĕ. «Çемье» – хăнк та мар! «Пуçне» губернатортан хăтарма Президент йышăннă указ та, унăн виçĕ заместительне коррупципе тăлланнăран уголовнăй йĕркепе айăплани те шутра мар пек.

Федерацин чи çÿллĕ çуртне Юкур мучу мĕнле пуçпа, мĕнле куçпа, мĕнле сăн-питпе, мĕнле ăс-хакăлпа, мĕнле чĕлхе-çăварпа, мĕнле чун-чĕрепе, мĕнле кĕлеткепе, мĕнле ал-урапа кĕрсе ларать-ши;

Обществăна ельциноидсен «доллар пухса пултăр!», чубайссен «намăс-симĕс куçа кĕмест!» текен моралĕ пусмăрларĕ. Нĕрсĕрлĕх хуçаланнă обществăра саккуна пăхăнмаççĕ. «Чыс», «совеç», «тивĕç» ăнлавсем пăрахăçа тухрĕç. Намăса çухатнисен миллиардсем те – леш енче.

«Чыслă пулма чиновниксене мĕн ытларах хуптĕрлейĕ: совеç е хăрани;» Çак темăна ТВ-Мускав каналĕпе (К.Прошутинская программи) тĕпчесе тавлашрĕç. «Чиновниксене совеç мар, хăратни çеç карта лартма пултарать!» – тесе çырлахрĕç. Коррупцие (вăл вилĕмсĕррине пĕлетпĕр) халтан яма обществăн хăйĕн контролер-заказчик вырăнне çирĕппĕн йышăнмалла. «Мана пула – хут купăс!», «Маншăн пулсан – ик айкки те тăвайкки!», «Пурпĕрех нимĕн те манран килмест!» Çÿлерех-маларах каларăмăр-çке: çав йышши моральпе ĕнтĕ мĕнешкел çĕршыва çухатрăмăр.

Патшалăхра коррупци тытăмĕ çирĕпленни, вăл мĕнпур сферăри хутшăнусен принципĕ пулса тăни çинчен Президент та, Премьер-министр та хытах калаçкалаççĕ-ха. Çĕнĕ Саккунран ĕçлĕ результатсем кĕтсе илейĕпĕр-и; Мана взяткăна саккунлă вырăна лартни тĕлĕнтерчĕ. Чиновнике виçĕ пин тенкĕлĕх парне тыттарни взятка шутланмасть. Апла эп ун патне пĕр справкăшăнах вунă хутчен кĕрсе тухма пултаратăп – справкине вăтăр пине хакларĕ пулсан. «Парни» виçĕ, вăтăр, виç çĕр миллион тенкĕ тăчĕ пулсан; Парас-илес текенсем меслечĕсене шыраса тупаççех. Асфальта шăтаракан çумкурăка тымартан хăртмалла! Пурлăх декларацийĕ пирки. Ку саккунпа «Строевсен çемйинчи» вун пилĕк коррупционертан вуннăшĕ хăйсен пурлăхĕн декларацине тăратмасан та пултараççĕ. Эп каланăччĕ: Госдума депутачĕсем вуншар, çĕршер фирмăра тăраççĕ, тăванĕсем темĕн чухлĕ магазин тытаççĕ, долларĕсем те ку енче анчах мар. Президентсемпе губернаторсен арăмĕсен, ачи-пăчисен ятлă-ятарлă фондсем пур (кăштах систерсен, счечĕсем çине кирек хăш миллионер та миллионĕсене туххăм куçарса парĕ!). Ку статьяра та тымара пăхман. Татăклăн каламаллаччĕ: нихăш рангри чиновник та – мĕнпур тăванĕсемпе пĕрле – коммерципе çыхланма пултараймасть!

Чиновник керменĕ (ку енчи, леш енчи) мĕнле долларсем çинче ÿссе ларнă; Ун гаражĕ умне кам çĕнĕ «Мерседес» пырса лартнă; Яхтисем, самолечĕсем ăçтан; Тăванĕсем мĕнле укçапа ашкăнаççĕ; Ав ăçта пăхмалла.

Çут çанталăк ресурсĕсем, халăх пурлăхĕ (çĕр, вăрман, шыв-шур, газ, нефть, заводсем, çулсем, флотилисем т.ыт. те) олигархсен аллине мĕнле майпа кĕрсе ÿкнĕ; Влаçа олигархатран уйăрмасан, преступниксен капашсăр кÿпченĕ пурлăхне конфискацилемесен, контроле аялтан-çÿлтен пĕр танах çирĕп лартмасан – пархатар тухмастех. Аялти лĕкĕр-лекĕр пуçлăхран тытăнса (янттишĕн выçăхнă фактсем ял шайĕнче те курăнкалаççĕ) «Строевсем» таранах «намăса пĕлесчĕ!» теме хăюлăх çитерĕпĕр-и; Е.С.-па «çемйи» пирки, çапах та, Прокурор сăмахне кĕтĕпĕр. Тĕкĕнме юраманнисем ан пулччăр. Суд ларăвĕсене уççăн ирттерсе халăха кăтартмалла. Шел: хальлĕхе Федераци Канашĕн çÿллĕшĕнче те политконкуренци çук. Çÿлти органсене халăхпа суйлаймастпăр. Госдума депутачĕсене («михĕри кушак çурисене») «пăравуссенчен» кăларса тăратаççĕ. Суйлас-тăк, строевсемпе нарусовăсемшĕн (Собчак арăмĕ Тува тĕлне пĕлмен те иккен) кам сасăлас пур;

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика